Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланас умӗн пирӗн республикӑна «Peugeot Boxer» маркӑллӑ 22 автобус илсе килнӗ. Вӗсем пурӗ 29,6 миллион тенке кайса ларнӑ.
ЧР Вӗренӳ министерстви автобуссем патшалӑх стандарчӗпе тивӗҫсе тӑни тата ачасене турттарма юрӑхли пирки ӗнентерет. Унта 22 ҫын лараять. Ӑслӑ автобус алӑк япӑх хупӑнсан вырӑнтан та хускалмасть. Шалтан та, тул енчен те ӑна хытӑ калакан ҫыхӑну хатӗрӗпе тивӗҫтернӗ-мӗн. Вӑл сехетре 60 ҫухрӑмран ытла каяймасть иккен.
Ҫав вӑхӑтрах маларах асӑннӑ ведомство унччен те шкулсене автобуссем килнине аса илтерет. Ун чух вӗсене Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун умӗн кӳрсе килнӗччӗ. «ПАЗ» маркӑллӑ 22 автобус.
Migulaj // 1230.05.7492
2013.07.26 16:50 | |
Ку сăнӳкрчĕкре каллех ют чĕлхепе тесе çырнă тесен, мана каллех лекет пулĕ? |