Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Вырӑнти хӑтлӑха комиссипех тӗрӗсленӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 27.07.2013 21:01 | 1572 хут пӑхнӑ

Шӑмӑршӑ районӗнче ял тӑрӑхӗсенчи социаллӑ пӗлтерӗшлӗ ҫуртсене епле тытса тӑнине, вӗсен тирпейлӗхне ятарлӑ тӗрӗслев ирттерсех пӑхса ҫаврӑннӑ. Район администрацийӗн сайтӗнче мероприяти пирки черетлӗ тесе палӑртнине шута илсен ку вӑл йӑлана кӗнӗ пулӑм евӗр пӗтӗмлетме май килет.

Комисси йышне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Валерий Фадеев хӑй ертсе пынӑ-мӗн. Тӳре-шараран тӑракан йыш Карапай Шӑмӑршӑ, Чукал тата Кивӗ Чукал ял тӑрӑхӗсене ҫитнӗ. Комисси шкулсене, ача-пӑча пахчисене, фельдшерпа акушер пункчӗсене, культура ҫурчӗсене кӗрсе ҫаврӑннӑ. Вӗсен территорийӗсене тасалӑхпа хӑтлӑх енчен хакланипе пӗрлех хӗле епле хатӗрленнине тӗрӗсленӗ.

Карапай Шӑмӑршӑ ял тӑрӑхӗнче «Утмӑлтурат» ача пахчинче чӳречесене ылмаштарнӑ, картасене ҫӗнетнӗ, ача-пӑча лаптӑкӗсене хӑтлӑх кӗртнӗ. Чукал ял тӑрӑхӗнчи шкул та ачасене йышӑнма хатӗр. Кивӗ Чукалти шкулта вара юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Унта шыв та кӗртеҫҫӗ, канализаци те тӑваҫҫӗ. Сӑмах май, Кивӗ Чукал ял тӑрӑхӗнче «Бичурга–Баишево–Вырӑс Чукал» трасса енчен пырса кӗрекен ҫула юсаҫҫӗ.

Сӑнсем (39)

#тирпейлӗх, #тӗрӗслевсем, #шкулсем, #ача пахчисем, #Карапай Шӑмӑршӑ, #Кивӗ Чукал, #Чукал, #Шӑмӑршӑ районӗ, #Карапай Шӑмӑршӑ ял тӑрӑхӗ, #Чукал ял тӑрӑхӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем