Ҫӗрпӳ районӗнче «Тӗлӗнтермӗш шкул хӗрачи 2013» конкурс ирттерме шутланӑ. Унта 9–11-мӗш классенче вӗренекенсене хутшӑнма ирӗк параҫҫӗ. Хӑйсен пултарулӑхне конкурсра тӗрӗслес тесен малтанласа заявка памалла тата хӑйсемшӗн кар тӑма килӗшекен 5 ҫынтан тӑракан ушкӑна тупса хатӗрлемелле.
Ӑмӑрту ҫак уйӑхӗн 25-мӗшӗнче район центрӗнчи социаллӑ пурнӑҫпа кану пӗрлешӗвӗнче иртӗ. Унта пикесен хӑйсен мӗнпе кӑсӑкланнипе паллаштарма, ҫанталӑка юратма чӗнсе (ара, конкурса ҫӗршыв шайӗнче кӑҫал йышӑннӑ ҫутҫанталӑка хӳтӗлемелли ҫулталӑка халалланӑ-ҫке) калама тата ытти енпе ӑсталӑха кӑтартма тивӗ.
Паян Патӑрьел районӗнчи Тутар Сӑкӑт ялӗнче вӑтам шкулӑн ҫӗнӗ ҫуртне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Вӑл паянхи пурнӑҫ ыйтнине шута илсе тунӑскер: ҫутӑ та илемлӗ классем тени ытлашши те пулӗ. Кунсӑр пуҫне унта ҫӑвӑнса илмелли тата ҫипуҫа ылмаштармалли пӳлӗмсемлӗ спорт залӗ, акт залӗ, мастерской пур иккен.
Шкула уҫма хутшӑннӑ республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев хальхи вӑхӑтра ял шкулӗсене информаци технологийӗсем ҫитнине палӑртнӑ май «Ял ачисен хуларисенчен кая юлмалла мар» тесе каланӑ.
Ҫӗнӗ шкулта 174 ача вӗренӗ, унта шкул ҫулне ҫитменнисен ушкӑнӗсем те ӗҫлеҫҫӗ.
Сӑнсем (49)
Чӑваш Енри ачасем Мари Эл республикинчи Чикмӗ хулинче регионсем хушшинче иртнӗ ҫамрӑк моряксен ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ. Унта вӗсен кимӗ ҫинче авӑсса ишессипе тупӑшнӑ. Конкурса хутшӑннӑ 13 ушкӑн хушшинче Шупашкар хулинчи тата Муркаш районӗнчи ачасем те пулнӑ.
Кӗҫӗн экипаж ӑмӑртӑвӗнче Шупашкар хулинчи Совет Союзӗн Геройӗ А.В. Кочетов полковник ячӗллӗ кадет шкулӗнче вӗренекен ачасем пӑхӑр медале тивӗҫнӗ. Аслӑ ушкӑнра вара малти виҫӗ вырӑна та пирӗн каччӑсем ярса илме пултарнӑ. Пӗрремӗшне Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрти вӑтам шкулта вӗренекенсем, иккӗмӗшне Муркашри вӑтам шкул ачисем, виҫҫӗмӗшне Шупашкарти ҫамрӑксен «Ҫамрӑк патриот» спортпа техника клубне ҫӳрекенсем йышӑннӑ.
Республикӑн Патшалӑх Канашӗнчи КПРФ фракцийӗн ертӳҫи Дмитрий Евсеев шкулсене банк терминалӗ лартассипе ҫыхӑннӑ «тӗлӗнтермӗшсен» хуравне шырать иккен. Депутат патне Ҫӗнӗ Шупашкарти шкулсенчен пӗринче ашшӗ-амӑшӗ пӗлтернӗ-мӗн. Унта шкулта апат ҫинишӗн тӳлеме банк терминалӗ лартма ашшӗ-амӑшӗнчен укҫа пухни пирки хыпарланӑ имӗш.
Администраци тӗрӗсех хӑтланни пирки иккӗленнине кура Дмитрий Евсеев Чӑваш Ен правительствине ыйтса ҫырнӑ. ЧР Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти шкулсенчи терминалсене республика е хула хыснисен е хысна мар тупра шучӗпе вырнаҫтарнине пӗлтернӗ. Ашшӗ-амӑшӗнчен ку тӗллевпе укҫа пухман имӗш.
«Банк терминалӗ лартма укҫа пухнӑ урӑх фактсем пулсан мана пӗлтерме ыйтатӑп», — тенӗ-мӗн КПРФ фракцийӗн ертӳҫи.
Ҫумӑр тӑтӑш ҫуса тӑнипе ҫӗрулми кӑларасси республикӑра пысӑк йывӑрлӑхпа пырать. Республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов каланӑ тӑрӑх, ҫак уйӑхра виҫӗ уйӑх виҫи чухлӗ ҫумӑр ҫунӑ-мӗн.
Хальлӗхе «иккӗмӗш ҫӑкӑра» мӗнпур лаптӑкӑн ҫурринчен кӑшт кӑна ытларах кӑларнӑ — пурӗ 5 550 гектар е 52,5 процент. Тухӑҫ гектар пуҫне вӑтамран 152 центнера ларать. Ҫӗрулмине кӑларасси Красноармейски, Етӗрне, Комсомольски тата Канаш районӗсенче уйрӑмах майӗпен пырать.
Ял хуҫалӑх министрӗ ҫӗрулми пуҫтарас ӗҫе техникумсенче тата аслӑ шкулсенче вӗренекенсене, «тен, шкулсене те» явӑҫтарма сӗннӗ. Республика ертӳҫи Михаил Игнатьев ку ыйтӑва вӗренӳ учрежденийӗсен тата ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисемпе пӗрле татса пама сӗнсе хӑварнӑ.
Кӑҫал пирӗн ҫӗршывра чи лайӑх шкулсен рейтингне йӗркеленӗ. Унччен апла список пулман. Раҫҫей шкулӗсен рейтингне вӗсенчен вӗренсе тухнисем хӑйсен пултарулӑхне епле кӑтарнине шута илсе хатӗрленӗ-мӗн.
Чи лайӑх 25 шкул йышне 19 регионти вӗренӳ учрежденийӗсем кӗнӗ. Ҫав йышра Мускаври, Брянскри, Мӑкшӑри, Тутарстанри, Новосибирскри, Томскри, Тӗменри тата Чӑваш Енри шкулсем пур. Пирӗн республикӑна илсен, рейтинга Шупашкар хулинчи 3-мӗш номерлӗ лицей лекнине палӑртма кӑмӑллӑ. Чи лайӑх 500 шкул шутне вара Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти 12 вӗренӳ учрежденийӗ лекнӗ.
Трак тӑрӑхӗнчи шкулсенче пилеш пухасси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ — ак ҫак кунсенче те Красноармейскинчи вӗренӳ учрежденийӗ таврашӗнче ӳсекен пилеш йывӑҫҫисем тавра шкул ачисем пухӑнчӗҫ. Ӗҫе ертсе пыраканӗсем — С.Н. Дмитриева класс ертӳҫи тата социаллӑ педагог М.И. Кириллова.
10-мӗш класра пӗлӳ пухакансем пилеш пухма уроксем хыҫҫӑн пуҫтарӑннӑ. Ӗҫ кал-кал пынӑ май тупӑшӗ те сахал мар — патшалӑх валли вӗсем пурӗ 50 килограмма яхӑн пуҫтарма ӗлкӗрнӗ.
Пилеш йышӑҫӗ пирӗн тӑрӑхра сахал мар ӳсет. Ятарласа лартнисем те чылай тӗл пулаҫҫӗ — ара чӑваш тӗнче курӑмӗпе ҫак йывӑҫран усал-тӗсел те хӑрать-ҫке. Ҫӳллӗшпе пилеш 20 метра яхӑн ӳсме пултарать. Ҫупа ҫӗртме уйӑхӗнче чечеке ларать те ҫырлисем — сапакӑн-сапакӑн пухӑннисем — авӑн-юпа уйӑхӗсенче пиҫеҫҫӗ.
Тутарстанӑн Ҫӗпрел районӗнчи Ҫӗнӗ Упи ялӗ ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне ырӑ хыпарпа пуҫларӗ тесе пӗлтерет «Сувар» хаҫат. Тунтикун, авӑнӑн 2-мӗшӗнче, кунта ҫӗнӗ шкул ҫуртне тума пуҫланӑ. Ку вырӑнти халӑха калама ҫук пысӑк савӑнӑҫ кӳчӗ тесен те йӑнӑш пулмӗ пуль.
Упи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А. Яруткин каласа панӑ тӑрӑх шкул кӑна мар, ялта ача пахчи те, фельдшерпа аккушер пункчӗ те пулмалла. Алексей Егорович ҫӗнӗуписен ӗмӗтне пурнӑҫласа ялта ҫӗнӗ шкул тума пуҫланӑшӑн Тутарстанӑн Президентне Р.Минниханова, район администраци пуҫлӑхне А.Шадрикова тав сӑмахӗсем каланӑ.
Паян, авӑнӑн 1-мӗшӗнче Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Пинер ялӗнче 160 ача вӗренмелли шкула уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ.
Ҫӗнӗ шкул ҫуртне 1929 ҫулта хута янӑ ҫурт вырӑнне лартнӑ. Ҫак ӗҫе «Республикӑри ялсен социаллӑ аталанӑвӗ» программӑпа килешӳллӗн пурнӑҫланӑ, пурӗ 107,6 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Ҫӗнӗ шкулта хӑтлӑ вӗренӳ пӳлӗмӗсем, ҫӑвӑнма, хӑвӑнса тӑхӑнӑма май паракан спорт залӗ, акт залӗ, апатланмалли пӳлӗм, медицина блокӗ пур тата ытти те. Шкул таврашӗнче вара спорт площадки, пахча-ҫимӗҫ ӳстермелли йӑрансем, ӑшӑту котельнийӗ, икӗ урапа кӗртсе лартмалли гараж вырнаҫнӑ.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче шкула Аслӑ Пинерпе Вӑтакас ялӗнчи 90 вӗренекен пӗлӳ пухма тытӑнӗ. Михаил Игнатьев шкул ачисемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗсене, вӗрентекенсен шкул коллективне пӗлтерӗшлӗ пулӑмпа саламланӑ, Аслӑ Пинер ял тӑрӑхӗн пӗр кунта 3 уяв — Пӗлӳ кунӗ, 2013–2014 ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ ҫывхарни тата шкул уҫӑлнӑ — пулнине палӑртнӑ.
Кӗркуннен пӗрремӗш кунхине вӗренекенсемпе студентсем валли хӑйӗн алӑкӗсене пӗтӗмӗшлӗ пӗлӳ паракан 490 шкул, 11 пуҫламӑш профессилӗ вӗренӳ учрежденийӗ, 26 (пӗтӗмпе вӗсем — 31) вӑтам профессилӗ вӗренӳ учрежденийӗ тата 12 аслӑ пӗлӳ паракан учреждени уҫӗ. Авӑн 2-мӗшӗнче вара уяв линейкине 5 вӑтам профессилӗ вӗренӳ учрежденийӗпе 9 аслӑ пӗлӳ паракан учрежденийӗ ирттерӗ.
Пӗлӳ кунне уявланӑ ҫӗрте тата ҫамрӑксем йышлӑ ҫӳренӗ вырӑнсенче йӗркене 800 яхӑн полици ӗҫченӗ тытса пырӗ. Унсӑр пуҫне ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне 100 ытла яхӑн ҫул-йӗр хурал службипе, патшалӑх инспекци йӗркелесе пырӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |