Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: хаксем

Апат-ҫимӗҫ

Вӑл е ку регионта социаллӑ пӗлтерӗшлӗ апат-ҫимӗҫ хакӗ еплине Раҫҫейӗн Экономика аталанӑвӗн министерстви хакланӑ. Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнчи тӑрӑма танлаштарса пӑхнӑ та ӑҫта хаксем мӗн чухлӗ ӳснине палӑртнӑ.

Хаксем Курган облаҫӗнче, Ненец тата Ханты-Мансийск автономи округӗсенче тата Чечен Республикинче тата Чӑваш Енре ытти ҫӗртинчен сахалрах ӳснӗ иккен.

Сӑмах май, иртнӗ уйӑха пӗлтӗрхи авӑнпа танлаштарса пӑхсан та пирӗн патра хаксем питӗ хӑпарса кайнӑ тееймӗн — эпир хаксене аван ҫӑварлӑхлакан ҫирӗм регион шутне лекнӗ.

 

Республикӑра юлашки кунсенче апат-ҫимӗҫ таварӗсен хакӗсем чакни ҫинчен палӑртаҫҫӗ. Ытти, апат таврашӗсем шутне кӗмен таварсен хакӗ вара ӳссе пырать имӗш.

Ҫурла уйӑхӗпе танлаштарсан авӑн уйӑхӗнче ҫӗрулмин (8,2%), ҫӑнӑхӑн (1,8%), сахӑр-песукӑн (0,5%), макарон таврашӗпе кӗрпесен (0,3%) хакӗсем чакнӑ.

Чӑваш Енӗн экономаталануминӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫавӑн пекех сывлӑха ҫирӗплетекен санаторисенчи пулӑшу хакӗ, туризмпа пассажир транспортӗнчи тата банк ӗҫӗнчи хаксем чакнӑ. Куллехи пурнӑҫра пулӑшу кӳрекенсен ӗҫ хакӗ те чакнӑ.

Ҫав вӑхӑтрах хаклану та пур — чи пысӑк кӑтарту ҫӑмарта хакӗпе (4,74 тенкӗлӗх ӳснӗ) ҫыханнӑ. Хаксене чӑх-чӗп хапрӑкӗсем ӳстереҫҫӗ имӗш.

Специалистсен шухӑшӗпе хаксем малалла татах та чакма пултарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/66045
 

Юпан 1-мӗшӗнчен (ытларикунран) пуҫласа инҫете каякан пуйӑссенче ҫул хакӗ йӳнелмелле — хайхи 10% сахалтарах тӳлемелле пулӗ. Ку хаксем раштавӑн 20-мӗшӗчченех пулӗҫ тесе ӗнентерет РЖД.

Хаксем йӳнелни патшалӑх монополийӗ ҫынсене кӗтмен ҫӗртен ырлӑх кӳме шутланипе ҫыхӑнман — ку вӑл улшӑнчӑк тарифа пурнӑҫланни ҫеҫ. Ӑна 2003 ҫултанпа усӑ кураҫҫӗ — ҫулталӑка тӗрлӗ тапхӑра пайланӑран кашни тапхӑрта уйрӑм коэффициент пур. Кӗр вӑхӑтӗнче, ӑнланмалла ӗнтӗ, вӑл 0.9-па танлашать.

Чӳкӗн 1–4-мӗш кунӗсенче йӳнетнӗ хаксемпе усӑ курма май пулмӗ — вӑл кунсенче билетшӑн туллин тӳлеме тивӗ.

Хальхи хаксем: купе — 3 138 тенкӗ; плацкарт — 2 008 тенкӗ.

Кӗрхи хаксем: купе — 3 012 тенкӗ; плацкарт — 1 663 тенкӗ.

 

«Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен обществин вице-президенчӗ Салман Бабаев тиеве кивӗ вакунпа турттарнишӗн хака хӑпартас ыйтӑва пӑхса тухма сӗнет. Кун пирки вӑл чукун ҫулпа турттарас ыйтупа ирттернӗ «ҫавра сӗтел» вӑхӑтӗнче палӑртнӑ. Бабаев каланӑ тӑрӑх, кивӗ вакунпа турттарма тӑкаксем те ытларах.

Тариф енӗпе ӗҫлекен федераци служби Тихвинти вакун кӑларакан савутра кӑларнӑ ҫӗнӗ йышши вакунсемпе турттаракансене маларах хаксене чакарса панӑ-ха. Ӳлӗмрен вара «Уралвагонзаводра» кӑлараканнисемпе усӑ курсан та хака чакарса парасшӑн.

Кивӗ вакунсен хакне хӑпартас ыйту патне ытахальтен пырса тухман иккен — груз турттармалли кивӗ вакунсене пула ҫул ҫинчи инкексен шучӗ ӳснӗ. Хӗлле ҫӗршывӑн Промышленноҫпа суту-илӳ министерстви кивӗ вакунсене усӑ курас вӑхӑта татти-сыпписӗр усӑ курас вӑхӑта чарас пирки каланӑ-ха, анчах ыйтӑва татса паман. Раҫҫейӗн транспорт надзорӗ кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче РЖДна кивӗ вакунсенчен чылайӑшне усӑ курма чарма хушнӑ. Апла йышӑнсан 35 пине вакуна пырса тивӗ. Вӗсенчен чылайӑшӗ, сӑмах май, «Пӗрремӗш груз компанийӗ» тата «Русагротранс» обществӑсен иккен.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.itar-tass.com/c16/891184.html
 

Монополипе кӗрешекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ Шупашкартан Мускава ҫӳрекен пуйӑс хакне тӗрӗслеме шут тытнӑ. Тӗрӗсрех, экономика тӗлӗшӗнчен мӗнпур ене виҫсе хакласах йышӑннине палӑртӗҫ. Монополипе кӗрешекенсем патне ҫапла тӗрӗслеме ыйтса республикӑн Экономика министерстви тухнӑ иккен. Асӑннӑ ведомство федерацин Атӑлҫи округне кӗрекен регионсенчи пуйӑс хакӗсене танлаштарнӑ. Ун валли министерство 100 ҫухрӑма илекен хаксене тӗпе хунӑ. Пирӗн патринчен хаклӑраххи Чулхула облаҫӗнче иккен. Ҫав вӑхӑтрах Пермь облаҫӗнче купе-вакуншӑн 25,7 процент йӳнӗрех тӳлеттереҫҫӗ-мӗн. Ӑренпур облаҫӗнче плацкартшӑн 18,9 процент йӳнӗ иккен.

Шупашкартан Мускава каякан фирма пуйӑсӗнче плацкарт вакунри вырӑншӑн билет 2007 тенкӗ тӑрать, куперишӗн — 3200 тенкӗ, люкс номере суйласан 9434 тенкӗ тӳлемелле. Автобуспа Мускава вара 1000–1200 тенкӗпе те ҫитме май пур.

Пуйӑс хакӗ пирки сӑмаха авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче республика праивтельствин ларӑвӗнче ҫӗкленӗ пулнӑ. Ун чух Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев хаксене йӳнетес майсем пуррине сӳтсе явма яваплисене хушнӑ.

Малалла...

 

Чӑваш Республикинче бензин хакне хӑпартнӑ. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх хаксем малашне те ӳсме пултарӗҫ. Вӗсен шучӗпе уйӑхран АИ-95 маркӑллӑ бензин литрӗ 33 тенкӗ пулӗ.

Чӑвашстатра пӗлтернӗ тӑрӑх ҫурла уйӑхӗ хушшинче АИ-95 маркӑллӑ бензин вӑтам кӑтартӑвӗпе 5% ӳснӗ. Паянхи кун ун хакӗ литӑршӑн - 32 тенкӗ те 16 пус, утӑ уйӑхӗнчен 1 тенкӗ те 55 пус ӳснӗ. АИ-95 бензинӑн вӑтам хакӗ ҫурла уйӑхӗнче 28 тенкӗ 90 пуса ларнӑ — утӑ уйӑхӗнчен 1 тенкӗ 42 пус нумайрах.

Паянхи кунсенче АИ-95 маркӑллӑ литр бензиншӑн заправкӑсенче ҫапларах тӑкакламалла пулӗ:

◇ «Лукойл» — 32,95 тенкӗ;

◇ «Татнефть» — 32,20 тенкӗ;

◇ «Оптан» — 32,10 тенкӗ.

Дизель топливне туяннӑ чухне вара «Лукойлта» — 33,7 тенкӗ, «Татнефтьра» — 30,80 тенкӗ, «Оптанра» — 29,50 тенкӗрен пуҫласа тӑкакламалла пулӗ.

АИ-92 маркӑллӑ бензин вара урапа водителӗсемшӗн йӳнӗрех ларӗ. Кӑшт ытларах тӳлемелле пулӗ «Лукойлта» тата «Татнефтьра», унта ҫак маркӑллӑ бензин хакӗ 29,30 тенкӗ тата 29,20 тенке ҫитет. «Оптан» заправка станцийӗнче вара ҫак бензишӑн 28,80 тенкӗ кӑна тӑкакламалла пулӗ.

Специалистсен шучӗпе, бензин хакӗ ӳснин сӑлтавӗ юлашки эрнесенчи нефть баррелӗ 109-тан 115 доллар патне ҫитсе ларнипе ҫыхӑннӑ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/65192
 

Ҫапла Чӑваш Ен Правительстви йышӑннӑ. Кунта сӑмах пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе пирки пырать. ЧР Министрсен Кабинечӗн ӗнерхи ларӑвӗнче ҫав виҫене кӑҫалхи иккӗмӗш кварталшӑн ҫирӗплетнӗ.

Кӑҫалхи кӑрлач–пуш уйӑхӗнчисенчен ӑна 4 процент хӑпартнӑ. Эсир пӗлетӗр пулӗ ӗнтӗ, пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк укҫа виҫи ҫынсен категорине кура кӑштах уйрӑлса тӑрать. Ачасем валли ҫав виҫене, акӑ, уйӑхсерен 6 пин те 162 тенкӗ кирлӗ тесе йышӑннӑ, пенсионерсене — 5 пин те 167 тенкӗ, вӑй питтисене — 6 пин те 603 тенкӗ.

 

Тем аташтарать пуль ку тетӗр пулӗ материал ятне вуласан. Ҫук, чӑнах-чӑнах: ҫӗнни йӳнелнӗ, кивви хакланнӑ. Сӑмахӑм — ҫурт-йӗр хакӗ пирки-ха. Кӑҫалхи иккӗмӗш кварталти хаксене статистсем пуш уйӑхӗн вӗҫӗнчипе танлаштарса пӑхнӑ та ҫавӑн пек пӗтӗмлетӳ тунӑ.

Ака-ҫӗртме уйӑхӗсенче ҫӗнӗ хваттерӗн пӗр тӑваткал метр хакӗ вӑтамран 40 пин те 272 тенкӗ тӑнӑ; киввин — 38 пин те 124 тенкӗ. Ҫапла вара ҫӗнӗ ҫурт-йӗр хакӗ унчченхи квартал вӗҫӗнчинчен 2 процент чакнӑ иккен, киввин 1 процент хӑпарнӑ.

 

Шупашкарта вырнаҫнӑ «Ладушка» аптека эмел тавраш туянакана хӑйӗн патне «Пирӗн хаксем чи йӳннисем!», «Кӗрсе тух та ӗнен!» йышши сӑмахсемпе илӗртнӗ.

Рекламӑна ӗненсе пӗри унта кӗрсе эмел туяннӑ. Анчах кайран тепӗр аптекӑна ҫитет те ҫав эмел 1 тенкӗ те 65 пус йӳнӗрех тӑрать иккен. Суеҫтерет тесе аптека пирки вӑл Монополипе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен федераци службин Чӑваш Енти управленине евитленӗ. Лешсем вара апла тыттарма юраманнине кура 100 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuvashia.fas.gov.ru/news/11496
 

Хирӗҫлев пикечӗ
Хирӗҫлев пикечӗ

Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тарифӗсене ылмаштарнипе килӗшмесӗр виҫӗмкун Шупашкарта хирӗҫлев пикечӗ иртнӗ иккен. Унта 20-е яхӑн ҫын хутшӑннине пӗлтереҫҫӗ. Акцие «Солидарность», «Другая Россия», «РПР-ПАРНАС» тата «Партия 5 декабря» юхӑм членӗсем хутшӑннӑ.

Демонстрацие тухнисен тӗп лозунгӗ «Ӗҫ укҫине индексацилемесӗр ҪЙКХ тарифӗсене ӳстермелле мар» тени пулнӑ иккен.

Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнчен тарифсем хӑпарасси пирки эпир хыпарланӑччӗ. Хамӑр енчен тата ҫакна пӗлтерер. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ тӳлев хакӗ уйрӑм регионта кӑна ӳсмен, ӑна Раҫҫейӗпех хӑпартнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1106.html
 

Страницӑсем: 1 ... 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, [34], 35
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Профессире ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫлӑ тапхӑр. Анчах ҫӑлтӑрсем асӑрхаттараҫҫӗ: ытлашши палӑрас е хӑвӑрӑнни ҫинче ҫине тӑрас тесе талпӑнсан, тен, плансем пурнӑҫланмӗҫ. Ахӗртнех, пурнӑҫ энергийӗ тӑрук чакнӑран коммерци операцийӗсем телешпе плансем, шанчӑксем тӳрре тухмӗҫ. Ку эрнере ӑнланманлӑхсем сиксе тухма, йӑнӑшсем пулма пултараҫҫӗ.

Чӳк, 22

1935
89
Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1957
67
Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем