Вуннӑмӗш класа яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа автомат меслетпе йышӑнмаҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Светлана Петрова пӗлтернӗ. Тӳре-шара ҫакӑн сӑлтавне те ӑнлантарса панӑ.
Тӑхӑр класс пӗтернӗ хыҫҫӑн ача тӗп пӗлӳ илнӗ шутланать, патшалӑх пӗтӗмлетӳллӗ аттестацийӗ витӗр тухать. Ҫакӑн хыҫҫӑн шкул ҫав ача вӗренӳ учрежденине вӗренсе пӗтерни пирки приказ кӑларать-мӗн. Малашне ҫав шкулта кӑна мар, ҫав класрах вӗренес тесен те ачасен е вӗсен ашшӗ-амӑшӗн вӗренӳ заведенине илме ыйтса ҫырмалла иккен.
Ыйтса ҫырнӑ хыҫҫӑн малалла икӗ май пур-мӗн. Вӗсенчен пӗр тӗслӗхӗнче ыйтса ҫырни те ҫителӗклӗ пулсан, профиль е пӗр-пӗр предмета тарӑннӑн ӑша хывтаракан класа лекес тесен суйлав витӗр тухмалла. Вӗренӳ ҫинчен калакан федераци саккунне улшӑну кӗртнӗ хыҫҫӑн регионсене вӗренекенсене уйрӑмшарӑн суйласа илме ирӗк панӑ-мӗн. Чӑваш Енри 20-е яхӑн шкул кун пек ирӗкпе усӑ курнӑ иккен. Вӗсем мӗне кура суйлассине палӑртнӑ, йышӑну комиссийӗсем йӗркеленӗ. «Ала витӗр» тухайманнисем урӑх класра е урӑх шкулта вӗренме пултараҫҫӗ имӗш. Ун валли вырӑнти вӗренӳ органӗсене пырса ыйтмалла иккен.
Прокурорсем Шупашкарта иртнӗ политика сӗмӗллӗ мероприятисене ачасене явӑҫтарни пирки тӗрӗслев ирттернӗ. Ун пеккисене ачасене кӑларса тӑратни тӑрӑх чӑваш парламенчӗн депутачӗ Игорь Моляков патшалӑхӑн тӗрлӗ органне ыйтса ҫырнине пӗлтернӗ. «Кирек мӗнле ҫанталӑкра та Хӗрлӗ лапама илсе тухнӑ ачасене пӑхма шел. Хӑш чух вӗсене вӗренӳ ӗҫ-хӗлне е канӑва татса кӑлараҫҫӗ», — палӑртнӑ хӑй шухӑшне депутат. Студентсене те йышлӑн кӑларнӑ иккен.
Ачасене политика сӗмӗллӗ мероприятисене хутшӑнтарни пирки прокуратура вӗренӳ учрежденийӗсене ӑнлантарса пама ыйтса ҫырнӑ. «Сирӗн учрежденири ачасене 2014 ҫулхи раштавра ача пахчи уҫнӑ, 2015 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗнче автобуссем панӑ ҫӗре, 2015 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи тата ҫӗртмен 1-мӗшӗнчи массӑллӑ мероприятисене явӑҫтарнӑ-и, миҫе ача хутшӑннине тата мӗн тӗллевпе тата мӗн чухлӗ вӑхӑта явӑҫтарнине, мероприяти вӑхӑтӗнче епле ыйту сӳтсе явнине, ачасен ашшӗ-амӑшӗнчен ирӗк илнине кӑтартма ыйтатӑп», — ҫапларах ыйту шӑрҫаланӑ-мӗн Шупашкар хулин Калинин районӗн прокурорӗн ҫумӗ Светлана Алексеева.
Прокуратурӑна вӗренӳ учрежденийӗсем пӗр пекрех хуравланӑ-мӗн.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Енри ачасен пӗр ушкӑнӗ Мускава тухса кайнӑ. Йышра тӗрлӗ ӳсӗмрисем пур: 10 ҫултан пуҫласа 18 ҫулчченхисем таранах. Вӗсен шутӗнче Республикӑн культура училищинче, Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищинче, Шупашкарти вӑтам шкулсенче вӗренекенсем пур иккен. Ушкӑна ҫӑмӑллӑхлӑ категорие кӗрекен ҫемьесенчи, олимпиадӑсен ҫӗнтерӳҫисемпе вӗренӳре пиллӗкпе ӗлкӗрсе пыракансем кӗни пирки пӗлтерет Чӑваш Енӗн Культура министерстви.
Ачасене «Пирӗн хыҫра — Мускав» турист маршручӗпе ҫула илсе тухнӑ иккен. Ку проекта хамӑр ҫӗршывра пурӑнакан халӑхсен культура эткерлӗхне ачасем хушшинче сарасси пирки Раҫҫей Президенчӗ хушнине пурнӑҫланӑ май пуҫарнӑ-мӗн. Ҫула тухнисене Мускавсӑр пуҫне Калуга тата Тула хулисене кӑтартӗҫ.
Пулмасла хыпарӑн туйӑнӗ те ку, анчах Пӑрачкав районӗнчи икӗ шкул пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлама вӗсенчи хуралҫӑсене шаннӑ. Хут ҫинче. Вӑхӑтлӑх. Шкул ертӳҫисем черетлӗ канура чухне.
Хуралҫа пуҫлӑх тивӗҫне шанасси пирки Пӑрачкав район администрацийӗн пуҫлӑхӗ ятарлӑ хушу кӑларсах ҫирӗплетнӗ. Шкула сыхлакансене ҫакӑн пек пысӑк чыс Анастасовӑри вӑтам тата Никулинӑри пуҫламӑш шкулсенчи хуралҫӑсене тивӗҫнӗ. Анчах асӑннӑ нихӑш вӗренӳ учрежденийӗнчи хуралҫӑн та шкул пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫламалӑх квалификаци пулман. Апла пулсан ку вӑл Раҫҫейӗн Ӗҫ кодексӗпе ниепле те килӗшсе тӑраймасть.
Саккуна ҫураҫуллӑ мар хушусене Пӑрачкав район прокуратури асӑрханӑ хыҫҫӑн сивленӗ. Ҫавна май маларах асӑннӑ хутсене пӑрахӑҫлама тивнӗ.
Шупашкар районӗнчи Янӑшри вӑтам шкула кӑҫалхи ҫурлан 15-мӗшӗнче уҫма палӑртаҫҫӗ. Вӑл вӗренӳ учрежденийӗ пирки тӗрлӗрен сӳтсе явакан-калаҫакан пулчӗ. Пысӑках мар ялта 165 ача вӗренмелӗх шкул кирлӗ мар текенсем те ҫав шутра тупӑнчӗҫ.
Тӗрӗссипе вара Янӑшри 9 клас вӗренмелли хальхи шкул та, кӳршӗллӗ Мӑн Мамӑшри вӑтам шкул та тахҫанах кивелнине вӑл тӑрӑхрисем аван пӗлеҫҫӗ. Янӑшри ача пахчи вара пӗчӗк кӑна ҫуртра вырнаҫнӑ. Унччен йӗркеллӗ ача пахчиех ялта пулнӑ-ха, кайран ҫав учрежденисене урӑх тӗллевпе ӗҫлеттерме тытӑннӑ хыҫҫӑн ӑна ҫынсене хваттер тума тесе сутса янӑ.
Янӑшра халӗ ҫӗклесе лартнӑ ҫӗнӗ шкулта шкул ҫулне ҫитменнисем валли 40 вырӑн пӑхса хӑварнӑ. Ачасемпе шӑпӑрлансем валли икӗ бассейн тунӑ, шкул умӗнче спорт тата вӑйӑ лаптӑкӗ те пур. Унта ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ. Паян шкулти строительство ӗҫӗсемпе паллашма Янӑша республикӑн вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов ҫитсе килнӗ.
Чӑваш Енре шкултан вӗренсе тухнӑ 174 ҫамрӑк аттестат илеймест. Вӗсем суйласа илнӗ предметсемпе ППЭре чи пӗчӗк балл та пухайман. Ку кӑҫалхи улшӑнусемпе ҫыхӑннине те пӗлтереҫҫӗ. Кӑҫал математикӑна база тата профиль пая уйӑрнӑ. Ҫӗнӗлӗхсем техникумсемпе колледженчи йышӑну комиссийӗсене те пырса тивнӗ.
Хӑшӗ-пӗри аслӑ шкулсене, тухникум-колледжсене вӗренме кӗмешкӗн хатӗрленет. Теприсен вара ППЭне тепӗр хут тытма тивет.
ЧР вӗренӳ министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Свтелана Петрова каланӑ тӑрӑх, выпускниксен 13 проценчӗ профильлӗ математикӑпа экзамен тытайман. Ку профиле вара чылайӑшӗ суйланӑ.
Пӗтӗмӗшле илсен, Чӑваш Енре лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫланӑ. Кӑҫал ППЭре 100 пухнисен йышӗ — 53-ӗн. Экзаменра «2» илнисем ӑна тепӗр хут тытма пултараҫҫӗ. Анчах ҫакна вырӑс чӗлхипе тата математикӑпа экзамен тытайманнисен ҫеҫ тума юрать.
9-мӗш классенчен чылайӑшӗ тӳрех колледжсемпе техникумсене вӗренме кӗрет-мӗн. Ку вӗсене малашне аслӑ шкула ППЭ тытмасӑрах вӗренме кӗме май парать. Тӑван шкулӗнчех 10-мӗш класа куҫма палӑртнисен заявлени ҫырмалла-мӗн.
Чӑваш Енре ачасем ҫуллахи каникулта шкул ҫумӗнчи уйлӑхсенче канаҫҫӗ. Паллах, ку вӗсен сывлӑхӗшӗн те, тавракурӑмӗшӗн те лайӑх.
Анчах республикӑри пӗр уйлӑхра пӑтӑрмахсӑр пулман. Вӑрнар районӗнчи пӗр уйлӑхра санитарипе эпидемиологи нормисене пӑхӑнманни пирки ЧР Прокуратурин сайчӗ хыпарлать.
Вӑрнар районӗнчи уйлӑха специалистсем ашшӗ-амӑшӗ ыйтнипе тӗрӗсленӗ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ чухне саккуна пӑснине тупса палӑртнӑ.
Ҫакна кура административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн ӗҫ пуҫарнӑ, айӑплисене дисциплинарлӑ явап тыттарнӑ.
Шӑрах ҫанталӑкра шывра путнӑ тӗслӗх нумайланать. Ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче те Шупашкарти пӗр пляжра чутах инкек пулман. Юрать, икӗ каччӑ ҫухалса кайман.
Шупашкарти 38-мӗш шкулта 10-мӗш класса куҫнӑ Михаил Крымов тата унӑн юлташӗ Евгений Порфирьев путакан арҫынна асӑрхасан ӑна ҫӑлма васканӑ. Ҫамрӑксем тӑнне ҫухатнӑ арҫынна ҫыран хӗррине хӑйсем ҫинче сӗтӗрсе тухнӑ тесен те юрать.
Паттӑрла ӗҫ арҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Ӑна ҫыран хӗррине илсе тухсан васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Кайран Михаил Крымов хӑйне йывӑр пулсан та путакана ҫыран хӗррине сӗтӗрнине каласа кӑтартнӑ.
Каччӑсем ишесси енӗпе тренировкӑсене ҫӳреҫҫӗ-мӗн. Ҫакӑ та вӗсене пулӑшнӑ. Анчах унран та ытларах — ҫын пурнӑҫне ҫӑлма талпӑнни паттӑрла ҫак ӗҫе тума хистенӗ.
Маттур ҫамрӑксене тупса палӑртас, вӗсене малалла ӗҫлеме хавхалантарас тӗллевпе республикӑра тӗрлӗ конкурс йӗркелеҫҫӗ. Акӑ нумаях пулмасть 10-мӗш класра ӑс пухакансен йышӗнче иртнӗ «Чӑваш Ен — пуласлӑх территорийӗ» эссе конкурсне пӗтӗмлетнӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче регионсен хушшинче иртнӗ «Регионсем — чикӗсӗр хутшӑну» куравра чысланӑ. Ку «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗнче иртнӗ.
Конкурсра ентешӗ палӑрнӑшӑн елчӗксем питӗ савӑнаҫҫӗ. Кушкӑ ялӗнчи шкулта вӗренекен Петр Галошев «Ӑнӑҫусем, ыйтусем, плансем» номинацире ҫӗнтернӗ. Вӑл «Эпӗ тӑван Чӑваш Ен чечеклентӗр тесен мӗн тӑвӑп?» эссе ҫырнӑ. Енртӳҫи — вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен С.А.Торговцева.
Петр Галошева I степень Дипломпа тата парнепе чысланӑ. Унӑн ертӳҫине те ҫамрӑксене кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен аталанма пулӑшнӑшӑн тав хучӗпе палӑртнӑ.
Энӗшсем ялта кӗҫех Феодосий ячӗллӗ храм хута кайнӑшӑн шутсӑр савӑнаҫҫӗ. Ӑна халӑхран пухнӑ укҫапа ҫӗклеҫҫӗ вӗсем.
Ватӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, храм вырӑнӗнче ӗлӗк чиркӳ пулнӑ. Ӑна Совет саманинче аркатнӑ. Ун вырӑнне шкул туса лартнӑ, анчах ӑна каярахпа район центрне куҫарнӑ.
Прихут канашӗн председателӗ Вениамин Кириллов каланӑ тӑрӑх, храма кӑҫал уҫма палӑртнӑ. Ҫав куна халӑх тем пекех кӗтет.
Храмра Алексий атте пулӗ. Хальлӗхе храмра инженери сечӗсене хунӑ, газ кӗртнӗ. Ӑна тумашкӑн ҫак ҫулсенче 3 миллион ытла тӑкакланӑ.
Ҫывӑхри территорие те кӗҫех хӑтлӑлатӗҫ, ҫул сарӗҫ.
Сӑнсем (4)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |