Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Республикӑра: «Ҫӗнтерӳ ҫырӑвӗ» акци иртет

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 07.04.2015 22:00 | 1151 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Акан 27-мӗшӗнчен пуҫласа "Ҫӗнтерӳ ҫырӑвӗ" акци иртӗ. Ҫав кун тӗп хуламӑрти аслӑ тата вӑтам пӗлӳ паракан вӗренӳ заведенийӗсенче Ҫӗнтерӳ сехетне йӗркелеҫҫӗ, волонтерсен корпусӗн хастарӗсем студентсене вӑрҫӑ тематикиллӗ тата Ҫӗнтерӗвӗн сумлӑ юбилейне халалланӑ хӑтлавсемпе паллаштарӗҫ.

Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫапӑҫнӑ аслӑ ӑрури тӑванӗсем патне ҫамрӑксем «Ҫӗнтерӳ ҫырӑвӗ» ҫырӗҫ. Виҫкӗтеслӗ ҫырусенче вӗсем хӑйсем тӑван кӗтесӗшӗн, республикӑшӑн, ҫӗршывшӑн тата Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн сумне упраса хӑварассипе мӗн тунипе паллаштарӗҫ.

Ҫырӑва А4 форматлӑ хут ҫине ҫырмалла, ят-хушамата, ӑҫта вӗреннине е ӗҫленине палӑртмалла, ӑна кам ячӗпе шӑрҫаланине кӑтартмалла. Ҫырусене нимеҫӗсем (волонтерсем) пухӗҫ, тишкерме-пӗтӗмлетме федерацири нимеҫӗсен штабне ҫитерӗҫ.

#Ҫӗнтерӳ кунӗ, #ҫырусем, #шкулсем

 

Комментари:

Victor // 1134.8.6920
2015.04.08 09:44
Victor
Ҫак ҫӗнтерӳ-мӗнтерӳ пропогандӑ мӑшкӑлӗ хӑҫан вӗҫленӗ-ши?
петр // 5059.3.5746
2015.04.08 18:19
Ҫӗнтерӳ вӑл Ҫӗнтерӗвех-ха вӑл. Урамра, транспортсенче чӑвашла - Ҫӗнтерӳ 70 ҫул- тесе ниҫтата ҫырман. Хыт кукарсем. Чӑвашсем фашистсемпе ҫапӑҫманта пек.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем