РФ Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейре ҫӑкӑр хакӗ ӳсме пултарать. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, хак вӑтамран 3–5 тенкӗ хӑпармалла.
Александр Ткачев министр каланӑ тӑрӑх, ку тулӑ хакӗ ӳснипе ҫыхӑннӑ. Чӑваш Ене ку мӗнле витӗм кӳрӗ?
Шупашкарти ҫӑкӑр пӗҫерекен 2-мӗш савут ҫӑкӑр хакне 4 процент ӳстересшӗн. Ыттисем ҫӑкӑр пӗҫерессине услам тесе шутламаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем хаксене улӑштарасшӑн мар.
Пӗлтӗр республикӑра 556 тонна тырӑ пухнӑ. 6 проценчӗ ҫеҫ ҫӑнӑх валли каять. Ытларахӑшӗ — выльӑх-чӗрлӗх ҫитермелле. Ҫӑнӑх авӑртмашкӑн тырра урӑх регионсенчен илсе килеҫҫӗ.
Чӑвашстат лавккари апат-ҫимӗҫ хакӗсене тишкерсех тӑрать. Кӑрлачӑн 12–18-мӗшӗсенче хаксем мӗнлерех пулнӑ?
Сахӑр, вермишель ытларах хакланнӑ — 3,3% тата 2,0%. Ҫав эрнере чӑкӑт, кӑлпасси хакӗсем те хӑпарнӑ. Купӑсташӑн, суханшӑн тата кишӗршӗн те ытларах тӳленӗ халӑх.
Помидор вара самай йӳнелнӗ — 7 процент таранах. Ҫавӑн пекех консерв, ӗне тата сысна какайӗсем, макарон, рис хакӗсем хӑпарнӑ — 2,1–1,0%.
Ҫӑнӑх, чӑх какайӗ, ҫӑмарта, сӗт, вир кӗрпи, ҫӗрулми, тип ҫу тата услам ҫу, печени те йӳнӗрех пулнӑ.
Автомобиль рынокӗнчи сӑнавҫӑсем ку енӗпе кӑҫал ним ырринех те шантармаҫҫӗ.
«Автостат» аналитика агентстви шухӑшланӑ тӑрӑх, урапа сутасси кӑҫал 15-25% чакӗ. Юлашки 15 ҫулта капла лару-тӑру пулман та-мӗн.
Премиум-класс шутланакан урапа кӑларакан компанисем кризис мӗнне уйрӑмах туйса илӗҫ. Кунта Mercedes-Benz, BMW, Audi, Porsche тата Lexus автомобильсем кӗреҫҫӗ. Люкс бренчӗллисене те савӑнмаллиех ҫук. Экономкласлӑ урапа кӑларакансем: АвтоВАЗ тата Корейӑри Hyundai-Kia экономикӑри асар-писер саманапа усӑ курса юлайӗ. АвтоВАЗӑн ҫӗнӗ моделӗсем: йӳнӗ вариантлӑ Vesta седанӗ тата X-Ray «паркетник» тата Lada Priora моделе ультрайӳнӗ йышне кӗртни урапа туянакансене илӗртессе шанаҫҫӗ. Корея концерна илсен, Hyundai Solaris тата Kia Rio лайӑх сутӑнасса шанаҫҫӗ.
Хрантсуссен Peugeot тата Citroen моделӗсене сутасси юлашки виҫӗ ҫулта 6–8 хут чакнӑ, кӑҫал та вӗсен ырри пулас ҫук. Ford моделе сутасси пӗлтӗр пӗчӗкленнӗ.
Chrysler, Jeep, SsangYong, Subaru тата Suzuki брендсем ятарлӑ саккаспа ӗҫлесси ҫине куҫма пултарӗҫ. Маларах ун пек утӑма Раҫҫей рынокӗнче сделали в Honda тунӑ. Mazda, Mitsubishi тата Volvo сутасси те кӑштах чакӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
«Ҫӗнӗ Шупашкарти коммуналлӑ сетьсем» унитарлӑ предприяти шыв пахалӑхне тӗрӗслеме яхта туянма палӑртнине, каярахпа ку шухӑша улӑштарнине унччен пӗлтернӗччӗ.
Халӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен шывшӑн тӳлемелли хак 25 процент ӳснине пӗлтернӗ. Ку ытти хуларипе танлаштарсан, 10 процент нумайрах. Предприяти ҫынни хула депутачӗсен умӗнче тухса калаҫнӑ чухне ҫакна анлӑ юсав ӗҫӗсем тумаллипе сӑлтавланӑ. Ҫӗнӗ тарифшӑн депутатсенчен чылайӑшӗ сасӑланӑ. Анчах ӑнланмалла мар: ҫамрӑк Ҫӗнӗ Шупашкарта юсав тумашкӑн мӗншӗн нумай укҫа кирлӗ? Калӑпӑр, унран чылай аслӑрах Шупашкарпа танлаштарсан.
«Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин Ҫӗнӗ Шупашкарти уйрӑмӗ палӑртнӑ тӑрӑх, асӑннӑ предприятин пӗлтӗрхи 9 уйӑхра тупӑшӗ 34,5 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Ҫавна май предприяти 5,9 миллион тенкӗ тӑракан яхта туянни те интереслӗ пек туйӑннӑ.
Хӗллехи каникул хыҫҫӑн Шупашкарти шкулсенче ачасене апатлантарнишӗн ытларах тӳлеме тивессине эпир пӗлтернӗччӗ. Ятарлӑ хушӑва республикӑн тӗп хулин администраци пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков иртнӗ ҫулхи раштавӑн 28-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ. Аса илтеретпӗр, 1–4-мӗш классем ирхи апат ҫинишӗн 19 тенкӗ тӳлемелле, кӑнтӑрлахи апатшӑн — 46 тенкӗ. 5–11-мӗш классенче вӗренекенсен ирхи апачӗ пӗчӗккисенчен кӑшт хаклӑрах: ирхишӗн 23 тенкӗ тӳлемелле. Кӑнтӑрлахишӗн вӗсене те, кӗҫӗн класрисене пекех, 46 тенкӗ кирлӗ пулать.
Шупашкар районӗнче те хаксем хӑпарнӑ. Тӗпренчӗксене унти ача пахчисене янишӗн халӗ 100 тенкӗ таран тӳлемелле. Хушӑва район администрацийӗн пуҫлӑхӗ иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнчех кӑларнӑ. Ача пахчинче 3–5 сехет пулнишӗн 54 тенкӗрен ытла тӳлемелле мар, 8–10 сехет пулакансемшӗн — 93 тенкӗ, 12 сехет пулсан — 115 тенкӗ, 24 сехет пулсан — 120 тенкӗ.
Иртнӗ ҫул ҫынсем хаксем пысӑкки тата тупӑш шайӗ пӗчӗкки пирки пӑшӑрханчӗҫ пулсан, кӑҫал та лару-тӑру ырӑ енне улшӑнасси иккӗленӳллӗ. Финанс тӗпчевӗсен наци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем ирттернӗ ыйтӑма хутшӑннисенчен 92 проценчӗ пахча-ҫимӗҫ тата улма-ҫырла хакланнишӗн кӑмӑлсӑрланнӑ, 91 проценчӗ — аш-какайшӑн, 89 — проценчӗ — коммуналлӑ тӳлевшӗн. Раҫҫей ҫыннисен пӗрре-виҫҫӗмӗш пайӗ (37 проценчӗ) инфляци пурнӑҫ пахалӑхне витӗм кӳнине палӑртнӑ. Кашни пиллӗкмӗшӗ хӑш-пӗр апат-ҫимӗҫе илме тытӑнса тӑнине пытарман.
«Халӑх шухӑшӗ» фонд тӗпчевӗ те ырринех кӑтартса паман. Пирӗн халӑхӑн ҫуррине яхӑнӗ пурнӑҫ шайӗ япӑхнине палӑртнӑ. 34 проценчӗ Ҫӗнӗ ҫул ҫитнишӗн хавасланнине пӗлтермен. Мӗншӗн тесен ҫавсем 2016 ҫулта пурнӑҫ тата йывӑрланать тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Инфляци тата пурнӑҫ пахалӑхӗ енӗпе 2015 ҫул, чӑн та, ӑнмарӗ. Росстат пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗнче кӑна апат-ҫимӗҫ хакӗ 12,1 процент хӑпарнӑ. 2014 ҫулта Раҫҫейре инфляци 11,4 процент пулнӑ. Ҫынсен ӗҫ укҫин шайӗ чӳк уйӑхӗнче кӑрлач уйӑхӗнчипе танлаштарсан 9,2 процент чакнӑ. Номиналлӑ виҫепе илсен, 5,2 процент чакса 33 пин те 857 тенке ларнӑ.
Иртнӗ ҫулӑн чӳк уйӑхӗнче бензинпа дизель топливин акцизӗсене ӳстермелли пирки Патшалӑх Думи саккун йышӑннӑччӗ. Халь вара ҫакна пула хаксем хӑҫан хӑпарасси паллӑ пулнӑ.
Бензиншӑн тата дизтопливошӑн ытларах пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тӳлемелле пулӗ. Хаксем вӑтамран пӗр литршӑн 2 тенкӗ патнелле ӳсӗҫ. Пуринчен те ытларах хак 4-мӗш класлӑ бензиншӑн хӑпарӗ. Пӗр тоннӑшӑн 3200 тенкӗ ытларах тӳлеме тивӗ. Сӑмах май, ӑна утӑ уйӑхӗ пуҫланнӑ хыҫҫӑн сутма та пӑрахӗҫ-ха. 5-мӗш класлин акциз хакӗ 2 пин таран ӳсӗ. Дизтопливо акцизӗ 4150 тенкӗ таран (пӗр тоннӑшӑн) хӑпарнӑ.
Экспертсен шухӑшӗпе бензин хакӗ ытлашши «ҫыртмӗ». Кӑрлачпа нарӑс уйӑхӗнче хак кӑшт чакма та пултарӗ. Ҫавах та куншӑн хӗпертемелле марри пирки пӗлтереҫҫӗ — ку пӗтӗмпех туянакансем сахал пулнипе ҫыхӑнӗ, апла пулсан экономикӑри лару-тӑру лайӑхах мар. Раҫҫейри топливо пӗрлӗхӗн президенчӗ Евгений Аркуша пӗлтернӗ тӑрӑх ҫулталӑк тӑршшӗпе топливо хакӗ яланах вылять — кӗркуннепе хӗлле вӑл чакать, ҫуркуннепе ҫулла вара — хӑпарать. Кӑҫал та кун шучӗпе ҫакнашкалах пулӗ.
Хӗллехи каникул хыҫҫӑн Шупашкарти шкулсенче ачасене апатлантарнишӗн ытларах тӳлеме тивӗ. Ятарлӑ хушӑва республикӑн тӗп хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков иртнӗ уйӑхӑн 28-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ.
1–4-мӗш классем ирхи апат ҫинишӗн 19 тенкӗ тӳлемелле, кӑнтӑрлахи апатшӑн — 46 тенкӗ.
5-11-мӗш классенче вӗренекенсен ирхи апачӗ пӗчӗккисенчен кӑшт хаклӑрах: ирхишӗн 23 тенкӗ тӳлемелле. Кӑнтӑрлахишӗн вӗсене те, кӗҫӗн класрисене пекех, 46 тенкӗ кирлӗ пулӗ.
Шупашкарти шкулсенче апат хакӗ 2013 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнченпе хӑпарман-мӗн. Ҫав вӑхӑтранпа апат-ҫимӗҫ хакӗ 26,7 процент хӑпарнӑ иккен. Шкулта ачасене апатлантарма тӳлесси 15 процентран ытла хӑпармасть пулмасть тесе ӗнентерет хулари тӳре-шара.
Раҫҫейре тара паракан хваттерсен хакне шута илсе рейтинг ирттернӗ. Шупашкар хули списокра чи йӳннисен йышне кӗнӗ. Кун пирки journal.mirkvartir.ru портал пӗлтерет.
Раҫҫейри 58 хулана тишкернӗ. Чи хаклисен йышне Мускав кӗнӗ. Унта пӗр пӳлӗмлӗ хваттере тара илмешкӗн уйӑхне 31677 тенкӗ тӳлемелле. Икӗ пӳлӗмлишӗн — 42589, виҫӗ пӳлӗмлишӗн 76822 тенкӗ кӑларса хумалла.
Иккӗмӗш вырӑнта — Питӗр, виҫҫӗмӗшӗнче — Сочи.
Шупашкарта вара пӗр пӳлӗмлӗ хваттере 6263 тенкӗпе тара илме пулать тесе пӗлтернӗ танлаштарӑмра. Икӗ пӳлӗмлишӗн — 8972, виҫӗ пӳлӗмлишӗн 11332 тенкӗ тӳлемелле. Чӑнах та ҫапла-ши? Тара паракан хваттерсен хакне тишкерес тӗк ҫакна калама пулать: пӗр пӳлӗмлишӗн вӑтамран 9–10 пин тенкӗ тӳлемелле.
Раҫҫейӗпе илес тӗк, хваттерсене тара илмешкӗн хак йӳнелнӗ.
Ҫӗнӗ ҫулта ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу хакӗсем хӑпармалла. Ҫутӑ хакӗ ӳсессине эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Сӑмах май каласан, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен коммуналлӑ пулӑшӑвӑн ытти хакӗ те хӑпармалла.
Ҫав вӑхӑтрах РФ Ҫурт-йӗр кодексне улшӑну кӗртни ҫынсене яваплӑрах пулма хистет. Газшӑн, электричествӑшӑн, ӑшӑшӑн тата шывшӑн вӑхӑтра тӳлемесен энеросбыт компанийӗсемпе, ҫурт-йӗр харпӑрлӑҫисемпе управляющи компанийӗсем парӑмлисем тӗлӗшпе суда ытларах тухасси тата парӑма шыраса илме коллекторсене явӑҫтарасси пирки асӑрхаттараҫҫӗ.
Пенине парӑмӑн 31-мӗш кунӗнчен шутлама пуҫлӗҫ. Ӑна рефинансированин 1/300-мӗш ставкипе шутласа парӗҫ. 91-мӗш кунтан пени 1/130 ставкӑпа танлашӗ.
Шута илме: килес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен Тӗп банкӑн рефинансировани ставки 11 процентпа танлашӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |