Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Шупашкарта Хабиб Миначев ячӗллӗ урам пулӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 28.03.2015 19:49 | 1334 хут пӑхнӑ
Хулара «Советская Чувашия» тунӑ сӑн
«Советская Чувашия» тунӑ сӑн

Шупашкарта урамсене, тӳремсене тата ытти территорие ят парас, улӑштарас, асӑну хӑмисене вырнаҫтарас ыйтупа ӗҫлекен комисси ларӑвӗ иртнӗ.

Унта «Университетский-2» микрорайонти ҫӗнӗ урама мӗнле ят парасси пирки калаҫнӑ. Ҫапла ӑна Раҫҫей академи ӑслӑлӑхӗсен академикӗн Х.М.Миначевӑн ячӗпе хиеплеме йышӑннӑ.

Хабиб Миначевич Миначев Чӗмпӗр кӗпернинчи Хирти Пикшик ялӗнче ҫуралнӑ. Халӗ ҫав ял Патӑрьел районне кӗрет.

Кунсӑр пуҫне комисси чӑвашсен паллӑ ҫыравҫин Василий Краснов-Аслин, чӑваш композиторӗн, РСФСР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗн Федор Васильевӑн ячӗсене ӗмӗрлӗхе асра хӑварма йышӑннӑ. Вӗсен ячӗпе пулас икӗ ҫӗнӗ урама хисеплӗҫ.

Шупашкарти 28-мӗш шкула Низами поэт ячӗпе хисеплес ыйтӑва та пӑхса тухнӑ. Хулари урамсене Чӑваш Енрен тухнӑ космонавтсен Николай Бударинпа Муса Манаров ячӗсемпе хисеплес ыйту ҫинче те чарӑнса тӑнӑ. Пӑр керменне тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗн, СССР тренерӗн Анатолий Таравсов ятне парасси пирки те калаҫнӑ.

Хӑш-пӗр ыйтӑва тивӗҫтермесӗр хӑварнӑ. Пӑр керменне мӗнле ят парассине ЧР Спорт министерствипе пӗрле пӑхса тухӗҫ.

#Шупашкар, #Хирти Пикшик, #Патӑрьел районӗ, #шкулсем, #пӑр керменӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем