Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ӳнер: Тани Юн вӗреннӗ шкулта Кино ҫулталӑкне уҫрӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 26.01.2016 12:08 | 2042 хут пӑхнӑ
Ӳнер

Чӑваш халӑхӗн чи малтанхи киноактриси Етӗрне районӗнчи Чурпай ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, Пӗрҫырлан шкулӗнче вӗреннӗ Тани Юн — Татьяна Степановна Кошкинская. Шӑпах ҫавӑнпа Пӗрҫырланти шкулта Раҫҫейри Кино ҫулталӑкне тата Чӑваш Республикинчи Ӗҫ ҫынни ҫулталӑкне халалласа уяв ирттерчӗҫ.

Район Кино ҫулталӑкне халалласа «Цветик–семицветик» ятлӑ программа хатӗрленӗ, унта «Путешествие в кино» (чӑв. Кинона ҫулҫӳреве) конкурс пур. Шкулти пуҫламӑш класс вӗрентекенӗ, шкулти аслӑ вожатӑй Ирина Вячеславовна Григорьева шкул пурнӑҫне халалласа видео хатӗрленӗ. Пухӑннисем малтанах унпа паллашрӗҫ. Пӗрремӗш класс ачисем Джанни Родари ҫырнӑ «Чем пахнут ремёсла» сӑвӑсем шӑрантарчӗҫ, 3-мӗш класс вӗренекенӗ Ираида Ворноцова «Рабочие руки» сӑвӑ каларӗ, «Дружба» (чӑв. Туслӑх) ача пахчинчи шӑпӑрлансем те уявра хастар пулчӗҫ.

Уява хатӗрленсе шкул ачисен ӳкерчӗкӗсен тата кӗнекесен куравне йӗркеленӗ. Унта 3-мӗш класра вӗренекен Анна Синичкина республикӑри «ЮНИТЭКС» ирттернӗ «Новогодние каникулы–2016» фотоконкурса тӑратнӑ ӗҫсемпе паллашма май пулчӗ.

Шкул коллективӗ Кино тата Ӗҫ ҫынни ҫулталӑкне халалласа ҫулталӑк хушшинче интереслӗ уявсемпе татах та чылай савӑнтарӗ.

#Кино ҫулталӑкӗ, #Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ, #Чурпай, #Пӗрҫырлан, #Етӗрне районӗ, #шкулсем

 

Сӑнсем (7)

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем