Ҫурлан 21-мӗшӗнче Геннадий Айхи поэт 81 ҫул тултаратчӗ. Пурӑннӑ пулсан. Ҫав кун ячӗпе авангардист-сӑвӑҫӑн тӑван тӑрӑхне, вӑл ҫуралнӑ Патӑрьел районӗнчи Ҫӗньял ялне, Швейцаринчен килсе ҫитнӗ. Вӗсенчен пӗри — Жиль Зильбершнатейн поэт-тӗпчевҫӗ, тепри — Фани Моссьер поэт-куҫаруҫӑ.
Ют ҫӗртен килнӗ хӑнасене вырӑнти шкулти чӑваш чӗлхи вӗрентекен Мария Мадюкова тата Валентина Нестерова библиотекарь кӗтсе илнӗ. Поэтсем Айхи вӗреннӗ шкулта пулнӑ. Сӑмах май, вӗренӳ учрежденийӗ халӗ Геннадий Айхи ячӗпе хисепленет. Хӑнасем Айхие ячӗпе 2008 ҫулта уҫнӑ музейра пулнӑ. Музее вӗсем асӑнмалӑх кӗнеке парнеленӗ. Кайран этнографи музейне кӗрсе тухнӑ.
Швеци хӑнисем Патӑрьел ҫӗрӗпе кӑмӑллӑ юлнӑ. Нарӑс уйӑхӗнче вӗсем «Айхи вулавне» килме шантарнӑ. Геннадий Айхи поэзине кӑмӑллакан поэтсем сӑвӑҫӑн вилтӑпри ҫине ҫитсе килнӗ. Унта чечек хунӑ.
Сӑнсем (12)
Ҫӗнӗ Шупашкар прокуратури вӗренӳ тытӑмӗнче йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. Ҫул ҫитмен ача хулари пӗр шкулта вӗреннӗ. Анчах вӑл шкула ҫӳреме пӑрахнине пӗлӳ ҫурчӗн администрацийӗ ниҫта та пӗлтермен.
Ача ҫав шкулта пуҫламӑш классенчен вӗренсе тухнӑ. Шкул администрацийӗ ача асламӑшӗпе пурӑннине, унӑн ашшӗ-амӑшӗ тепӗр хулара ӗҫленине пӗлнӗ.
Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, 2013 ҫулта ашшӗ-амӑшӗ ывӑлне тата унӑн докуменчӗсене шкултан тепӗр хулана илсе кайнӑ. Анчах 2 ҫул вӗсем ачине шкула вырнаҫтарман. Асламӑшӗ саккунлӑ представитель те мар. Ача вара унпа пурӑннӑ, шкула ҫӳремен. Шкул администрацийӗ ҫакна пӗлсе кун пирки опекӑпа попечительлӗх органне пӗлтермен.
Ҫӗнӗ Шупашкар прокуратури шкул директорӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ, йӑнӑша тӳрлетме ыйтнӑ.
Шупашкарти 38-мӗш вӑтам шкула Раҫҫейӗн Геройӗн Леонид Константиновӑн ятне панӑ.
Леонид Константинович Йӗпреҫ районӗнчи Липовка ялӗнче 1961 ҫулта ҫуралнӑ, 2001 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Ингушетинче вилнӗ. Ӑна Шупашкарта пытарнӑ. Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗ, подполковник ятне илнӗ, 1-мӗш класлӑ ҫар летчикӗ. Сызраньти летчиксен ҫарпа авиацин аслӑ училищине 1982 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ. Раҫҫейӗн погранслужбин Ҫурҫӗр Кавказ регион управленийӗнче уйрӑм авиаполк эскадрильин командирӗ пулнӑ. Афганистанри ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ, Ҫурҫӗр Кавказри контртеррористла операцие. 2001 ҫулта вӑл тытса пыракан РФ Патшалӑх Думин депутачӗсемлӗ вертолета боевиксем персе лектернӗ. Юн юхтараканскер хӑрушсӑр вырӑна илсе тухса экипаж пайташӗсене тата пассажирсене ҫӑлса хӑварнӑ. Хоспитале илсе кайнӑ чух сурана пула вилнӗ.
Чӑваш Енри вӗренӳ учрежденийӗсенчен 62,5 проценчӗ ачасене ҫӗнӗ 2015–2016-мӗш вӗренӳ ҫулӗнче йышӑнма хатӗр. Тӗрлӗ шайри тӳре-шараран, тем йышши тытӑмри инспекторсенчен тӑракан йыш пӗтӗмпе 931 вӗренӳ учрежденине тӗрӗслемелле. Хальлӗхе 582 вӗренӳ учрежденине йышӑннӑ, ҫав шутран 324-шӗ — шкулсем. Тепӗр майлӑ каласан, шкулсен 69,8 проценчӗ ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗрленсе ҫитнӗ.
Ача пахчисенчен 217-шӗ хальлӗхе алӑка яри уҫма хатӗр. Процентпа илсен ку цифра 54,4-па танлашать. Ачасене хушма пӗлӳ паракан организацисенчен 23-шӗ (76,7 проценчӗ) хатӗрленсе ҫитнӗ.
Вӗренӳ учрежденийӗсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ валли ҫурлан 15-мӗшӗ тӗлне йышӑнса пӗтермелле. Апла пулсан унччен вӗренӳ учрежденийӗсенче кӑлтӑк юлмалла мар.
Ӗнерхи кун, ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗ, Йӗпреҫ районӗнчи Энтриел ялӗнче пысӑк савӑнӑҫпа ҫырӑнса юлнӑ. Ялта юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн ачасем валли шкул умӗнхи ушкӑн уҫӑлнӑ.
Кӑҫал ачасем ҫӳрекен пӳлӗмсене тӗпрен юсанӑ. Халӗ унта 25 ача ҫӳреме пултарать. Энтриелсен савӑнӑҫне республика пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев та пайланӑ. Вӑл та савӑнӑҫлӑ мероприятие хутшӑннӑ.
Михаил Васильевич халӗ ачасене тӗрлӗ енчен аталантармашкӑн пур услови те пуррине палӑртнӑ. Шкул директорӗ Андрей Треньков каланӑ тӑрӑх, шкул кивӗ пулнӑ, вӑл авариллӗ лару-тӑрурах шутланнӑ. Хысна укҫине перекетлес тӗллевпе унта шкул умӗнхи ушкӑна уҫма шутланӑ. Ашшӗ-амӑшӗ, паллах, савӑннӑ. Энтриел ялӗнчи шкула тӑватӑ ялтан вӗренме ҫӳреҫҫӗ.
Шупашкарта шкулсем ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хӗрсе кайсах хатӗрленеҫҫӗ. Ҫурла уйӑхӗн 3–6-мӗшӗсенче 64 вӗренӳ заведенине тӗрӗслӗҫ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет.
2015–2016 ҫулсенче шкулсенче 50 пине яхӑн ача вӗренӗ. Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 3 пин ытла ача нумайрах. 16 шкулта 2 сменӑпа вӗренӗҫ.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗрленмешкӗн, шкул ҫывӑхӗнчи территорие хӑтлӑлатмашкӑн, ҫурта юсамашкӑн 88 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Вӗсенчен 67-шӗ — хула хыснинчен, 21 миллион тенки — республика хыснинчен.
Халӗ хулара шкулсене тӗрӗслекен виҫӗ комисси ӗҫлет. Шупашкар хула администрацийӗ, ШӖМӗн Шупашкарти управленийӗ, МЧС, Роспотребнадзор, Пушар надзорӗ, Ростехнадзор та шкулсене тухса тӗрӗслет. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ку ӗҫе ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗччен вӗҫлӗҫ.
Тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлев халалне Раҫҫейӗпех вӗрентӗҫ. Чӑваш Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчине Леонид Волкова кун пирки «Основы духовно-нравственной культуры народов России» (чӑв. Раҫҫей халӑхӗсен ӑс-хакӑл культурин никӗсӗ) вӗрентӳпе методика пуххин авторӗ Георгий Гогиберидзене пӗлтернӗ.
Халал хальлӗхе кӗнекене кӗмен-ха. Анчах Геннадий Волков Иван Яковлев пирки нумай калаҫса ларнӑ хыҫҫӑн кӗнеке авторӗ, Рособрнадзор эксперчӗ «Система просвещения и образования в России во второй половине XIX века» (чӑв. Раҫҫейри XIX ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринчи ҫутӗҫпе вӗренӳ системи) 8-мӗш классен истори учебникӗн ҫӗнӗ кӑларӑмне Иван Яковлева тата унӑн халалне килти ӗҫ пек вӗрентме кӗртме пулнӑ. Геннадий Волков Георгий Гогиберидзене халалпа паллаштарнӑ кӑна мар, тӑван халӑхӑмӑр кун-ҫулӗ пирки те каласа кӑтартнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа республикӑри вӗренӳ учрежденийӗсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне епле хатӗрленине тӗрӗслеме тытӑннӑ. Ҫак ӗҫ ҫурлан 15-мӗшӗччен тӑсӑлӗ.
Вӗренӳ учрежденийӗсене юсама, тирпей-илем кӗртме бюджетран 670 млн ытла тенкӗ тӑкакланӑ. Шкул ачисене учебниксемпе тивӗҫтерессине те палӑртнӑ ЧР вӗрентӳ министрӗ Владимир Иванов. Кун валли 64 млн ытла тенкӗ тӑкакланӑ. Вӗренекенсем шкул кӗнекисене тӳлевсӗр илӗҫ.
2015 ҫулта шкул автобусӗсене ҫӗнетме 27,5 млн тенкӗ укҫа кайнӑ. 17 ҫӗнӗ автобус туяннӑ, 2002-2006 ҫулсенче кӑларнисене тӗпрен юсанӑ. Шкул автобусӗсене пурне те ГЛОНАСС спутник навигацийӗн тытӑмӗпе тивӗҫтернӗ.
Республикӑра ҫӗнӗ йышши шкулсемпе ача пахчисем тӑвасси малалла пырать. Сӑмахран, Шупашкар районӗнчи Янӑшри шкула кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗ тӗлне хута ямалла. Унта 165 вӗренекен тата ача пахчине ҫӳрекен 40 шӑпӑрлан вырӑн тупӗ. Комсомольски районӗнчи Элпуҫӗнчи шкула вара 2016-2017 вӗренӳ ҫулӗ тӗлне туса пӗтерӗҫ. Черетре — 7 ача пахчи (Элӗк районӗнче — 1, Вӑрнар районӗнче — 1, Хӗрлӗ Чутай районӗнче — 1, Шупашкарта — 4).
Пӗрремӗш каналӑн «Сасӑ. Ачасем» кӑларӑмӗ хӑш-пӗр тӑрӑхри культура ӗҫченӗсем валли евӗрлемелли проект евӗр пулса тӑрать. Ӑна Пелагея, Дмитрий Билан юрӑҫсем тата Максим Фадеев музыкант, композитор, продюсер йӗркелесе пыраҫҫӗ. Конкурса ҫичӗ ҫултан пуҫласа 14 ҫулчченхисем хутшӑннӑ. Конкурса йӗркелекенсем вӗсене питӗ тӗплӗн суйласа илнӗ тесе ӗнентереҫҫӗ.
Тӑвай районӗнчи Кивӗ Элпуҫ ялӗнчи Культура ҫуртӗнче нумаях пулмасть «Сасӑ. Ачасем» ача-пӑча хушшинче ӑмӑрту ирттернӗ. Унта юрлама кӑмӑллакан хӗрачасемпе арҫын ачасене йыхравланӑ. Вӗсенчен кашниех хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартма ӑнтӑлнӑ. Мускаври проектри шаях ҫитеймеҫҫӗ пулин те кивӗ элпуҫ тӑрӑхӗнчисем те ҫӗнтерӳшӗн хытах ӑнтӑлнӑ. Ялсенче музыка шкулӗсем ҫук пулин те пултаруллисем унта ҫук мар-ҫке. Пултарулӑхӗпе теприсем, тен, ятарлӑ шкулта пӗлӳ пухакансенчен те ирттереҫҫӗ-тӗр...
Чӑваш халӑх сайтне йӗркеленӗренпе 10 ҫул ҫитнине халалласа эпир «Шурӑ сӑнӑ» ӑмӑрту ирттеретпӗр. Ун пирки тахҫанах пӗлтерсе пулин те чӑвашла сайтсем тӑратакансем ҫуккипе пӗрех. Хальлӗхе пирӗн конкурса пӗр ӗҫ кӑна ярса панӑ — ку вӑл Валентина Яковлевӑн сайчӗ.
Валентина Петровна Патӑрьел районӗнчи Тури Туҫа шкулӗнче ачасене чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентет. Унӑн ӗҫ стажӗ 30 ҫул яхӑн. Сайтра эсир вӗрентекен пирки пӗлме, ачасен ӗҫӗсемпе тата методика кӑтартӑвӗсемпе паллашма пултаратӑр. Унтах «Чун валли» кӗтес тата сӑнӳкерчӗксен пайӗ пур. Валентина Петровна хӑйӗн сайтӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем валли усӑллӑ каҫӑсем те пухнӑ.
«Шурӑ сӑнӑ» конкурса ачасемпе ҫамрӑксене тӑван халӑх культурипе кӑсӑклантарас, комьютерпа ӗҫлес ӑсталӑха аталантарас, чӑвашлӑх анлӑхне пысӑклатас тӗллевпе йӗркеленӗ. Заявкӑсене йышӑнас тапхӑр ҫурлан 3-мӗшӗнче вӗҫленет. Парнесен фондне те йӗркелесшӗн — пӗтӗмӗшле палӑртнӑ 35 пинрен паянхи кун тӗлне ӑна 24 пине ҫитернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |