Монополипе кӗрешкен республикӑри служба Шупашкарти харӑсах икӗ шкул тӗлӗшпе ӗҫ пуҫарнӑ. Хайхи вӗренӳ заведенийӗсем конкуренцие хӳтӗлесси ҫинчен калакан саккуна пӑснӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӗҫе пысӑк банксенчен пӗрин («Перекет банкӗ») тата ачасен ашшӗ-амӑшӗн заявленийӗ тӑрӑх пуҫарса янӑ.
Хула шкулӗсенче апат ҫинишӗн ачасем аллӑн укҫа тӳлес йӑларан пӑрӑннӑ ӗнтӗ. Тӳлевпе унта лартса панӑ ятарлӑ терминалсем урлӑ татӑлаҫҫӗ. Шупашкарти 45-мӗш вӑтам тата 2-мӗш лицейре пысӑках мар пӗр банк («Авангардӑн») терминалӗсем лараҫҫӗ иккен. Тепӗр тесен, сӑмахӑмӑр кредит учрежденийӗ пӗчӗккипе пысӑкки пирки мар-ха. Чи кирли ӗҫне тутӑр. Тавӑҫ тӑратакан тепӗр банкӗ хӑйне сирсе хӑварнишӗн кӑмӑлсӑрланнине ӑнланма пулать-ха. Ашшӗ-амӑшӗшӗн, калӑн, пӗр мар-им? Вӗсене ку лару-тӑрура кӑмӑлсӑрлантарни вара — ашшӗ-амӑшне асӑннӑ банкӑн кредит карттине илме ыйтни. Уншӑн комисси те сахал мар тӳлемелле иккен. Карттӑ ҫухалас-тӑвас пулсан та кӗсьене самай ҫӳхетме тивӗ.
Конкуренцие хӳтӗлесси пирки калакан саккуна пӑсни патне таврӑнсан, асӑннӑ банк реклами влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫакӑнса тӑрать иккен.
Паянтан Чӑваш Енре Пӗтӗм Раҫҫейри предмет олимпиадисен Чӑваш Енри тапхӑрӗ пуҫланнӑ. Вӗренӳре уйрӑмах талпӑнуллисенчен пӗрисем 21 предметпа хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗслӗҫ. Олимпиада ҫитес уйӑхӑн 8-мӗшӗччен пырӗ. Паянпа ыран, сӑмахран, ачасем акӑлчан чӗлхипе олимпиадӑна хутшӑнаҫҫӗ. Унта 9–11-мӗш классенче вӗренекен 83 ача тупӑшӗ. Ҫавсенчен ытларахӑшӗ, 46-шӗ, Шупашкар ачисем, 6-шӗ — Ҫӗнӗ Шупашкартан, 31-шӗ — районсемпе ытти хула ачисем.
Регионти олимпиадӑна хутшӑнма тӗп хулари 4-мӗш лицейре вӗренекен 20 ача тивӗҫнӗ.
Муниципалитет шайӗнче иртнӗ олимпиадӑна 7–11-мӗш классенче вӗренекен 35 пин ытла хутшӑннӑ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ, 2 730-шӗ, пӗлӗве математикӑпа тӗрӗсленӗ. Биологие кӑмӑллакансем те йышлӑ: 2 703 ача район е хула шайӗнче иртнӗ олимпиадӑна хутшӑннӑ. Олимпиадӑна хутшӑннисен хисепӗ тӑрӑх хакласан, ҫавӑн пекех ачасенчен самайӑшӗ вырӑс чӗлхипе историе юратса вӗренеҫҫӗ тесе шухӑшламалла.
Етӗрне районӗнчи шкул ачисемшӗн Ҫӗнӗ ҫул ҫитӗнӳпе пуҫланнӑ. Вӗсем «Этем — историре. Раҫҫей — XX ӗмӗр» тӗпчев ӗҫӗсен республика шайӗнчи конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Палтай шкулӗнче вӗренекен Михаил Шуверов «Ҫын тата пӗчӗк тӑван ҫӗршыв» номинацире 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Урпашри вӑтам шкулта вӗренекен Светлана Портнова «Этем, общество, ҫар» номинацире 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. «Этем тата влаҫ» ятлинче Советски шкулти Ирина Игнатьева тата Тури Ачакри Елена Одикова 2-мӗш вырӑна тухнӑ. Ҫемье историйӗ пирки каласа панӑ Засурскинчи тулли мар вӑтам шкулти Михаил Иванов 3-мӗш вырӑна тухнӑ.
Тӗпчев ӗҫне ачасем паян кӑна пуҫӑнман иккен-ха. Вырӑнтисем хыпарланӑ тӑрӑх, унччен те вӗсем тӑван тӑрӑх историйӗпе, паллӑ ҫынсен пурнӑҫӗпе кӑсӑкланнӑ-мӗн. Ӗҫе тӗплӗ тӑвас тесе вӗсем архиври материалсемпе те усӑ кураҫҫӗ паллах, музей-вулавӑшсенче те лараҫҫӗ, тӗрлӗ ҫынпа курнӑҫса калаҫаҫҫӗ.
Кунта сӑмах Шупашкарти шкулсем пирки пырать. «Хӑрушсӑр шкул» программӑна пурнӑҫласа пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан мӗнпур шкула видеокамерӑсем вырнаҫтарнӑ иккен. Чӗлхесӗр «хуралҫӑсем» вӗренӳ учрежденине кӑна мар, ун тавралли территорие те пӑхса тӑраҫҫӗ. Камерӑсем халь пулса иртекен самантсене ӳкернисӗр пуҫне маларах сӑнарланине те упраҫҫӗ иккен.
Ҫитес ҫул вара Шупашкарти шкулсем тавралли картасене ылмаштарма тытӑнасшӑн. Территорие пырса кӗнӗ ҫӗре шлагбаумсемпе турникетсем вырнаҫтарасшӑн иккен. Ҫавсем ачасене шкулта сыхлама-асӑрхама питех те кирлӗ-мӗн.
Раштавӑн 28-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районне кӗрекен Мӑн Этменти вӑтам шкулти кӗҫӗн ушкӑнти ачасем Ҫӗнӗ Ҫул уявне паллӑ турӗҫ.
Кашниех уява хитре тумпа, тӗрлӗ костюмпа килнӗ. Вӗсем пухӑннисене тӗрлӗ вӑйӑ-кулӑпа савӑнтарчӗҫ.
Хӗл Мучипе Юрпике килсен ачасем вӗсене юрласа, сӑвӑ каласа тӗлӗнтерчӗҫ. Хӗл Мучипе Юрпике кашнинех асӑнмалӑх парне пачӗ. Уяв чӑннипех ҫӳллӗ шайра иртрӗ. Ку ӗҫре, паллах, ашшӗ-амӑшӗсен те, воспитательсен тӳпи те пысӑк.
Раштавӑн 27-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкулӑн пуху залӗнче районти шкул ачисен Ҫӗнӗ Ҫул уявӗ иртрӗ. Уява хутшӑнма районти 55 чи хастар вӗренекен тивӗҫлӗ пулнӑ: районти тата республика шайӗнче иртнӗ олимпиада ҫӗнтерӳҫисем, хастар спортсменсем, юрӑ-ташӑра палӑрнисем, вӗренӳ отличникӗсем.
Пухӑннисене районӑн администраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров тата районти вӗренӳ пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ольга Митрофанова саламларӗҫ, малашне те район тата шкулсен чысне ҫӳллӗ шайра тытма чӗнсе каларӗҫ. Кашниех уява хитре тумпа, тӗрлӗ костюмпа килнӗ. Уяв ирттерме чутайсем Шупашкарти «Ветряная мельница» (чӑв. Ҫил арманӗ) студине ҫӳрекенсене хӑнана чӗннӗ. Вӗсем пухӑннисене тӗрлӗ вӑйӑ-кулӑпа савӑнтарчӗҫ.
Хӗл Мучипе Юрпике килсен ачасем вӗсене юрласа, сӑвӑ каласа тӗлӗнтерчӗҫ.Хӗл Мучипе Юрпике кашнинех асӑнмалӑх парне пачӗ. Уяв чӑннипех ҫӳллӗ шайра иртрӗ.
Сӑнсем (73)
Топонимикӑн 1-мӗш олимпиадин ҫӗнтерӳҫисем паллӑ. Вӗсем ҫинчен инҫет вӗренӳ центрӗн сайтӗнче пӗлме пулать. 1-мӗш вырӑнсене вара виҫҫӗ ача ҫӗнсе илнӗ: Дарья Валиулина (Тутар Республики), Ксения Александрова (Канашри 3-мӗш шкул) тата Анастасия Федорова (Ҫӗрпӳ районӗнчи Тавӑшкассинчи вӑтам шкул).
Ҫӗнтерӳҫӗсене хатӗрленӗ вӗрентекенсене Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви Тав ҫырӑвӗпе чыслать. Ачасем Хисеп хучӗсем илме тивӗҫлӗ пулнӑ. Олипиадӑна хутшӑнннӑ шкул ертӳҫисем, вӗренекенсемпе вӗрентекенсем Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗн Хутшӑну сертификатне илме тивӗҫнӗ.
Чыслав хӑҫан пуласси ҫинчен хутшӑнакансене уйрӑм хыпарлӑпӑр.
Шупашкара ыран Олимп ҫулӑмӗ килсе ҫитессине маларах эпир хыпарланӑччӗ. Аса илтеретпӗр, ҫавна май ирхи вунӑ сехетрен пуҫласа каҫхи вунӑ сехетчен тӗп ҫулсем ҫинче транспорт ҫӳрессине чараҫҫӗ. Харпӑр хӑй машинисене те ҫав кун гаражсемпе стоянкӑсенчен кӑлармасан аванрах-тӑр.
Олимп ҫулӑмӗ килнине пула ыран Чӑваш Енӗн тӗп хулинче канма сӗннӗ. Ун пек сӗнӗве хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ятарлӑ йышӑну кӑларсах ҫирӗплетнӗ. Ача-пӑча пахчисенче тӑрӑшакансен ҫапах та ӗҫлеме тивӗ. Шкулсенче вара 1–4-мӗш классене кӑна вӗрентӗҫ. Аслӑ классем валли «Сывлӑх кунӗ» тесе ҫирӗплетнӗ. Вӗрентекенсем каланине ӗненсен, аслӑ классенче вӗренекенсем ыран Олимп ҫулӑмне кӗтсе илме тухӗҫ.
Нумаях пулмасть республикӑра «Театр юбилейӗсем — 2013» инҫет олимпиади иртнӗ. Кӑҫалхипе иккӗмӗш хут йӗркеленӗскере хальхинче СССР халӑх артисчӗ Максим Михайлов ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Олимпиадӑна хуласемпе районсенчи хушма пӗлӳ парас енӗпе ӗҫлекен музыка тата ӳнер шкулӗсенче ӑс пухакансене тата республикӑри культура училищинче вӗренекенсене явӑҫтарнӑ. Ӗҫсене тӗрлӗ ене пӑхса хакланине пӗлтереҫҫӗ: литературӑпа ӗҫлеме пултарнине, ӗҫсене илемлетнине кура, ыйтӑва хуравлани тӑрӑх, материала уҫса панине шута илсе...
Проекта Тӑвайӗнчи ӳнер шкулӗнче вӗренекен Анастасия Григорьева хутшӑннӑ. Вӑл унта тӗп парнене — Гран-прие ҫӗнсе илнӗ. Чӑваш композиторӗсемпе классик-композиторсен пултарулӑхӗпе ӑна Светлана Глухова преподаватель паллаштарнӑ иккен.
Ҫак вӑхӑтра Куславкка тӑрӑхӗнчи Энтри Пасар шкулӗ ҫеҫ мар 100 ҫулхи юбилейне палӑртнӑ. Кӗҫ-вӗҫ ҫавраҫул тултарнине Комсомольски районӗнчи Мӑрат шкулӗ те уявламалла.
Ку шкула 1913 ҫулта Герасимов Никита Герасимович пуҫарӑвӗпе уҫнӑ, вӑл малтанлӑха Афанасий Горшков ҫуртӗнче вырнаҫнӑ. Нумай вӗрентеймен ҫав вӑл, часах хупӑннӑ. 1918 ҫулта ҫеҫ вара ҫӗнӗрен чӗрӗлнӗ. Ун чухне те вӗренӳ уйрӑм ҫын ҫурчӗсенче иртнӗ. Пӗрремӗш шкул ҫуртне 1930 ҫулта хута янӑ — халь унта историпе таврапӗлӳ музейӗ вырнаҫнӑ. Вӑл вӑхӑтра ҫак шкула таврари ачасем те ҫӳренӗ — Шурутран, Кармалтан, Тукайран. 1934 ҫулта ӑна тулли мар вӑтам шкул шайне хӑпартнӑ. 1959 ҫултанпа вӑл сакӑр клас вӗренмелли шкул шутланнӑ. 1984 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ЧАССР Министрсен Кабинечӗ хушӑвӗпе вӑл вӑтам шкул пулса тӑнӑ.
Хальхи вӑхӑтра шкулта 143 ача вӗренет. Кунта 20 вӗренӳ пӳлӗмӗ, спортзал, акт залӗ, 80 ача лармалӑх апатлану пӳлӗмӗ, компьютер класӗ пур. Ҫавӑн пекех шкулта тренажерсен пӳлӗмӗ те, ӑсталӑх лаҫҫи те, медицина пӳлӗмӗ те пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |