Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Айхи ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа — мероприяти хыҫҫӑн мероприяти

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 15.08.2014 00:11 | 1477 хут пӑхнӑ
Персона Геннадий Айхи
Геннадий Айхи

Тӗнче поэзийӗнче сумлӑ ят ҫӗнсе илнӗ хальхи вӑхӑтри сӑвӑҫ Геннадий Айхи ҫуралнӑранпа ҫурлан 21-мӗшӗнче 80 ҫул ҫитет. Елчӗк ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ ҫав чӑваш литературӑна ҫӗнӗ сывлӑш кӗртнӗ. Раҫҫейре ӑна перестройка текен самана вӑхӑтӗнче кӑна пичетлеме тытӑннӑ, тӗнчере вара ӑна тахҫанах авангардист-сӑвӑҫ евӗр пӗлнӗ.

Юбилей тӗлне республикӑра кӑҫал ҫулталӑкӗпех тӗрлӗ мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Нарӑс уйӑхӗн 19–28-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче поэта асӑнса «Г. Айхин литература картти» курав йӗркеленӗччӗ. Шкул ачисем валли ун чухне информаци сехечӗсем те иртнӗччӗ. Айхин пултарулӑхне хаклакансем пушӑн 29–30-мӗшӗсенче Наци вулавӑшӗнче «ГолосА» сӑвӑ фестивальне пухӑннӑччӗ.

Ҫурлан 22-мӗшӗнче Чӑваш наиц музейӗ «Айхин литературӑри ҫулҫӳревне» йыхравлать. Вӑл 16 сехетре пуҫланӗ.

Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче Айхин художество тӗнчен хӑйне евӗрлӗхне халалласа ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ пулмалла. Унпа пӗр вӑхӑтрах Наци вулавӑшӗ «Г. Айхин сӳнми ҫути» курав уҫӗ.

Атнер Хусанкайпа Ева Лисина пуҫарнӑ Геннадий Айхи ячӗллӗ фонд тӗрлӗ проект йӗркелесшӗн. Юпан 19-мӗшӗнче куҫаруҫӑ-сӑвӑҫсен семинар-симпозиумне пухасшӑн, ҫав уйӑхӑн 20-мӗшӗнче — Айхин «Мир Сильвии» кӗнекине 13 чӗлхепе хӑтлӗҫ, 21-мӗшӗнче — Айхин музейне тата унӑн вил тӑпри ҫине ҫитсе килесшӗн. Юбилея халалласа ытти мероприяти те ҫулталӑк тӑршшӗпех иртмелле.

#шкулсем, #Елчӗк районӗ, #наци вулавӑшӗ, #юбилейсем, #вулавӑшсем

 

Комментари:

Алевтина // 1886.81.1982
2015.01.18 20:10

Николай Иванович Золотницкие халалланӑ кун.
Раштав уйӑхӗн 18 – мӗшӗнче Салабайкассинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулта паллӑ тюрколог, этнограф, педагог, патшалӑх деятелӗ Золотницкий Николай Иванович (15.12.1829 – 26.05.1888) чӗлхеҫӗ ҫуралнине паллӑ турӑмӑр. 5 – 9 – мӗш классене ҫавра сӗтел тавра пуҫтартӑм. Н.И. Золотницкий пурнӑҫӗпе ӗҫӗ – хӗлӗ ҫинчен каласа патӑм. Н.И. Золотницкий – Урхас Кушкӑ вырӑсӗ, чӑваш шкулӗсен пӗрремӗш инспекторӗ, „Ҫулталӑк кӗнеки“, „Чӑваш кӗнеки“, кӗнекесен авторӗ, чӑваш ялӗсенче шкулсем уҫнӑ ҫутлӑхҫӑ. 7 – мӗш класри хӗр упраҫсем чӑн - чӑн тӗпчевҫӗсем вырӑнӗнче пулса курчӗҫ. Вӗсем паллӑ тюркологӑн ӗҫӗсене тӗпчерӗҫ. Ҫак ӗҫсенчен пӗри „ӳ“ сас палли пӗрремӗш хут чӑваш алфавитӗнче миҫемӗш ҫулта, мӗнле кӗнекере тата кам йӗркеленине пӗлесшӗн пулчӗҫ. Ку ҫын – Н.И. Золотницкий иккенне пӗлсен савӑнчӗҫ те, тӗлӗнчӗҫ те. Ку таранччен чӑваш ҫырулӗхне пуҫарса яраканӗ И.Я. Яковлев пулнӑ тенӗ пулсан пирӗн тюрколог татах та маларах ҫул уҫаканӗ пулнӑ тесе пӗтӗмлетӳсем турӑмӑр.
Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем