Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарти суту-илӳ предприятийӗсене ҫитсе килнӗ, вӗсен ӗҫӗпе паллашнӑ, таварсен хакӗпе кӑсӑкланнӑ.
Чи малтан ир-ирех Михаил Игнатьев «Николаевский» пасара ҫитнӗ. Элтепер тӗрлӗ тавар пахалӑхне пӑхнӑ тата хӑш ҫӗршывран илсе килнипе кӑсӑкланнӑ тесе пӗлтерет Элтепер Администрацийӗн пресс-служби. Сутуҫӑсем таварсен хакӗ пирки чарӑнса тӑнӑ, ҫӗрулмине пӗр килограмне 8–10 тенкӗпе сутнине пӗлтернӗ, хӑяр — 40 тенкӗпе.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ предпринимательсемпе калаҫнӑ, вӗсене хумхантаракан ыйтусем ҫине хурав панӑ. Тӗлпулу вӑхӑтӗнче обществӑлла транспорт пирки сӑмах пуҫарнӑ. «Николаевский» суту-илӳ комплексӗ патне маршрут уҫма пулмасть-ши тесе ыйтнӑ халӑх. Ыйтӑва татса пама вырӑнти ертӳлӗхе кирлӗ пек мерӑсем шырама каланӑ. «Ҫынсене пасара ҫӳреме яланах меллӗ пултӑр тесен, транспортӑн, паллах ҫӳремелле», — тенӗ вӑл сӑмаха малалла тӑснӑ май. Усламҫӑсене налук ыйтӑвӗсем те кӑсӑклантарнӑ.