Патӑрьел районӗнчи Туҫири вӑтам шкул умне юр кӳлепесем илемлетеҫҫӗ. Вӗсен ӗмӗрӗ вӑрӑмах мар та ӗнтӗ, ҫапах та тумла юхма тытӑниччен киленмелӗх вӑхӑт пур-ха.
«Хӗллехи скульптурӑсем» смотр-конкурс йӗркелес шухӑша ачасене ӳкерме вӗрентекен тата технологи урокӗсене ертсе пыракан Вячеслав Свинцов тытнӑ. Шухӑшланӑ — тунӑ. Ӑстасен хӑйне евӗр ӑмӑртӑвне мӗнпур класса хутшӑнтарас тенӗ.
Смотр-конкурс тӗллевне вара Вячеслав Свинцов ачасенче илемлӗх туйӑмне аталантарассипе, шухӑшлава ӗҫлеттерессипе, пӗрле ӗҫлеме хӑнӑхтарассипе, чӑтӑмлӑхпа ҫине тӑраслӑха туптама вӗрентессипе ҫыхӑнтарать. Чӑн та, темиҫе эрне тӑрӑшнӑ хыҫҫӑн кӑа юмахри паттӑрсем пулса тӑраҫҫӗ. Хӑш сӑнара тӑвассине ачасем хӑйсем палӑртаҫҫӗ.
Юр кӳлепесем ӑнса пулччӑр тесен Вячеслав Германович юра вырттармаллине пӗлтерет. Кайран кирлӗ пек касса кӑлармалла та шывпа пӗрӗхмелле, ҫапса хытармалла иккен. Кӳлепене гуашьпе сӑрласа капӑрлатмалла.
Сӑнсем (6)
Республика шайӗнче иртекен ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӗҫӗсен конкурсне Шупашкар районӗнчи шкулсенче вӗренекенсем те хастар хутшӑнаҫҫӗ. Тренкассинчи вӑтам шкула илсен кӑна хастар миҫе ҫынна палӑртма пулать!
Н.В. Столярова, М.В. Стратонова, И.А. Фомина, В.И. Иванова, Е.Н. Максимова, Т.А. Никонорова, Е.А. Матвеева педагогсен вӗренекенӗсем район шайӗнче ӑнӑҫлӑ тухса калаҫаҫҫӗ кӑна мар, республикӑна ҫитме те тивӗҫеҫҫӗ. Л.В. Лаврентьева ертсе пынипе хатӗрленӗ ӗҫе кӑҫал та шкулти комисси членӗсем пысӑка хурса хакланӑ. Акӑлчан тата чӑваш халӑхӗсен каларӑшӗсене танлаштарса, ҫав каларӑшсем урлӑ халӑхӑн пӗтӗмӗшле кӑмӑл-туйӑмне кӑтартни пуриншӗн те интереслӗ пуласса шанаҫҫӗ.
Апла пулсан, ӑнӑҫу сунасси кӑна юлать.
Вунӑ ҫула пынӑ Афган вӑрҫи: 1979 ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа 1989 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗччен — 2238 кун. Елчӗк районӗнче кун ҫути курнӑ 300 ытла ҫамрӑкӑн Афганистан сӑрт-тӑвӗн чулӗсене хӑйсен юнӗпе хӗретме тивнӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ — А. Патшин, Ю. Григорьев, Ю. Борисов — тӑван ҫӗршыва каялла таврӑнайманни пирки пӗлтернӗччӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Кӗҫӗн Таяпари пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулти 9-мӗш класс вӗренекенӗсемпе шкулти таврапӗлӳ музей ертӳҫи Алевтина Иванова «Афган паттӑрӗсене эпир манмастпӑр» калаҫу ирттернӗ. Кӗҫӗн Таяпаран ҫак вӑрҫа вуннӑн хутшӑннӑ: В. Головин, О. Алексеев, Ю. Романов, О. Леонтьев, Ю. Егоров, Н. Некрасов, В. Викторов, В. Симаков, В. Садовников, В. Сергеев. Вӗсенчен иккӗшӗ пирӗнтен вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ. Хамӑр хушӑрах ҫӳрекен паттӑрсен аса илӗвӗсемпе паллашнӑ, салтакра ӳкерттернӗ сӑнӗсене пӑхнӑ.
Музейра Афган паттӑрӗсене халалланӑ кӗтес те пур. Афган паттӑрӗсем ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесене вулама сӗннӗ.
«Про Город» редакцинчен пӗр хӗрарӑм пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Шупашкарти пӗр шкулта ачасем вӗрентекенрен кулаҫҫӗ. Видео ӳкерсе халӑх тетелне кӑларса хураҫҫӗ-мӗн.
Шкултан чылай учитель кайнӑ-мӗн. Унта ӗҫлеме хӑрушӑ иккен. Ертӳлӗх вара кун тӗлӗшпе нимӗнле йышӑну та тумасть.
Клавдия Мусина (ячӗпе хушаматне улӑштарнӑ) каланӑ тӑрӑх, ачасен хӑтланӑвӗсем сывлӑхшӑн хӑрушӑ. Каҫхи шкулта вӗренекенсенчен чылайӑшӗ анӑҫсӑр ҫемьесенчен-мӗн. Ачасем урокра аслине киревсӗр сӑмахсемпе кӳрентереҫҫӗ, пуканпа та пеме пултараҫҫӗ. Хӑш чухне полицие те чӗнме тивет иккен.
Ачасем урока газ баллонӗпе, электрошокерпа, травматика пӑшалӗпе килеҫҫӗ. Аслисем каланине итлемеҫҫӗ. Пӗррехинче пӗри шкулта пӑрӑҫ баллонне сирпӗтнӗ-мӗн.
Ку шкулта ӗҫлекен вӗренекенсем ҫӑхав ҫыраҫҫӗ. Унта вӗренекен пӗр ача каланӑ тӑрӑх, вӗсем йӑлтах видео ӳкереҫҫӗ. Педагогсем вӗсене кӳрентереҫҫӗ, пурӑпа переҫҫӗ, телефонсене туртса илеҫҫӗ-мӗн. Видео ӳкерсен вӗсем ӑна юлташӗсемпе сӳтсе яваҫҫӗ иккен.
Нарӑсан 10–11-мӗшӗсенче Красноармейски районӗнчи Еншик Чуллӑ шкулӗнче Литература тата К.Иванов ҫулталӑкӗсене халалласа чӑваш чӗлхипе литературин конкурс фестивалӗ иртнӗ. Ӑна пӗр-пӗрин опычӗпе паллашас, педагогикӑри ҫӗнӗ технологисене сарас тӗллевпе ирттернӗ.
Фестивале районти 12 вӗрентекен хутшӑннӑ. Пӗрремӗш кунне фестивале тата республикӑри Константин Иванов ҫулталӑкне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта шкулта вӗренекен ачасем те хутшӑннӑ.
Вӗрентекенсем фестивале тӗплӗн хатӗрленнӗ, кӑсӑклӑ уҫӑ уроксем ирттернӗ. Жюри вӗсен ӗҫӗсене хакланӑ.
Конкурс фестивальте ҫӗнтерӳҫӗ ятне Мӑн Шетмӗри шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Светлана Назарова тивӗҫнӗ. Красноармейски шкулӗн вӗрентекенӗ Виталий Михайлов тата Именкассинчи Галина Терентьева призерсем пулса тӑнӑ.
Сӑнсем (8)
Пултаруллӑ, чӗлхепе кӑсӑкланакан ачасене пулӑшас, вӗсен пӗлӳ шайне тӗрӗслес тӗллевпе нарӑсан 11-мӗшӗнче ЧР Вӗренӳ институтӗнче чӑваш чӗлхипе тата литературипе регион шайӗнчи олимпиада иртнӗ. Унта Элӗк районӗнчи ачасем те хастар хутшӑннӑ.
Олипиадӑра район чысне районти тапхӑр ҫӗнтерӳҫи, Юнтапари шкулта вӗренекен Марина Дуткина, Тавӑт шкулӗнче ӑс пухакан Анастасия Куликова хутшӑннӑ.
Олипиадӑра 10 ыйтӑва хуравламалла пулнӑ. Вӗсенчен 5-шӗ — чӑваш чӗлхипе, 5-шӗ — литературӑпа. Ыйтусем ачасен тавракурӑмне тӗрӗслеме май панӑ.
Жюри ӗҫсене тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ. Марина Дуткина чӑваш чӗлхипе тата литературипе пысӑк балсем пухнӑ. Вӑл 50 балран 40-шне пухнӑ, абсолютлӑ ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.
Юнтапа шкулӗнчи Зоя Леонтьева ҫулсерен олипиадӑна ачасене хатӗрлет. Унӑн вӗренекенӗсем икӗ хут ҫӗнтернӗ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче кӑҫалхипе вуннӑмӗш хут Совет ҫарӗсене Афганистанран илсе тухнӑ кун умӗн Афганистан тата Чечня вӑрҫисенче пуҫне хунӑ Чутай паттӑрсене Юрий Макарова, Валерьян Быкова, Геннадий Иванова тата Сергей Эзенкина асӑнса патриотика юррисен фестивалӗ ирттерчӗҫ. Кӑҫалхи фестиваль «Пусть живые запомнят и пусть поколения знают» (чӑв. Чӗррисем асра хӑварччӑр та ӑрусем пӗлччӗр) девизпа пулчӗ.
Фестивале ирттерме районти вӗрентӳпе культура пайӗ, Афган вӑрҫин инваличӗсен районти пӗрлӗхӗ, «Афганистан ветеранӗсен Раҫҫейри союзӗ» организацин районти пӗрлӗхӗ пулӑшнӑ.
Фестивальте 20 ҫамрӑк юрӑҫ икӗ тур витӗр тухнӑ: вӑрҫӑ темипе ҫырнӑ юрӑ шӑрантарасси, унтан — юрӑҫ килӗштернӗ юрӑ юрласси. Юрӑҫсен ӑсталӑхне виҫӗ ушкӑн тӑрӑх хакланӑ: кӗҫӗн ушкӑнра 8–12 ҫулхисем, вӑтам ушкӑнра 13–15 ҫулхисем тата аслӑ ушкӑнра 16–22 ҫулхисем пулчӗҫ.
Кӗҫӗн ҫулхисем хушшинче ҫаксем ҫӗнтерчӗҫ (виҫҫӗшӗ те Хӗрлӗ Чутайран):
1 вырӑнта — Екатерина Тверскова,
2 вырӑнта — Мария Аливанкина,
3 вырӑнта — Кира Булаткина.
Вӑтам ҫулхисем хушшинче:
1 вырӑнта — Анна Сармандейкина (Хӗрлӗ Чутай)
2 вырӑнта — Татьяна Мурайкина (Хӗрлӗ Чутай)
3 вырӑнта — Татьяна Ефремова (Штанаш)
Аслӑ ушкӑнрисем хушшинче:
1 вырӑнта — Инна Крыцова (Хӗрлӗ Чутай)
2 вырӑн — Диана Майорова (Штанаш)
3 вырӑн — Наталья Соловьева (Штанаш ял тӑрӑхӗн хӗрӗ Ҫӗнӗ Атикассинчи 11 класра вӗренет)
Хутшӑннисене те, мала тухнисене те Хисеп хучӗсемпе парнесем парса чысларӗҫ.
«Республикǎри вӗренӳ системине ҫӗнетессинче ачасен апатланǎвӗ те пысǎк пӗлтерӗшлӗ. Хальхи вǎхǎтри технологипе, оборудованипе усǎ курса ӗҫлени ачасене паха апатпа тивӗҫтерме май парать», — ҫакӑн пек шухӑшлать «Канаш ен» хаҫат.
Хыпарӗ вара — Канаш районӗнчи Шелттем тӗп шкулӗнче юсаса ҫӗнетнӗ столовӑй уҫни пирки. Ҫак ятпа йӗркеленӗ линейка та ирттернӗ иккен. Шкул директорӗ Сергей Ерицов ҫав енӗпе «пысǎк ӗҫ тунӑ ҫынсене» тав тунӑ. Пӗр уйǎхра, уявпа кану кунӗсене пǎхмасǎр строительство ӗҫӗсене ирттернӗ-мӗн.
— Малашлǎх плансем пысǎк пирӗн. Пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн ӗҫлесе шкула ҫӗнетсе, хитрелетсе пыма шутлатпǎр, — палǎртнӑ хǎй ӗмӗтне С. Ерицов директор.
Линейкǎра тухса калаҫакансем, районти вӗрентӳ управленийӗн пуҫлǎхӗ Юрий Алексеев, ял тǎрǎхӗн пуҫлǎхӗ Владимир Николаев, вырǎнти библиотека заведующийӗ Таисия Иванова, Николай Николаев усламҫа спонсор пулǎшǎвӗ кӳнӗшӗн чун-чӗререн тав тунӑ. Ачасене унран тӗслӗх илме суннӑ.
Хӗрлӗ хǎю касса столовǎй уҫнǎ хыҫҫǎн хǎнасене тутлǎ апат-ҫимӗҫпе сǎйланӑ.
Нарӑсӑн 8-мӗшӗнче Патӑрьел район хаҫачӗ «Авангард» 84 ҫул тултарнӑ. Унччен вара «2014 ҫул ҫынни» конкурса пӗтӗмлетнӗ.
Кӑҫалхи конкурса тӗрлӗ отрасльте тӑрӑшакан вунӑ хастар хутшӑннӑ. Конкурсантсем хушшинче культура ӗҫченӗ те, тухтӑр та, шкул директорӗ те, суту-илỹ филиалӗн директорӗпе ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ тата ытти те пулнӑ. «Хаҫат вулакансем те ҫак конкурса кӗтнӗ курӑнать, редакцине шӑнкӑравларӗҫ те, ҫырчӗҫ те», — пӗлтереҫҫӗ хаҫатҫӑсем.
Чи нумай сасӑ пуҫтараканни «Ҫулталӑк ҫынни — 2014» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. Хальхинче ҫак чыса Патӑрьелӗнчи пӗрремӗш вӑтам шкул ертỹҫи Н. Андреева ҫӗнсе илнӗ. Наталия Борисовна шкул директорӗн ӗҫӗпе пултарулӑхне 1910 ҫын хак панӑ. Иккӗмӗш вырӑна Ф. Уфуков, виҫҫӗмӗшне В. Фролов тухнӑ.
Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑм ялӗнче кӑҫалхипе вуннӑмӗш хут Чечен Республикинче пуҫне хунӑ Иванов Анатолий Геннадьевича асӑнса йӗлтӗрпе чупассипе ӑмӑртусем иртнӗ. Унта пурӗ 120 спортсмен хутшӑнчӗ.
Малтанах спортсменсем Кӑкшӑм шкулӗн спортзалне линейкӑна йӗркеленсе тӑнӑ. Пухӑннисем умӗнче Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗн ертӳҫи Константин Михайлов, Кӑкшӑм шкул директорӗ А.М.Иванов, Етӗрнери афган вӑрҫин ветеранӗсен обществин представителӗ Н.И.Кириллов, Етӗрнери социаллӑ пайӗн специалист-эксперчӗ И.А. Семенов тата ыттисем Иванов ячӗпе иртекен ӑмӑртура пурне те Анатолий пек хастар пулма, ҫирӗплӗх, ӑнӑҫусем сунчӗҫ.
Унтан пурте Раҫҫей гимнӗ янӑранӑ хыҫҫӑн паттӑр салтака асӑнса пӗр минут шӑп тӑчӗҫ.
Калиса Михайловна, Анатолин амӑшӗ, пухӑннисене хӑйӗн ывӑлне манса кайманшӑн куҫҫуль витӗр тав турӗ, ӑмӑрту йӗркелекенсене асӑнмалӑх парнесем пачӗ. Е.В. Лобастова ертсе пыракан Кӑкшӑм шкулӗнчи ташӑ ушкӑнӗ хӑнасене ташӑпа саламларӗ.
Чи кӗҫӗннисем — пӗрремӗш класра вӗренекен Алеша Ивановпа Маша Жандарова.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |