Чӑваш Енре 51 ҫулти вӗрентекен суд сакки ҫине ларӗ. Вӑрнар районӗнчи Мӑн Явӑш шкулӗнче кӗҫӗн классене вӗрентнӗскер 8 ҫулти ача тӗлӗшпе юраман мерӑсемпе усӑ курнӑ.
Хӗрарӑма тӳрех икӗ статьяпа айӑпласшӑн. Следстви версийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 2014 ҫулхи раштав уйӑхӗнче тат кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче урокра 1-мӗш класри ачана хур кӳнӗ. Ҫав шутра психологи тӗлӗшӗнчен те.
Вӗрентекен йывӑҫ указкӑпа ачана ҫапнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл ӑна уҫӑсемпе, алӑпа пуҫӗнчен ҫапнӑ.
Ку видео тӗнче тетелне тухсан кун пирки йӗрке хуралҫисем те пӗлнӗ. Вӗрентекене тӳрех шкултан кӑларса янӑ. Следстви вӑхӑтӗнче вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑнман.
Халӗ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, ӑна суда ярса панӑ. Аса илтерер: кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче ачаран мӑшкӑлланӑшӑн Комсомольскинчи 1-мӗш шкулта ӗҫленӗ вӗрентекене те айӑпланӑ. 28 ҫултискере условлӑ майпа айӑпланӑ.
Информаци коммуникацийӗсен «Танлаштарӑм» (Рейтинг) центрӗ ҫӗршыври регионсене ертсе пыракансен утӑ-ҫурла уйӑхӗсенчи ӗҫне хакланӑ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев унчченхи 25-мӗш йӗркерен 21-мӗшне йышӑннӑ.
Михаил Игнатьев ҫӳлерех картлашка йышӑннине хаклакансем республикӑра усламҫӑсем валли лайӑх условисем туса панине, демографи тӑрӑмне, ҫӗнӗ шкулсемпе ача пахчисем уҫӑлнине, сывлӑх сыхлавӗ енӗпе лару-тӑру аваннине палӑртаҫҫӗ.
Танлаштарӑма йӗркеленӗ чух, чӑн та, уҫӑ ҫӑлкуҫри материалсемпе тата регионсенчи тата ҫӗршыв шайӗнчи экспертсен шухӑшне те усӑ курнӑ-мӗн.
Маларах Чӑваш Ен инвестици климачӗ енӗпе ҫӗршывра тӑххӑрмӗш вырӑн йышӑннӑччӗ. Кун пирки Раҫҫей Президенчӗ Питӗрти экономика форумӗнче палӑртнӑччӗ.
Шупашкар районӗнчи Иккасси шкулне пӗр хӗрарӑм ачасене лашапа турттарать. Урапапа каякансем те пур-мӗн-ха, анчах асӑннӑ районти Платкари Галина Соколова ирсерен лаша пырса чарӑнать. Галина Соколова мӑнукӗсене Настьӑпа Никитӑна тата ытти ачана 4-мӗш ҫул кашни кунах шкула, ача пахчине лашапа леҫет. Лакӑм-тӗкӗмлӗ ҫулсем ҫинче хытах ан сиктертӗр тесе вӑл урапа ҫине «Жигули» кустӑрмисене вырнаҫтарнӑ. Хӗлле, юр ҫусан, ҫуна кӳлет. Лашине, «Савӑнӑҫ» ятлӑскере, 2005 ҫулта «1 Май» колхоз аркансан Ҫӗрпӳ ярмӑрккинче туяннӑ. Тӑватӑ ураллӑ «ҫӑмӑл машина» кӗркуннери пылчӑкра та, хӗллехи ҫил-тӑманра та ачасене шкула та, ача пахчине те илсе ҫитерет.
Кӑҫал Иккасси шкулне 1-мӗш класа 4 ача вӗренме пынӑ. «Эпир вӗреннӗ чухне вара вӗренекенсем йышлӑччӗ. «А» тата «Б» классем пурччӗ — кашнинче 25 ачаран кая пулман», — аса илет ачалӑх ҫулӗсене Платкари Николай Платонов.
Авӑнӑн 5-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Трак шкулӗ 125 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Унта вӗренекенсене тата вӗрентекенсене саламламашкӑн паллӑ хӑнасем килсе ҫитнӗ. Уява педагогика ветеранӗсем, тӗрлӗ ҫулта кунтан вӗренсе тухнӑ ҫынсем, ашшӗ-амӑшӗ те хутшӑннӑ.
Шкул хӑнасен умӗнче мухтанма пултарать. Ҫак ҫулсенче вӑл илемленсе, аталанса ҫеҫ пынӑ. Малтанах чи лайӑх ӗҫченсене чысланӑ. Чылай вӗрентекен тата педегогика ветеранӗсем Хисеп грамотине, Тав хучӗпе ҫырӑвне тивӗҫнӗ.
Трак шкулӗ кунтан вӗренсе тухнӑ ҫыннисемпе мухтанма пултарать. Трак шкулӗнче аттестат илнисем лайӑх тухтӑрсем, юристсем, ӳнерҫӗсем, ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем, вӗрентекенсем пулса тӑнӑ.
Уявра Трак шкулӗ, унта ӗҫлекенсемпе вӗренекенсем тӗлӗшпе нумай ырӑ сӑмах янӑранӑ.
Пӗлмешкӗн: 2011 ҫулччен вӑл Трак чӑвашла-нимӗҫле гимнази пулнӑ. Унтан ӑна Трак вӑтам шкулӗ туса хунӑ. Халӗ те вӑл ҫак ятпах.
Кӑҫал авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа шкул ачисене ҫӗнӗлӗхсем кӗтеҫҫӗ. РФ Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Ливанов каланӑ тӑрӑх, малашне 5-мӗш класра иккӗмӗш ют чӗлхе вӗрентме пуҫлӗҫ.
«Авӑнӑн 1-мӗшӗнчен пиллӗкмӗш классем ҫӗнӗ стандартпа вӗренме тытӑнӗҫ. Унпа килӗшӳллӗн иккӗмӗш ют чӗлхене пурин те вӗренме тивӗ», — ҫапла каланӑ Дмитрий Ливанов министр «Раҫҫей хаҫӑтӗнчи» интервьюра. Палӑртар: унччен аслӑ классенче пӗр ют чӗлхе ҫеҫ вӗреннӗ.
Министр ют чӗлхесем хутшӑнмалли мел ҫеҫ маррине палӑртнӑ. Унӑн шухӑшӗпе ку ӑс-тӑна аталанма пулӑшать. Унӑн сӑмахне ӗненес-тӗк ҫак предмет шкул программинче тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнӗ.
Халӗ пур шкул та ҫӗнӗлӗх валли укҫа-тенкӗ тупма хатӗр. Ливанов палӑртнӑ тӑрӑх, регионсен мӗнле те пулин укҫа перекетлес туртӑм пур. Ҫӗнӗ стандарта пурнӑҫа кӗртме шкулсенче куҫӑм тапхӑрне йӗркелӗҫ.
Ҫуллахи каникул вӗҫленсе пырать. Ачасем шкула кайма хатӗрленеҫҫӗ, сумкӑсене кӗнеке-тетрадь, ручка чикеҫҫӗ. Кӑҫал ачасене шкулта мӗнле улшӑнусем кӗтеҫҫӗ?
Ҫак кунсенче РФ Вӗренӳпе ӑслӑлӑх министерствин Хушӑвӗ вӑя кӗнӗ. Вӑл шкул ачисене, киле панӑ ӗҫсене пырса тивет. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, ачасене килти ӗҫ калӑпӑшне хӑш класра вӗреннине кура памалла.
Хушу акӑ мӗн пирки пӗлтерет: кӗҫӗн класра вӗренекен ачасене килте кунне 1,5 сехетрен ытла мар вӗренме сӗннӗ. Выпускниксен вара киле панӑ ӗҫе 3,5 сехет тумалла. Пӗрремӗш класра ӑс пухакансен тӗлӗшпе уйрӑммӑн палӑртнӑ. Вӗсене пачах киле ӗҫ памӗҫ. Уроксенче вара паллӑсем лартмӗҫ.
Тӗплӗнрен имлсе кӑтартсан, 2–3-мӗш классен килте 1,5 сехет вӗренмелле. 4–5-мӗш классен вара — 2 сехет. 6–8-мӗш класра ӑс пухакансен киле панӑ ӗҫе 2,5 сехет тумалла. 9–11-мӗш классен вара — 3,5 сехет таран.
Шупашкар районӗнчи Янӑшра шкул уҫассине, пытармасӑр каласан, темле хаклакан та пулчӗ. Сахал ачаллӑ ялта кермен пек шкул кирлӗ мар, бассейнӗ кӑна иккӗ пулать тата темле те ӳпкелекен тупӑнчӗ. Анчах вӑл тӑрӑхрисем Янӑшри тӑхӑр класс вӗренмелли (халӗ ун пек каламаҫҫӗ-ха. Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан теҫҫӗ) шкул пӗчӗк ҫуртра вырнаҫнине, шкул ҫулне ҫитменнисем вара хуралтӑ евӗр ача пахчинче хӗсӗннине аван пӗлеҫҫӗ.
Паянхи пулӑм Янӑш тата вӑл тӑрӑхри Мамӑш енчи ачасемшӗн чӑн та савӑнаҫах. Шкула уҫма ентешӗсем патне Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев хӑй (Михаил Васильевич ҫав енчи ҫын. Вӑл Кӗҫӗн Турхан ялӗнче ҫуралса ӳснӗ) пырса ҫитнӗ. Унпа пӗрле ытти тӳре-шара та пулнӑ. Тавралли ял халӑхӗ те ҫак пулӑма курма кӑмӑлтан пуҫтарӑннӑ.
Янӑшри шкул малашне вӑтам шутланӗ. Унта 165 ача вырнаҫаять. Шкул ҫулне ҫитменнисем те валли те унта пӑхса хӑварнӑ. Хӑтлӑ ҫуртра ял ачисем хӑйсене хуларисенчен кая туймӗҫ. Республикӑна ертсе пыракансен ҫак парнине халӗ пурин те тивӗҫлипе йышӑнса чунтан тӑрӑшмалли кӑна юлать: вӗрентекенӗсен чуна парса пӗлӳ памалла, ачисен талпӑнса вӗренмелле.
Нумаях пулмасть Турцири икӗ университетӑн ӑсчахӗсем Огузхан Дурмуш тата Синан Гюзел Ӗпхӳ хулинчи чӑвашсен вырсарни шкулӗнче пулнӑ. Вӗренӳ учрежденийӗн пуҫлӑхӗ Иван Тарасов каланӑ тӑрӑх, тюркологсем ЮНЕСКО чӑваш чӗлхине вилекен чӗлхесен шутне кӗртнӗ май Раҫҫейӗн регионӗсенче лару-тӑру еплине тӗпчешшӗн.
Турккӑ ӑсчахӗсем наци вырсарни шкулӗсен концепцийӗпе вӗсен опычӗ хытах кӑсӑклантарнӑ. Турцире ун пекки ҫуккине пӗлтернӗ вӗсем. Турципе чӑвашсен туслӑхӗ пирки вӗсем ӑшӑ кӑмӑлпа палӑртнӑ. Чӗрӗк ӗмӗр каялла паллӑ пушкӑрт ӑсчахӗ, Зиннур Ураксин академик Иван Тарасова Талят Текин профессорпа паллаштарнӑ. Шкул пуҫлӑхӗ ун чухне ӑна «Нарспи» поэмӑна парнеленӗ. Текин ӑна тюркологи докторне Эмине Йылмаза панӑ. Иван Тарасов турккӑ профессорӗпе туслӑ пулни пирки ҫырнӑ очерка чӑваш чӗлхин хрестоматине те кӗртнӗ.
Шупашкар хула администрацийӗ Лебедев ячӗллӗ лицей-интернат тӗлӗшпе халӑхпа курнӑҫнӑ. Ӑна 4-мӗш лицейпе пӗрлештерме йышӑннӑ.
Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче икӗ сменӑпа вӗрентме пуҫлас хӑрушлӑх пур. Микрорайонта демографи лару-тӑрӑвӗ лайӑхланнӑ май ҫитес вӑхӑтра шкул ачисен йышӗ нумайланӗ. Унта халӗ 9 шкул ӗҫлет. Вӗсенчен иккӗшӗнче икӗ сменӑпа вӗренеҫҫӗ ӗнтӗ.
Администрацинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, хушма вырӑнсем пирки халех шутламалла. Лебедев ячӗллӗ лицейра юсав ӗҫӗсем ирттерсен унта вырӑнсем хатӗрлесси планра.
Халӗ ку ҫурта вӗренӗве юрӑхлӑ пултӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ-мӗн. Аса илтерер: лицея 2012 ҫулхи ҫулла, вӗренӳ ҫулӗ пуҫланас умӗн, тӑрук хупса хучӗҫ. Унтанпа унӑн шӑпи пирки тӗрлӗрен калаҫрӗҫ. Хальлӗхе унти общежитире Петров урамӗнчи авариллӗ ҫуртрисем пурӑнаҫҫӗ.
Пӑрачкавсем хӑйсен паллӗ ентешне манмаҫҫӗ. Ӑна халалласа вӗсем нумаях пулмасть асӑну комплексӗ уҫнӑ. Сӑмах — карапсем тунӑ Алексей Николаевич Крылов ӑсчах, академик пирки.
«Флотская слава Поречья» (чӑв. Пӑрачкав тӑрӑхӗн флот хисепӗ) асӑну комплексне ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Пӑрачкав шкулӗнче уҫнӑ.
Экспозицире Алексей Крылов академикӑн бюсчӗ тӗп вырӑн йышӑнать. Ку ахальтен мар. Алексей Николаевич Крылов пурнӑҫӗнче Пӑрачкав районӗнчи Крылово (унччен — Висяга) ялӗ пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне Пӑрачкав шкулӗнче кадет класӗ пур. Вӑл та Алексей Крылов академикӑн ячӗпе хисепленет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |