Элӗк районӗнче тӑван тӑрӑх историйӗпе тата культурипе кӑсӑклантарас, чӑваш поэзине пуҫарса янӑ Ҫеҫпӗл Мишши ятне сарас тӗллевпе «Чӗрӗлӳ ҫеҫкисем» республикӑри конкурсӑн районти тапхӑрӗ иртнӗ.
Ӑмӑртӑва Ҫеҫпӗл ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалланӑ. Унта шкулта вӗренекенсем хастар хутшӑннӑ. Чи лайӑх ӗҫсен шутне Шуркасси Юнтапари вӑтам шкулта 8-мӗш класра вӗренекен Анжелика Иванова тата унта 7-мӗш класра ӑс пухакан Екатерина Степанова, Тенири тӗп шкулти 8-мӗш класа ҫӳрекен Юлия Капитоновапа Анжела Игнатьева ӗҫӗсене чи лайӑххисем тесе йышӑннӑ. Вӗсем район чысне республикӑра хӳтӗлӗҫ.
Юпан 7-мӗшӗнче (ытларикун), Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче чӑваш чӗлхин пуласлӑхӗшӗн пӑшӑрханакансем пухӑнӗҫ. Тӗп ыйту: Федераци шайӗнчи вӗренӳ стандартне (ФГОС) пурнӑҫа кӗртнӗ май чӑваш чӗлхине вӗрентессине епле сыхласа хӑварасси пирки.
Ҫитес ҫултан ФГОС текен япалапа 5-мӗш класра вӗрентме тытӑнмалла, кӑҫал ҫак «тискер» (чӑннипе тискерлӗхӗ ҫук пулӗ-ха, анчах чӑваш чӗлхишӗн тискертен те тискер кайӑк евӗрех пырса килет вӑл) программа 4-мӗш классчен кӑна ҫитнӗ-ха. Ҫавӑнпа та ҫав программӑпа вӗрентме хатӗрленес тесе кӑҫал республикӑри 4 районта (сӑмахран, Элӗк районӗнче) тата темиҫе вырӑс шкулӗнче (тӗслӗх пек Красноармейскинчи шкулсене илес пулать) эксперимент шайӗнче тенӗ пек ялсенче чӑваш чӗлхине вырӑс шкулӗн программипе вӗрентсе, вырӑс шкулӗнче вара чӑваш чӗлхин сехечӗсене пӗтерсе пӑхаҫҫӗ.
Енчен те Тутарстанра тата Пушкӑртстанра ФГОС программине пурнӑҫлас тесе тӑван чӗлхе урокӗсене чакарас вырӑнне урӑх майсем тупаҫҫӗ пулсан пирӗн республикӑн вӗренӳ министерстви тӑван халӑха сӑтӑр туса чӑваш чӗлхин урокӗсене пӗтереҫҫӗ, пӗлӳ парас шая чакараҫҫӗ, тӑван ен культурин сехечӗсене пӗтереҫҫӗ.
Авӑнӑн 30-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи литературӑпа таврапӗлӳ музейӗнче картинӑсен «Пурнӑҫ малалла тӑсӑлать» куравӗ уҫӑлнӑ. Авторӗ — Вӑрнар районӗнчи Ершепуҫ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Юрий Бурмистров.
Мероприятие Тавӑт шкулӗн вӗренекенӗсем, Элӗк районӗнчи культӗҫченсем хутшӑннӑ. Уява район администрацийӗн культура секторӗн заведующийӗ Людмила Семенова тата районти музей директорӗ Светлана Железнова уҫнӑ. Курав авторӗ те тухса калаҫнӑ. Вӑл ӳкерме ачаранпах юратать-мӗн, ҫутҫанталӑка сӑнать.
Юрий Бурмистров ӳнер куравӗсене хутшӑнать, 2010 ҫулта Элӗкри литературӑпа таврапӗлӳ музейӗнче хӑйӗн куравне йӗркеленӗ. Вӑл чылай жанрпа ӗҫлет: пейзаж, натюрморт, портрет.
Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗче Вӑрнар районӗнчи Ярмушка ял тӑрӑхӗнче ватӑ ҫынсен кунне чыслӑн паллӑ тунӑ. Ирхине 11 сехетре Кушар Юнтапа ялӗнчи культура ҫуртӗнче, 13 сехетре Ярмушкари вӑтам шкулти акт залӗнче ватӑсем валли концерт лартнӑ.
Вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Петров, Вӑрнар район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Николай Петров, халӑха социаллӑ пулӑшу паракан районти пай пуҫлӑхӗ Ирина Смолина, ветерансен канашӗн ертӲҫи Геннадий Сорокин пуҫтарӑннисене уявпа саламланӑ.
Виҫӗ Юнтапа ялӗнчи ватӑсене «Хаваслӑ культӗҫченсем» илемлӗ юрӑ-ташӑпа саламланӑ, вӗри шӳрпепе хӑналанӑ хыҫҫӑн ватӑсене чысласси Ярмушка ялне куҫнӑ. Уява вырӑнти вӑтам шкул ачисем юрӑпа малалла тӑснӑ. Вӑйӑ картине тӑрса «Ҫӗрӗ камра» вӑййа вылянӑ. «Хаваслӑ культӗҫченсем», «Утмӑлтурат» ушкӑнне ҫӳрекенсем юрӑсем шӑрантарнӑ.
Техӗмлӗ шӳрпе ҫисе хӑналаннӑ хыҫҫӑн ветерансем хӑйсем те юрра-ташша хутшӑннӑ. Халӑха пӗрле пухса савӑнтарнӑшӑн тав сӑмахӗ каланӑ.
Сӑнсем (31)
Улӑп тӑпри Ҫӗнӗ Шупашкарта та пур. Вал «Антей» лавккана хирӗҫ вырнаҫнӑ иккен. Унашкал асамлӑ вырӑн пуррине пӗлсен Ҫӗнӗ Шупашкарти 3-мӗш шкул ачисем вӗрентекенӗпе пӗрле унта ҫитсе курас тенӗ. «3 г» класра пӗлӳ пухакансем чӑн та вӑй-хӑват илсе таврӑнчӗҫ — ку вӗсене вӗренӳре пулӑшатех тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Халапсене ӗненес пулсан Улӑпсем пысӑк ҫынсем пулнӑ. Улӑп тӑприсем вара вӗсем хӑйсен ҫӑпатинчи тӑпрана силлесен пулса тӑнӑ. Асаилтеретпӗр, Ҫӗнӗ Шупашкар хули чӑваш ялӗсем вырӑнӗнче ӳссе ларнӑ. Ку Улӑп тӑпри вара ӗлӗкхи асамлӑ вырӑнсенчен пӗри.
Йӑлӑмра авӑн уйӑхӗн 26–28-мӗшӗсенче шкул ачисен республикӑри турист слечӗ иртнӗ. Унӑн кӑтартӑвӗсене IV Туриадӑра тата шкул ачисен XVII спартакиадинче шута илмелле.
Район чысне слетра Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси шкулӗнчи «Ҫамрӑк турист» вӗренӳ пӗрлешӗвӗн ушкӑнӗ хӳтӗленӗ. Йыша асӑннӑ шкулти В.П. Елизаров вӗрентекен ертсе пырать.
Ҫӗнтерӳшӗн тупӑшу виӗҫ куна пынӑ. Унта республикӑри ял-хуласенчи 15 ушкӑн хутшӑннӑ. Чӑрӑшкасси ачисем пӗтӗмӗшле команда зачетӗнче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне вӗсем «Тӗрӗслевпе туризм маршручӗ», «Тӑваткал», «Туризм», «Йышпа паллаштарни», «Конкурс программи» ӑмӑртусенче мала тухнӑ.
Йышри ачасенчен Ирина Мазеева, Александра Николаева, Эмилия Матвеева, Артем Афанасьев, Владислав Федотов, Никита Карпов, Илья Сумков уйрӑмах палӑрнӑ.
Паянтан Шупашкарта ӑшӑ панӑ. Ӑшӑтмалли тапхӑр паянтан пуҫланасси пирки тӗп хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков йышӑну кӑларнӑ.
Кашни хваттере ӑшӑ ҫитиччен ыйтусем яланхиллех сиксе тухӗҫ-тӗр-ха. Сывлӑша лайӑх кӑларса яманни тата ытти ҫавӑн йышши ыйтупа кашни ҫулах асапланнисем пулкалаҫҫӗ.
Ӑшӑ чи малтан пульницӑсене, ача-пӑча, шкул ҫул ҫитменнисен тата вӗренӳ учрежденийӗсене ҫитӗ. Кайран ӑна ҫурт-йӗрпе общество организацийӗсенче парӗҫ.
Шупашкарӑн ытларах пайне ӑшӑпа «Коммуналлӑ технологи» тулли мар яваплӑ общество тата «ТГК-5», «Марий Эл и Чувашия» текен интереслӗ ятлӑ обществӑн филиалӗ тивӗҫтерсе тӑрӗҫ.
Нумаях пулмасть халӑхра воспитательсен шалӑвӗ пӗчӗкленни пирки сас-хура тухнӑччӗ. Воспитательсем пӑшӑрханса ӳкнӗ, ҫавна май влаҫа ку лару-тӑрӑва ӑлантарма ыйтнӑ.
ЧР Вӗренӳ министерстви ҫак ӗҫре тӑрӑшакансен шалӑвӗн мониторингне тунӑ. Кӑҫалхи ҫур ҫулти кӑтарту 21213 тенкӗпе танлашнӑ-мӗн. Вӗрентекенсен вара вӑтамран 22083 тенкӗ илнӗ.
Малашне воспитательсене мӗн кӗтӗ-ха? РФ Президенчӗн Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, воспитательсен ӗҫ укҫине вӗрентекенсен шалӑвӗ чухлӗ ҫитермелле. Вӗсен вара ӗҫ укҫи регионти вӑтам шалупа танлашмалла.
Чӑваш Енре вӑтам ӗҫ укҫи 21450 тенкӗпе танлашнӑ. ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ача пахчинче ӗҫлекенсен те шалӑвӗ ҫакнашкал пулӗ.
Канашри 3-мӗш шкулта ачасем апатланмӑшра ӗлӗкхи пек черетре тӑмаҫҫӗ, ашшӗ-амӑшӗ парса янӑ укҫана кӗсьерен кӑлармаҫҫӗ. Вӗренекенсем апатшӑн укҫа тӳлемеҫҫӗ — терминала пуҫ пӳрнипе перӗнеҫҫӗ ҫеҫ.
Кунашкал идентификаци тытӑмӗпе республикӑри виҫӗ шкул усӑ курать. Кашни ачан апатланмашкӑн хӑйӗн счечӗ пур. Унта мӗн чухлӗ укҫа юлни ашшӗ-амӑшӗн телефонӗ ҫине кунсерен килет. Укҫа счет ҫинчен пуҫ пӳрнипе перӗнсен илӗнет. Апат ҫиес тесен ачан терминал патне кӑна пымалла.
Ыттисем ачан счечӗпе усӑ кураймаҫҫӗ, мӗншӗн тесен пӳрнен йӗрӗсем шкулӑн даннӑйсен базинче упранаҫҫӗ. Терминал панӑ чекпа ача апат валеҫекен ҫӗре пырать.
Елена Алексеева вӗренекен каланӑ тӑрӑх, вӗсене терминал урлӑ вӑл е ку апата суйлама питӗ килӗшет. Ку интереслӗ-мӗн. Укҫана вара ҫумра йӑтса ҫӳремелле мар.
Красноармейскинче пуҫламӑш классенче чӑваш чӗлхи вӗрентме пӑрахаҫҫӗ иккен. Ку хыпара илтсен тӗлӗнсе хытса кайма пулать. Суя пуль ку тетӗн. Чӑваш районӗнче чӑвашла вӗрентме чараҫҫӗ те... Ҫук иккен, чӑнах.
Вӗренӳ пайӗнчи канашлу хыҫҫӑн шкул директорӗсем васкасах вӗренӳ программисене улӑштарма васканӑ: вырӑс шкулӗн пуҫламӑш класӗсенче чӑваш чӗлхин пӗр сехетне те хӑварман, чӑваш шкулӗн 5-мӗш класӗнче чӗлхе урокӗсен шутне чакарнӑ. Расписание улӑштарса ҫакма та ӗлкӗрнӗ. Мӗн ку? Мускав хушать-и е хамӑр «ӑсран тайӑлатпӑр»? Е хамӑр хамӑра пӗтеретпӗр? Вӗрентӳ министерстви ирӗк парать пулсан, ку тата та тӗлӗнмелле... Чӑваш халӑхне хирӗҫ тунӑ тӑшман сӑтӑрӗ (диверсийӗ) вырӑнне хума пулать кӑна...
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |