Республикӑри шкулсем ҫӗне вӗренӳ ҫулӗ валли хатӗрленеҫҫӗ. Кӑҫал авӑн уйӑхӗ тӗлне республикӑри 26 шкул валли ҫӗнӗ оборудовани туянӗҫ, спорт пӳлӗмӗсене юсӗҫ.
Чӑваш Енри шкулсем кӑҫал «Ача-пӑча спорчӗ» проектпа килӗшӳллӗн спортзалсене юсамашкӑн, ҫӗнӗ хатӗр туянмашкӑн хушма укҫа-тенке тивӗҫнӗ. Ҫак тӗллевпе федераци хыснинчен — 21 миллион, республика хыснинчен 1,1 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Юнашарах вырнаҫнӑ пулин те Ҫӗрпӳ хулин 2-мӗш шкулӑн ҫурчӗсем иккӗ. Хальхи вӑхӑтра шӑп та шай ҫавсене ҫыхӑнтаракан, пӗр ҫуртран теприне каҫма май паракан переход купалаҫҫӗ. Ку ӗҫе тума пурӗ 6 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Ӗҫсем унта епле пынине утӑн 29-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗн администраци пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов пырса тӗрӗсленӗ. Хушма ҫурта «Эльбрус» ТМЯП хӑпартать. Ӗҫе вӗсем ҫурлан 15-мӗшӗччен вӗҫлесшӗн. Сергей Артамонов ҫурта вӑхӑтра туса ҫитермелли пирки каланӑ, унсӑр пуҫне вӗренӳ ҫулӗ пуҫланиччен ҫумри лаптӑка та хӑт кӗртмелле.
Ҫӗрпӳсем строительсен ӗҫне тӗрӗслеме ятарлӑ организацие те явӑҫтарнӑ — «НН-стройконтроль» ТМЯП ҫурта тӗрӗс хӑпартнине пӑхса тӑрӗ. Вӗсем кӑлтӑксене те тупма ӗлкернӗ имӗш, ҫывӑх вӑхӑтра тӳрлетме хушнӑ.
Шупашкарти Ленин районӗнчи 2-мӗш лицей директорӗн икӗ хутчен административлӑ явап тытма тивнӗ. Пӗрремӗшӗнче — ашшӗ-амӑшӗнчен шкула юсама, унта хурал тытнишӗн тӳлеме, хушма персоналпа татӑлма тата ытти тӗллевпе ашшӗ-амӑшӗнчен укҫа пухнишӗн. Иккӗмӗшӗнче — маларах каланӑ кӑлтӑка пӗтерме хушсан та ним пулман пекех малалла пӑснӑшӑн. Тӗрӗсрех каласан, прокурор саккунлӑ ыйтнине хӑлхана чикменшӗн.
Укҫа малтан епле пухнӑ, ҫавӑн пекех пуҫтарнине прокуратура тепӗр хут тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн палӑртнӑ. Кун хыҫҫӑн тепӗр хут административлӑ ӗҫ пуҫарса суда ярса панӑ. Шкул директорне 2 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Ҫак кунсенче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хуласемпе районсене тӗрӗслесе ҫӳрет. Красноармейски районӗнче пулнӑ чух та вӑл ҫынсемпе нумай калаҫнӑ, вӗсен шухӑш-кӑмӑлне ыйтса пӗлнӗ.
Элтепер пулнӑ объектсенчен пӗри — Чатукасси шкулӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче унта 400 ача таран вӗреннӗ, паян — 40 кӑна. Тепӗр майлӑ каласан, пӗр педагога 4–5 ача тивет. Ачисем сахал пулин те шкула икӗ ҫул каялла тӗплӗн юсанӑ, вӗренӳ тата столовӑй оборудованине туяннӑ, модульлӗ котельнӑй лартса панӑ. Пӗлтӗр унта шкул ҫулне ҫитменнисем валли уйрӑм уҫнӑ. Анчах вӑл та пулин тулса ҫитмен. Ачисем пулмасан мӗнпе тултарӑн? Михаил Васильевич демографи тӑрӑмне лайӑхлатмалла тенӗ-ха. Лару-тӑру малашне те ҫавӑн пек пулсан шкула хупма тивӗ. Элтепер ҫӗрулми ӳстерекен лаптӑка пӑхнӑ та унта колорадо нӑрри хуҫаланнишӗн кӑмӑлсӑрланнӑ.
Йӗркине хуҫасӑр ҫӗр участокӗсем те тума хистеҫҫӗ. Ҫитменнине, ҫӗр налукӗ районта юлнине шута илсен кун ыйтупа ҫине тӑмалли куҫкӗрет. Пурлӑхпа та ҫавӑн пекех каламалла. Кивӗ сарайсемпе фермӑсем ишӗлсе ларни те илем кӳрекен япала мар.
Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче Шупашкар районӗнчи Янӑшра ҫӗнӗ шкул тума пуҫланӑччӗ. Ӗҫне строительсем ҫине тӑрса пурнӑҫлаҫҫӗ. 165 ача вӗренмелӗх тата шкул ҫулне ҫитмен 40 ача вырнаҫмалӑх заведение купаласа пӗтернӗ те ӗнтӗ. Чӳречесем лартнӑ, электромонтаж ӗҫӗсене вӗҫленӗ. Хальхи вӑхӑтра шалти ытти ӗҫ пырать.
Паян Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров ӗҫ-пуҫпа вырӑна тухса паллашнӑ-мӗн. Район администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫлӑх ӗҫ тивӗҫлӗ шайра пынине, объекта вӑхӑтра (анчах вӑхӑчӗ хӑҫанне асӑнман та) хута ярасса шаннине палӑртнӑ.
Ку шкулта хӑй вӑхӑтӗнче Игнатьев Михаил Васильевич пӗлӳ пухнӑ. Унччен вӑл 1 хутлӑ ҫуртра вырнаҫнӑ пулнӑ, хальхи икӗ хутлӑ пулмалла. Тӗрлӗ сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх ку шкула (вӑл тӗп пӗлӳ параканни шутланать) хута янӑ хыҫҫӑн Чӑрӑшкассинчи вӑтам шкула хупма пултараҫҫӗ имӗш. Янӑш шкулӗнче хальхи вӑхӑтра 60 ытла ача вӗренет.
Сӑнсем (8)
Шупашкарти музыка училищинче тата тӗп хулари С.М.Максимов ячӗллӗ ача-пӑча музыка шкулӗнче вӗрентекен Анжелика Сидорова флейтҫӑ Пӗтӗм Раҫҫейри «Ача-пӑча ӳнер шкулӗн чи лайӑх вӗрентекенӗ» конкурсра лауреат ятне тивӗҫнӗ.
Анжелика Сидорова хӑй те Шупашкарти музыка училищинче вӗреннӗ. Мускав район администрацийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, Анжелика Викторовна вӗрентсе кӑларнӑ 20 яш-хӗр вӑтам тата аслӑ шкулсенче музыка енӗпе пӗлӗвне тарӑнлатаҫҫӗ.
Анжелика Сидорова Чӑваш Енри ача-пӑчан чи лайӑх ушкӑнӗсенчен пӗрине — флейтҫӑсен «Dolce» ансамбльне — ертсе пырать. Ансамбль пӗтӗм тӗнчери тата Раҫҫейри конкурссенче лауреат ятне тивӗҫнӗ. Маттур вӗрентекен ЧР тата РФ культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ те.
Шупашкарти 1-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗнчи «Кӑмӑл-туйӑм» хореографи ушкӑнӗ Испанирен таврӑннӑ. Унта ачасем пӗтӗм тӗнче шайӗнче иртнӗ «Аллегория» фестивале хутшӑннӑ.
Мероприяти кӑҫалхипе пиллӗкмӗш хут иртет иккен. Унта Грузинчи, Турцинчи, Словакинчи, Нидерландри, Польшӑри, Латвири, Украинри 1 500 ытла ҫын хутшӑннӑ.
Фестиваль хула урамӗсем тӑрӑх ҫӳренинчен пуҫланнӑ. Шупашкарти ачасен Петр Пашков вӗрентекен ертсе пыракан «Кӑмӑл-туйӑм» ушкӑнӗ гала-концерта хутшӑнма тивӗҫнӗ. Унта вӗсем чӑваш, вырӑс тата тутар ташшисене ташланӑ. Халӗ ачасем Греципе Польшӑра иртекен пӗтӗм тӗнчери фестивальсене хутшӑнас ӗмӗтпе пурӑнаҫҫӗ иккен.
Шупашкар хулин Калинин район администрацийӗ фестивале йӗркелекенсем Чӑвашра ҫамрӑк талантсене чи пысӑк шайра пулӑшнине пӗлсен тӗлӗннӗ тесе ӗнентерет.
Сӑнсем (3)
Республикӑри чи лайӑх вӗрентекенсене укҫа парса хавхалантарасси «Вӗренӳ» приоритетлӑ наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пулса пырать. Укҫа ҫӗнсе илессишӗн тупӑшса вӗрентекенсем хӑйсен тӗп тӗллевне – ачасене пӗлӳ тӗнчине илсе кӗрессине тата воспитани парассине – манаҫҫӗ текен шухӑш та пур-ха халӑхра. Ҫапах та хавхалантарни тата тӑрӑшуллӑрах ӗҫлеме хистессе шанас килет.
Кӑҫал 21 муниципалитетри 65 вӗрентекен укҫана илессишӗн конкурса хутшӑнвӗсенчен вуннӑшне укҫан премипе хавхалантарма йышӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫисем ҫаксем: Шупашкарти 5-мӗш гимназире вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен Надежда Горашова, Шупашкарти 10-мӗш шкулти пуҫламӑш классен учителӗ Надежда Григорьева, Елчӗкри вӑтам шкулти физикҫӑ Алексей Данилов, Куславккари 3-мӗш вӑтам шкулти чӑваш чӗлхипе литературин учителӗ Валентина Ефимова, Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейри биолог Надежда Захарова, Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназири вырӑс чӗлхипе литературин учителӗ Марина Картозия, Шупашкарти 4-мӗш лицейри химик Евгения Лаптева, Тӑвайӗнчи вӑтам шкулти географи тата экономика учителӗ Елена Павлова, Шупашкарти 2-мӗш лицейри биолог Лариса Тихонова, Улатӑр районӗнчи Кувакинӑри историпе экономика учителӗ Тамара Тренюшева.
Шупашкар хула администрацийӗн архитектурӑпа хула строительствин управленийӗ Гладков урамӗнче шкул хӑпартмалли проектпа смета документацине хатӗрлемешкӗн аукцион ирттерессине пӗлтернӗ.
Гладков урамӗнче вӑтам пӗлӳ паракан ҫӗнӗ шкул тума палӑртнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӗренӳ учрежденийӗнче 1,1 пин ача валли вырӑн пулӗ. Шкулта бассейн, 350 вырӑнлӑ акт залӗ, икӗ спортзал тӑвӗҫ.
Пӗтӗмпе 5,9 миллион тенкӗ тӑкакланӗ. Шкула 2015 ҫулта ҫӗклеме палӑртнӑ.
Ку конкурса патӑрьелсем ҫамрӑк специалистсен професси ӑсталӑхне, вӗсен ят-сумне ӳстерес тата вӗсене хавхалантарас тӗллевпе ирттернӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене районти Акатуйра, темӗн чухлӗ ҫын умӗнче чыслани хӑйех хисеп мар-и тата!
Сывлӑха сыхлас ӗҫре чи лайӑх ҫамрӑк специалист ятне Патӑрьелти тӗп пульницӑра анестезиолог-реаниматологра тӑрӑшакан Татьяна Острякова тивӗҫнӗ. «Патшалӑхӑн ҫамрӑксен политики енӗпе ӗҫлекен чи лайӑх активист–общественник» — райадминистрацин вӗренӳ, социаллӑ аталану, информаци тивӗҫтерӗвӗ тата архив енӗпе ӗҫлекен пайӗн ҫамрӑксен канашӗн пайташӗ Татьяна Илюткина.
«Вӗренӳ ӗҫӗнчи чи лайӑх ӗҫчен» — Патӑрьелти 1-мӗш шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Наталия Путякова. Юлашкинчен асӑннӑ номинацире 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑнсем те уйӑрнӑ. Вӗсене Шӑнкӑртамри шкулта ют чӗлхене ӑша хывтаракан Чулпан Ишмуратова тата Патӑрьелти 1-мӗш шкулти чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Ольга Каллина тивӗҫнӗ.
Правӑна сыхлакан органсенче вӑй хуракансенчен асӑннӑ районти муниципалитетсем хушшинчи уйрӑмри кадрсем енӗпе тӑрӑшакан Наталья Мишина инспектора ҫитекенни ҫук иккен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |