Шупашкарта пахча ҫимӗҫе, аш-какая, сӗте йӳнӗ хакпа сутма ял хуҫалӑх продукцийӗн ярмӑркки ӗҫлеме пуҫланине, унта район хутшӑнассине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, унта шӑматкунсерен ҫитме пулать.
Ярмӑрккӑ ӗҫлеме пуҫланӑ пӗрремӗш шӑматкунхине, пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчисем килсе ҫитнине те эпир ҫырнӑччӗ.
Ярмӑрккӑна пуҫтарӑннисем аш-какайпа, пылпа, пахчаҫимӗҫпе, кӗрпепе, ҫӑмартапа тата ыттипе суту-илӳ тунӑ. Республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви хаксем лавккарисенчен йӳнӗрех пулнине ӗнентерет. Ҫӗрулмине, акӑ, килограммне 10 тенкӗпе сутнӑ.
Ярмӑркка ака уйӑхӗн 2-мӗшӗчченех кашни шӑматкунсерен ирхи тӑххӑртан тытӑнса кӑнтӑрла иртни виҫҫӗччен ӗҫлӗ.
Иртнӗ шӑматкун Шупашкар районӗнчисем сутма тухнӑ, 19-мӗшӗнче етӗрнесем килӗҫ, 26-мӗшӗнче — каҫалсем, акан 2-мӗшӗнче — муркашсем.