Раштавӑн 10-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке шкулӗнче чӑваш ҫӗрӗн чи чаплӑ та чи сумлӑ Хӗрарӑмӗ — СССР халӑх артистки Вера Кузьмина хӑнара пулчӗ. Пӗтӗм чӑваш халӑхӗн юратнӑ артистки тӗлпулӑва академии драма театрӗн ҫамрӑк артисчӗсемпе «Сенкер чаршав» шоу-концерт программипе килчӗ. Ҫамрӑк артистсем куракансене юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ, Вера Кузьминична вара «Хура чӗкеҫ» спектакльти монологпа тыткӑнларӗ. Тӑпӑ ларма пӗлмен ачасем те сывламасӑр тенӗ пек артистка ҫинчен куҫ илмесӗр итлерӗҫ, аслӑраххисем шывланнӑ куҫӗсене шӑлчӗҫ. Концерт вӗҫӗнче Вера Кузьмина мӑшӑрӗн, Петӗр Хусанкайӑн, «Тилли юррисем» ярӑмри сӑвва вуларӗ.
Концер вӗҫленсен артистсене куракансен ячӗпе З.Ю.Кузьмина тав сӑмахӗ каларӗ. Юратнӑ артисткӑна малашне те сцена ҫинче пулма ырлӑх-сывлӑх сунчӗ. «Вера Кузьминична, эсир ҫамрӑксемшӗн тӗслӗх. Сирӗн пек ҫынсем пур чухне Чӑваш театрӗн малашлӑхӗ тата та ҫутӑрах пулӗ. Пысӑк тав сире пуриншӗн те», — терӗ вӑл.
Тайма пуҫ чаплӑ актрисӑна!