Ҫав ачан вӗренес килмен-ши? Мӗн шутпа ҫавӑн пек хӑтланнӑ-ши вӑл? Шӳтлес тенӗ-ши? Ӑнланма йывӑр. Ҫакна халӗ йӗрке хуралҫисен уҫӑмлатма тивет.
Ку ӗҫ паян, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, пулса иртнӗ. Ирхи 8 сехет ҫурӑра полицие арҫын ача шӑнкӑравланӑ та Шупашкарти 42-мӗш шкулта бомба хуни пирки пӗлтернӗ. Кун пирки РФ ШӖМӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ хыпарлать.
Шкула полицейскисем ҫийӗнчех ҫитнӗ. Унта кинологсем те йытӑсемпе пынӑ. Шкулти 280 ҫынна ҫав самантрах эвакуациленӗ. Паллах, пӗлӳ ҫуртне, унӑн ҫывӑхӗнчи территорие полицейскисем, кинологсем тӗплӗн тӗрӗсленӗ. Нимӗнле бомба та тупайман.
Шӑнкӑравлаканӗ те ҫав шкулта ӑс пухакан арҫын ача пулнӑ-мӗн. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хӑть те мӗнле телефонран шӑнкӑравласан та полицейскисем суя хыпара пӗлтерекен йӗрӗ ҫине ӳкнине ӑнланмаҫҫӗ-ши?