Чӳк уйӑхӗн 15-16-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче чӑваш кӗвви янӑранӑ. Унта республика шайӗнче ҫамрӑк юрӑҫсен «Шуҫӑм» I конкурсӗ иртнӗ. Конкурсҫӑсем сцена ҫинче чӑваш композиторӗсен хайлавӗсене шӑрантарнӑ.
Шупашкар хулин Мускав район администрацийӗн пресс-релизӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна наци кӗвӗ ӳнерне сыхласа хӑварас, ӑна аталантарас тӗллевпе ирттернӗ.
Конкурс «Фортопиано» (соло), «Халӑх инструменчӗ» (соло), «Академи вокалӗ» (соло), «Пӗтӗмӗшле фортопиано» (соло), «Хор юрлани» номинацисемпе иртнӗ. Кашни конкурсҫӑ чӑваш композиторӗсен икӗ тӗрлӗ хайлавне юрланӑ. Унта Шупашкарти, Улатӑрти, Ҫӗрпӳри вӗренекенсемпе студентсем, Шупашкарти Ф.П.Павлов ячӗллӗ музыка училищин, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн, Шупашкарти 54-мӗш шкул, Шупашкарти ача-пӑча музыкин 3-мӗш шкулӗн вӗренекенӗсем хутшӑннӑ.
Ҫурлан 22-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 25-мӗшӗччен «CREATIV» агентство сайтӗнче Пӗтӗм тӗнчери вӗренӳ сайчӗсен «Инноваци технологийӗсем» конкурс иртнӗ.
Конкурса 200 ытла ӗҫ ярса панӑ. Вӗсенчен 108-шӗ тӗрӗслеме тивӗҫ пулнӑ. Ҫав йыша Вӑрмарти Г.Е.Егоров ячӗллӗ шкулти 9-мӗш «в» класс блогӗ те кӗнӗ. Ӑна обществознани вӗрентекенӗ, аслӑ категориллӗ учитель Лариса Колоколова ертсе пырать.
Конкурсра жюри пайташӗсем сайта мӗнле тунине, мӗнле информаци вырнаҫтарнине, ҫыхӑну епле йӗркеленине, унта мӗн чухлӗ ҫын кӗрсе тухнине тата ыттисене пахаланӑ.
Ҫак кунсенче конкурса пӗтӗмлетнӗ. Вӑрмарти Г.Е.Егоров ячӗллӗ шкулти 9-мӗш «в» класс блогӗ «Вӗрентекен валли — сайт» номинацире черетлӗ хут виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти унчченхи 1-мӗш лицей шӑпине татса панӑ. Ҫурта ҫӗмӗрсе ҫӗннине ҫӗклеме йышӑннӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн архитектурӑпа хула строительствин управленийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, Ярославль урамӗнчи 52-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑскерте тахҫанах никам та вӗренмест. Ӑна авариллӑ лару-тӑрура пулнине палӑртнӑ. Шкул ачисем 11-мӗш шкула ҫӳреҫҫӗ.
1-мӗш пуҫламӑш шкул директорӗ пухура киввине ҫӗмӗрсе ун вырӑнне ҫӗннине хӑпартасси пирки каланӑ. Тӗнче тетелӗнчи канашлура кун пирки «калаҫаҫҫӗ». Чылайӑшӗ унчченхи шкул вырӑнне суту-илӳ центрӗ пуласран шикленет. Ҫӗнӗ ҫурт ҫӗклессине пӗлтернӗ-ха та, анчах мӗн пулӗ вӑл? Палӑртман.
Комсомольскинчи 1-мӗш шкулта пулса иртнӗ ҫак пӑтӑрмах пирки эпир унччен темиҫе хут та хыпарланӑччӗ.
Аса илтеретпӗр, пуҫламӑш классене вӗрентнӗ ҫамрӑк педагог урокра шавласа ларакан пӗр ача тутине скотчпа ҫыпӑҫтарса хунӑ. Урок ыйтсан пӗлмесен ҫамка ҫине «2» ҫырса хунӑ, пӗррехинче вӑл пӗтӗм класа урок тӑршшӗпех ура ҫинче тӑратнӑ пулать. Ачасемпе ҫапла кӑраланнӑ вӗрентекен пирки пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗрентекен ҫапла хӑтланнишӗн республикӑн Вӗренӳ министерстви педагогран шар курнӑ ачасен ашшӗ-амӑшӗнчен каҫару ыйтнӑччӗ.
Шкул ертӳҫине ӗҫрен хӑтарнӑччӗ, пуҫламӑш класс енӗпе ӗҫлекен унӑн ҫумне дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарнӑччӗ.
Халӗ тата тепӗр ҫӗнӗ хыпар. Кӑларса янӑ шкул ертӳҫине кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн Комсомольски район сучӗ компенсаци тӳлеттерме йышӑннӑ. Судран «Интерфакс-Поволжье» агентствӑна пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм хӑйне ӗҫе тавӑрма та ыйтнӑ, анчах ку ыйтӑва суд тивӗҫтермен. Тавӑҫӑн пӗр пайне ҫапах та тивӗҫтернине ӑнлантӑмӑр ӗнтӗ. Кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн ертӳҫӗ пулнӑ хӗрарӑма 2 пин тенкӗ шыраса памалла тунӑ, мӗншӗн тесен ӑна ӗҫрен хӑтарнӑ чухне хӑш-пӗр йӗркене пӑснӑ-мӗн.
Регионсем хушшинчи «Хӗрарӑмсем — ӑслӑлӑхра тата вӗренӳре» общество организацийӗ, И.Н.Ульянов ячӗлле ЧПУ, ЧР Вӗренӳ министерстви тӑрӑшнипе ҫулсерен чӑваш чӗлхипе Пӗтӗм Раҫҫейри «Чӗвелти чӗкеҫ» вӑйӑ конкурс иртет. Ӑна ачасене чӑваш чӗлхипе ытларах кӑсӑклантарас, калаҫу культурине, пултарулӑха аталантарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ.
Кӑҫал конкурс И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ ҫумӗнче чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче иртнӗ. Вӑрнар районӗнчи шкул ачасем унта хастар хутшӑннӑ. Чи маттуррисен ячӗсене район администраци сайтӗнче палӑртнӑ.
Районти шкулсенче ҫаксем ҫӗнтернӗ:
- Ростислав Анисимов (Пӑртас шкулӗ)
- Ольга Васильева (Ҫӗрпел шкулӗ)
- Анастасия Ефремова (Хапӑс шкулӗ)
- Карина Майорова (Уравӑш шкулӗ)
- Диана Михайлова (Вӑрнарти 2-мӗш шкул)
- Кристина Федорова (Кӑмаш шкулӗ)
- Раиса Чиркова (Вӑрнарти 1-мӗш шкул)
- Полина Петрова (Санарпуҫ шкулӗ).
Ҫӗнтерӳҫӗсене ЧПУри акт залӗнче парнесемпе чысланӑ.
Ӗпхӳри Киров районӗнче вырнаҫнӑ П.М. Миронов чӑваш вырсарни шкулӗ «Ачасене хушма пӗлӳ паракан чи лайӑх учреждени – 2014» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтернӗ. Унсӑр пуҫне Пушкӑртстанри тата тепӗр 6 учреждени унта палӑрнӑ.
П.М. Миронов ячӗллӗ вырсарни шкулӗ кун пек конкурсра ытти чух та мала тухнӑ. Пӗлтӗр те вӑл «Раҫҫейри чи лайӑх шкул – 2013» пӗтӗм ҫӗршыври конкурсра лауреат пулса тӑнӑ. Ун пек ҫӗнтерӳсем малашне тата тӑрӑшарах ӗҫлеме хистеҫҫӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫӗнӗ кӗнеке кун ҫути курнӑ. Вӑл — «Шкулти чӑваш тӗрри» ятлӑ. Алӗҫне хӑнӑхма пуҫланисене пулӑшакан кӗнеке авторӗсем — Е.Н.Жачева тата А.А.Ефимова.
Чӑваш тӗррине вӗреннӗ чухне шкулти педагогсен тата ача пахчинчи воспитательсен, кружок ертӳҫисен чылай ыйту сиксе тухать. Чылай шкулти кружока ӳнер тӗлӗшӗнчен ятарлӑ пӗлӳ илсен технологи вӗрентекенӗсем ертсе пыраҫҫӗ. Ҫак кӗнеке шӑпах вӗсене пулӑшма пултарать.
Кӗнекере авторсем Ҫӗрпӳ районӗнчи Тавӑшкасси шкулӗнчи кӗҫӗн классен, Канашри 5-мӗш шкулти вӑтам тата аслӑ классен, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн технологипе экономика факультечӗн студенчӗсен алӗҫӗсемпе усӑ курнӑ.
Кӗнеке 5 пин тиражпа тухнӑ. Кӗнекене «СУМ» лавккара та туянма пулать.
2014 ҫулхи юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Аслӑ Елчӗкри Г.Н. Волков ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта педагогика патриархӗн, аслӑ учителӗн, ӑслӑ, талантлӑ ҫыннӑн, Г.Н. Волковӑн ҫуралнӑ кунне халалласа чӑваш халӑх юррисемпе йӑла-йӗркисен фестивалӗ иртнӗ.
Уява 1 класран пуҫласа 11 классем хутшӑннӑ. 1–4 классенче вӗренекенсем чӑваш халӑх юррисене шӑрантарнӑ. Пӗчӗк каччӑсемпе пикесем чӑваш тумне тӑхӑнса, сӑпка юрри юрлани пурне те тыткӑнланӑ. Чӑваш халӑх йӑли-йӗркисемпе вара вӑтам тата аслӑ ӳсӗмрисем паллаштарнӑ: салтака ӑсатнӑ, вӑййа тухнӑ, уллах ларнӑ. 5 класра вӗренекен ачасем вара (хатӗрлекенӗ — Н.З. Хушкина) чӑваш халӑх еткерлӗхне, чӑваш чӗлхи пуянлӑхне хӑйсен пултарулӑхӗпе уҫӑмлӑн кӑтартса панӑ. Фестивале Г.Н. Волкова хисеплекенсем, унӑн ӗҫне малалла тӑсакансем, вӗрентекенсем тата унӑн мӑнукӗсем пуҫтарӑннӑ.
Сӑнсем (16)
Паян Чӑваш Ен хурлӑхлӑ куна асӑнать. Чӑваш Ен историне ку кун 1961 ҫулта хурлӑхлӑ пулӑмпа кӗрсе юлнӑӗ. Ун чухне Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасссинче шкул ҫунса кайнӑ. Хӑрушла инкекре 106 ачапа 4 вӗрентекен пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Инкек пулнӑранпа вуншар ҫул иртсен те унӑн ахрӑмӗ хӑй пирки аса илтерет. Хуракасси тӑрӑхӗнчи хӑш-пӗр ҫемье ҫав кун харӑсах темиҫе ачасӑр тӑрса юлнӑ, теприсем пӗтӗм ачисене ҫухатнӑ. Пушар ялти кашни ҫемьене тенӗ пек пырса тивнӗ.
Паян, чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Хуракассинче асӑну митингӗ ирттернӗ. Ӑна шкул пулӑн вырӑнта лартнӑ монумент патӗнче йӗркеленӗ. Шкулта вара Инкеклӗ ӗҫсен министерствин вырӑнти ӗҫченӗсем ачасемпе тӗлпулма палӑртнӑ. Кӗҫӗннисем валли конкурссемпе викторинӑсем йӗркелемелле, аслӑраххисемпе пушар хӑрушсӑрлӑхӗн темипе калаҫу ирттерме, фильм кӑтартма палӑртнӑ.
Шкулсенче пултарулӑх лаҫҫисем сахал мар ӗҫлеҫҫӗ — тӗрлӗ япаласем хатӗрлеҫҫӗ: салфеткӑсем, пуканесем тата ытти. Чӑваш халӑх сайчӗ шкул ачисем ӑсталанӑ япаласене туянма шутлать. Вӗсене эпир каярах хамӑр ирттерекен конкурссенчи ҫӗнтерӳҫӗсене парнелесшӗн. Пире чӑваш эрешӗллӗ япаласем кӑсӑклантараҫҫӗ.
Пире сутас тесен чи малтанах пултарулӑх ертӳҫин (е урӑх вӗрентекенӗн) ачан ӗҫне фотоаппаратпа ӳкерсе илмелле те сӑна amartu@chuvash.org адреспа ярса памалла. Шкул ачин ӗҫӗ пире валли юрӑхлӑ пулнине хурав илсен ӑна почта урлӑ наложенный тӳлевпе ярса памалла. Шупашкара килнӗ май пире кӗртсе парсан та туянма пултаратпӑр. Пӗр ӗҫшӗн 150–300 тенкӗ тӳлеме хатӗр.
Ачасем ӑсталанӑ япаласене ҫӗнтерӳҫӗсене парне евӗр панине шута илсе эпир кашнин япалан кӗске «паспортне» хатӗрлӗпӗр: кам ӑсталанӑ, ӑҫти шкултан, кам ертсе пынипе.
Ҫитес вӑхӑтра ҫак пӗлтерӗве шкулсене ҫитерме тӑрӑшӑпӑр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |