Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Муркаш арҫынни ачисене Янӑшра вӗрентесшӗн

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 16.04.2015 20:15 | 1502 хут пӑхнӑ
Республикӑра Михаил Игнатьев патне йышӑнӑва пынсиенчен пӗри
Михаил Игнатьев патне йышӑнӑва пынсиенчен пӗри

Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев РФ Президенчӗн йышӑну пӳлӗмӗнче ҫынсене йышӑннӑ. Унта тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшакансем пынӑ.

Муркаш районӗнчи Шуркасси ялӗнчи Алим Андриянов усламҫӑ та Элтепер патне пулӑшу ыйтма ҫитнӗ. Вӑл хӑйӗншӗн пӑшӑрханса ҫӳремен-мӗн-ха. Хӑйсен ялӗнчи фельдшерпа акушер пункчӗн шӑпишӗн чунне ыраттарать иккен. Ӑна тума пуҫланӑ иккен-ха, анчах вӗҫне ҫитермен. Михаил Игнатьев тухтӑр ҫуртне кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче туса пӗтерме шантарнӑ. Шуркасси арҫынни ҫавӑншӑн Элтепере тав тунӑ иккен. Унтан вӑл хӑйӗн ачисене кӳршӗллӗ Шупашкар районӗнчи Янӑш ялӗнче хӑпартса лартнӑ ҫӗнӗ шкулта вӗрентме ӗмӗтленнине пӗлтернӗ. Ҫавӑншӑн вӑл хӑй ачисене кашни кун машинӑпа Янӑша турттарма хатӗр иккен.

Йышӑнури ытти ҫын та тӗрлӗ ыйтӑва хускатнӑ.

#Янӑш, #Шупашкар районӗ, #тӗлпулусем, #Шуркасси, #Муркаш районӗ, #шкулсем, #фельдшерпа акушер пункчӗсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем