Патӑрьел районӗнчи хӑш-пӗр шкулта ашшӗ-амӑшне шкулсене ирӗксӗр пулӑштарма йышӑннӑ. Ҫакна унти прокуратура тӗрӗслевӗ тупса палӑртнӑ.
Прокуратура шкулсем «Ашшӗ-амӑшӗн пӗтӗмӗшле пухӑвӗ ҫинчен» йышӑнура мӗн ҫырса хунине хакланӑ. Вырӑнти норматив актӗнчи хӑш-пӗр пункт «Вӗренӳ ҫинчен» федераци саккунӗпе килӗшсе тӑман.
Асӑннӑ саккун ачасене федерацин вӗренӳ стандарчӗсемпе килӗшӳллӗн тӳлевсӗр вӗрентмелле. Патӑрьел районӗнчи хӑш-пӗр шкулта вара «Ашшӗ-амӑшӗн пӗтӗмӗшле пухӑвӗ ҫинчен» йышӑнусенче ашшӗ-амӑшӗн вӗренӳ учрежденийӗсен пурлӑхпа техника базине ҫирӗплетме, шкула хӑтлӑх кӳме тата юсама май килнӗ таран пулӑшасси пирки ҫырса хунӑ. Ашшӗ-амӑшӗн тӗлӗшпе ҫирӗплетнӗ тӗллевпе ӗҫе пурнӑҫлассишӗн вӗсем явапли пирки те кӑтартса хӑварнӑ.
Тепӗр майлӑ каласан, ашшӗ-амӑшне шкула ирӗксӗр пулӑштармалла туса хунӑ темелле.
Федераци саккунӗпе килӗшсе тӑман хутсене йӗркене кӗртмелли пирки прокуратура 9 хирӗҫлев ҫырса панӑ.
Нумаях пулмасть шкултан вӗренсе тухакансен хӑйсем суйласа илнӗ экзаменсемпе ППЭ пуҫланнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче республикӑра ҫамрӑксем обществознанипе экзамен тытнӑ.
Ку предмета 3380 ҫын суйланӑ. Вӗсенчен 349-шӗ, шел те, задание пурнӑҫлаймасӑр «2» паллӑ илнӗ. Ку — 10,33 проценчӗ.
Обществознанипе пӗтӗмӗшле илсен яш-хӗр вӑтамран 58,48 балл пухнӑ. 306 ҫын экзаменра 80 ытларах балл пухма пултарнӑ. Чи пысӑк бала 2 ҫын ҫеҫ пухнӑ.
Химие 870 ҫын тытнӑ. Вӗсенчен 53-шӗ задание пурнӑҫлама пултарнӑ. Вӑтам балл — 60, 88 балл. 100 бала 7 ҫын пухнӑ. 99 ҫамрӑк 80 балран ытларах илнӗ.
Ыран, ҫӗртмен 17-мӗшӗнче, Элли Юрьев ячӗллӗ Шупашкарти ача-пӑча художество шкулӗн 30 ҫулхине халалласа Шупашкарти ӳнер музейӗнче 16 сехетре курав уҫӑлать. Унта ачасен тата вӗсене вӗрентекенсен ӗҫӗсем вырӑн тупӗҫ. Ӗҫсене тӗрлӗ техникӑпа пурнӑҫланӑ: станок тата декораци композицийӗ, керамика, пусмана ӳкерсе капӑрлатни, тӗрӗ, пуканесем, кантӑка капӑрлатни.
Элли Юрьев ячӗллӗ художество шкулне 1985 ҫулта уҫнӑ. 2001 ҫулта ӑна Чӑваш Республикин халӑх художникӗн, К.В. Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗн, Шупашкарпа Чӑваш Енӗн хальхи элемӗсен — гербпа ялавӗн — авторӗн ятне панӑ. Элли Юрьев 1936 ҫулта ҫуралнӑ, 2011 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Шкулта художника халалланӑ мемориал экспозицийӗ уҫнӑ. Вӗренӳ программине Э. Юрьев пултарулӑхӗпе паллаштаракан лекцисем кӗртнӗ.
Кӑҫал шкул пӗтернисем математикӑпа патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне тытнӑ чух икӗ шайран пӗрне суйлама пултарчӗҫ: профиль (вӑл аслӑ шкула вӗренме кӗме кирлӗ) тата никӗс шайӗ (пӗлӗве шкул аттестатне илме тӗрӗслени). Шкул пӗтерекенсенчен 60 проценчӗ профиль шайне суйланӑ, ыттисем математикӑна аттестатшӑн кӑна тытнӑ.
Никӗс шайне суйланӑ 2833 ачаран чи пысӑк бала 9,94 проценчӗ пухнӑ, вӑтам бала — 4,18 проценчӗ. 4,48 проценчӗ экзамена тытайман. Никӗс шайӗ 20 ӗҫрен тӑнӑ. Пӗлӗве пилӗк балпа хакланӑ. Виҫҫӗ илес тесен ҫичӗ ӗҫе тӗрӗс пурнӑҫламалла пулнӑ.
Профиль никӗсне суйланӑ 4969 ачаран чи пысӑк бала пӗри кӑна илнӗ. 113 ача 80 балран пысӑкрах пухнӑ. Математикӑпа вӑтам балл — 49,25. 12,6 проценчӗ тытайман. Енчен те вырӑс чӗлхипе чи пӗчӗк балран (24-ран) каҫнӑ пулсан математикӑпа пӗлӗве тепӗр хут тӗрӗслеме ирӗк параҫҫӗ. Ку куна ҫӗртмен 23-мӗшне палӑртнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 9–10-мӗшӗсенче Хусан ҫывӑхӗнчи Иннополисра пӗтӗм Раҫҫейри робототехника олимпиади иртнӗ. Унта Раҫҫейӗн 45 регионӗнчен 760 ҫын килнӗ. Вӗсене Дмитрий Медведев премьер министр, РФ ҫыхӑну министрӗ Николай Никифоров, Тутарстан премьер-министрӗ Ильдар Халиков саламланӑ.
Олимпиада ултӑ категорипе иртнӗ. Кашнинче командӑн автономи роботне пухса программӑламалла, задача шутламалла пулнӑ.
Чӑваш Енрен унта икӗ команда хутшӑннӑ. Вӗсем — Ҫӗнӗ Шупашкарти 13-мӗш шкултан. Аслӑ ушкӑнра Алексей Евлампьевпа Никита Кузнецов пулнӑ. Вӗсем 9-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Кӗҫӗн ушкӑнра Дмитрий Петров тата Андрей Мурашкин пулнӑ. Вӗсен ӑслӑ робочӗ ҫӗнтерсе финала тухнӑ. Икӗ кун тупӑшнӑ вӗсем.
Виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑшӑн ачасем питӗ савӑннӑ. Ара, ҫапла майпа тепӗр ҫул унта каякансен йышӗ пысӑкланӗ вӗт.
ЧР Вӗренӳ министерстви республикӑри шкулсенчи пуша вакансисен списокне хатӗрленӗ. Документра пуҫламӑш классен, 5–11-мӗш классен вӗрентекенӗсем ҫителӗксӗрри пирки каланӑ.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ лицейӗнче тата Тутаркасси шкулӗнче 2015-2016 ҫулсенче пуҫламӑш классен вӗрентекенӗ кирлӗ-мӗн.
Шупашкар районӗнчи сакӑр шкул кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче тӗрлӗ предмет вӗрентекенӗсене йышӑнма хатӗр. Кӳкеҫ лицейӗнче акӑлчан вӗрентекенӗ те кирлӗ. Чӑрӑшкасси пӗлӳ ҫуртӗнче физика вӗрентекенне кӗтеҫҫӗ. Кӑшавӑш шкулӗнче вырӑс тата акӑлчан чӗлхисен вӗрентекенӗ ҫук. Ишлейре вӑй-хал культурин учительне кӗтеҫҫӗ.
Ҫӳлтикасси шкулӗнче 2016–2017 ҫулсем валли математика вӗрентекенӗ ҫук. 2017–2018 ҫулсенче вара Чӑрӑшкасси шкулӗнче обществознани учителӗ кирлӗ. Вакансисен тулли списокӗпе официаллӑ сайтра паллашма пулать.
Ҫуллахи каникул ҫитнӗ май ачасем, паллах, савӑнаҫҫӗ. Ара, вӗренмелле мар, ирӗклӗх-ҫке. Анчах чылай ялта ачасем урам тӑрӑх йытӑ хӑваласа чупмаҫҫӗ халӗ. Халӗ вӗсем валли уйлӑхсем ӗҫлеҫҫӗ. Ытларахӑшӗ — шкул ҫумӗнче.
Шӑмӑршӑ районӗнче, ав, «Веснушки» уйлӑх ӗҫлет. Унта ачасем хӑйсене валли чуна выртакан ӗҫ тупаҫҫӗ. Нумаях пулмасть вӗсем хӑйне евӗр япаласем ӑсталанӑ.
Мӗн пытармалли: хӑш-пӗр ҫӗрте урамра та ӑпӑр-тапӑр йӑваланса выртать. Хӑш-пӗр этем хӑйӗн хыҫҫӑн пуҫтарма пӗлменнине каласа кӑтартма та кирлӗ мар ӗнтӗ. «Веснушки» уйлӑха ҫӳрекен ачасем вара ӑпӑр-тапӑра иккӗмӗш пурнӑҫ парнеленӗ.
Шӑмӑршӑ ачисем пластикран, кӗленчесенчен, банкӑсенчен, картонран темӗн те пӗр ӑсталанӑ. Ӗҫӗ йывӑрах мар-мӗн. Кӑштах тӑрӑшулӑх кӑна кирлӗ.
Сӑнсем (12)
«Эксперт РА» рейтинг агентстви Раҫҫейри чи лайӑх шкулсен списокне хатӗрленӗ. Унта Шупашкарти вӗренӳ учрежденийӗсем те кӗнӗ.
Танлашӑма ачасем ППЭне мӗнле тытнине шута хурса мар хатӗрленӗ. Унта шкултан вӗренсе тухакансем Раҫҫейри аслӑ шкулсене вӗренме кӗнисене хакланӑ. Кӑтартусене 2014 ҫулхисене шута илнӗ.
Рейтинга 200 шкул кӗнӗ. Вӗсенче вӗренекен ачасем аслӑ шкулсене вӗренме кӗреҫҫӗ. Танлашӑма пӑхас-тӑк малти вырӑнсене Мускаври шкулсем йышӑнаҫҫӗ.
Шупашкарти 3-мӗш лицей унта 51-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Шупашкарти 5-мӗш гимнази вара рейтингра 151-мӗш вырӑна тухнӑ.
Даннӑйсене танлашӑм валли аслӑ шкулсем панӑ. Пӗтӗмпе Раҫҫейри 9 пин шкултан вӗренсе тухнӑ 40 пин ача пирки информацие шута илнӗ.
Ҫак кунсенче Чулхулара «Малта пыракан. XXI ӗмӗр» ятпа пӗтӗм Раҫҫейри VI конференци иртнӗ. Унта ҫӗршывра йӗркеленӗ «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ пуҫлӑхӗ» тата «Хӗрарӑм — малта пыракан. XXI ӗмӗр» конкурссене пӗтӗмлетнӗ.
Конкурса Раҫҫейӗн хӗрарӑм-ертӳҫисен ассоциацийӗн тата Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗн хӳттипе йӗркеленӗ. Ӑмӑртӑвӑн тӗллевӗ шутне хӗрарӑм-пуҫлӑхсене палӑртса вӗсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ сферине витӗм кӳнине уҫса парассине кӗртеҫҫӗ.
«Хӗрарӑм — малта пыракан. XXI ӗмӗр» номинацире республикӑн Спорт министерствин ача-пӑчапа ҫамрӑксен Олимп резервӗллӗ спорт 8-мӗш номерлӗ спорт шкулӗн пуҫлӑхӗ Алина Иванова, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ спорт маҫтӑрӗ ҫӗнтернӗ. Пӗтӗмпе конкурса 23 регионти тӗрлӗ сферӑра тӑрӑшакан 56 хӗрарӑм хутшӑннӑ.
Ҫу уйӑхӗн 22-30-мӗшӗсенче Турцири Стамбул хулинче тӗрӗк халӑхӗсен пӗтӗм тӗнчери Türk Dünyası ачасен фестивалӗ иртнӗ. Унта тӗнчери 30 ушкӑн хутшӑннӑ.
Чӑваш Енрен Турцие Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамри 1-мӗш шкулти «Биляр» ташӑ ансамблӗ кайнӑ. Пирӗн республика делегацине ӑшпиллӗн кӗтсе илнӗ. Ачасем Турцири ҫемьесенче пурӑнса курнӑ. Вӗсем тантӑшӗсемпе хутшӑннӑ, меропритисене пӗрле хутшӑннӑ.
Шӑнкӑртам ачисем Стамбулта Чӑваш Ен ялавне йӑтса утнине нихӑҫан та манас ҫук. Ачасем концертсем курнӑ, экскурсисене ҫӳренӗ, паллӑ вырӑнсене ҫитсе курнӑ.
«Биляр» фестиваль уҫӑлнӑ ҫӗре ытти 8 ушкӑнпа хутшӑннӑ, «Чайхана» ташӑ ташланӑ. Вӗсене ҫитес фестивале те чӗннӗ.
Шӑнкӑртамри 1-мӗш шкулта 4-мӗш класра вӗренекен Гомер Халитов солист, вокалист фестиваль дипломанчӗ пулнӑ, 1 грамм ылтӑна тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |