Раҫҫейӗн регионӗсен ҫынсем ҫутӑпа усӑ курассин виҫине пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен палӑртмалла иккен. Кун пирки Раҫҫейӗн тариф службин электроэнергетика отрасльне йӗркелесе тӑракан управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Светлана Гудкова каланӑ.
«Ку вӑл социаллӑ нормӑсене ҫирӗплетнӗ пилотлӑ реионсене пырса тивет», — тенӗ иккен вӑл. Калаҫӑва пилотлӑ регионсенче ҫутӑн социаллӑ нормине пӗлтӗр усӑ курнине тишкерме йӗркеленӗ «ҫавра сӗтел» вӑхӑтӗнче пуҫарнӑ.
Ҫутӑшӑн нормӑна Раҫҫейре кӑҫалтан кӗртме палӑртнӑ, шыв виҫине — ҫитес ҫултан. Социаллӑ виҫерен ытларах усӑ курсан пысӑкрах тарифпа тӳлеттерӗҫ. Ун хакне регионсем хӑйсем ҫирӗплетӗҫ.
Ӗнер комуналлӑ пулӑшӑвӑн хакӗсене пӑхса тухнӑ, кун пирки республика влаҫӗн тӗп порталӗ пӗлтерет. Утӑ уйӑхӗччен хаксене хальхи пекех хӑварма шантарнӑ пулать — унтан вара вӑтамран 4,9% таран ӳсмелле.
Ӑшӑ хакӗ вӑтамран 5,2% хӑпармалла. Шывшӑн 4,7% ыталрах тӳлеме тивӗ.
Правительствӑри ларура ҫавӑн пекех управляющи компанисен ӗҫӗ-хӗлне пӑхса тухнӑ — явапсӑр темиҫе компанине те асӑннӑ. Вӗсене ытлашши тӳленӗ укҫана ҫӗнӗрен шутласа пама хушнӑ тата штрафланӑ. Михаил Игрнатьев халӑха ҫурт-йӗр тытакан хуҫалӑхӗсене ытларах тӗрӗслеме ыйтнӑ — пӗр влаҫ органӗсем кӑна пӗтӗм ӗҫе туса ҫитереймӗҫ тесе каланӑ.
Чӑваш Енӗн Статистика комитечӗ тӗрлӗ пулӑшупа япала хакне виҫӗм ҫулхи раштаврине тата пӗлтӗрхи ҫулталӑк вӗҫӗнчине танлаштарса пӑхнӑ та хаксем 6,3 процент хӑпарнине асӑрханӑ. Раҫҫейре ҫак цифра 6,5 процент-мӗн.
Официаллӑ статистикӑна ӗненсен, апат-ҫимӗҫ хакӗ пӗлтӗр 6,3 процент чухлӗ хӑпарнӑ, ҫимӗҫ мар тавар — 4,8 процент. Инфляцие тӗрлӗ пулӑшу хакӗ ӳсни ытларах витӗм кӳнӗ теме юрать, мӗншӗн тесен пулӑшушӑн пӗлтӗр унчченхи ҫулхинчен 9,5 процент чухлӗ ытларах тӳлеттерме тытӑннӑ. Кунта ҫутӑ, газ, коммуналлӑ пулӑшу хакӗ хӑпарнине те кӗртмелле-тӗр ӗнтӗ. Официаллӑ статистика медицина пулӑшӑвӗн, пассажир транспорчӗпе ҫӳренин, экскурсипе туризм тавраш, право пулӑшӑвӗ хакланнине ӗнентерет. Страхланишӗн, санатори-курортра каннишӗн, выльӑх тухтӑрӗнчен пулӑшу ыйтнишӗн пӗлтӗр унчченхинчен сахалтарах тӳлеттернӗ.
Апат-ҫимӗҫрен пӗлтӗр ҫӑмарта уйрӑмах хакланнӑ: пурӗ — 26,6 процент. Чӑкӑт, эрех, сӗт-ҫу тавраш, ҫӑкӑр, пулӑ туянма та унчченхинчен ытларах кӑларса хума тивет. Пылак ҫимӗҫ: джем, варени, повидло, пыл, ҫӑнӑх, аш-пӑш йӳнелнӗ.
Пируса йытӑ ҫимен апат теҫҫӗ те, туртакансем ӑна пӗрех туянаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Ҫурт-йӗр инспекцийӗ иртнӗ ҫул вӗҫӗнче ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ыйтӑвӗсемпе «хӗрӳ лини» ирттернӗ. Ҫак мелпе 37 ҫын усӑ курнӑ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ, 29 ҫын, Шупашкартан шӑнкӑравланӑ. Ытти хулапа района илсен, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисенче, Вӑрнарпа Шупашкар районӗсенче пурӑнакансем шӑнкӑравланӑ.
Ҫынсем пурӗ 44 ыйту панӑ. Халӑха ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшушӑн тӳлес ыйту ытларах кӑсӑклантарать иккен. Шӑнкӑравсем тӑрӑх инспекторсем халӑха ҫурт-йӗр фончӗн тӑрӑмне техника тӗлӗшӗнчен тӗрӗслесе тата нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗре тытса тӑрасси канӑҫсӑрлантарнине те асӑрханӑ.
Ҫынсене калаҫтаракан ыйтусен шутне управляющи компанисем ӑшӑ энергийӗ пирки информацие, кабель телекуравӗ вырнаҫтарни саккунлипе саккунсӑрри пирки пӗлтерменнине те, вӗри шыв вӗри маррине тата ытти хӑш-пӗр ыйтӑва кӗртмелле.
Паян республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче студентсене пуйӑспа ҫур хакпа ҫӳреме ирӗк паракан йышӑнӑва ырланӑ.
Ҫӑмӑллӑх хулаҫум ҫыхӑнупа ҫӳрекенсене кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен тытӑнса ҫӗртмен 15-мӗшӗччен тата авӑнӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 31-мӗшӗччен пуйӑс хакӗн ҫуррине кӑна тӳлеттерме йышӑннӑ. Йышӑну шкулта, вӑтам, аслӑ професси пӗлӗвӗ паракан вӗренӳ заведенийӗсенче ӑс пухакансене пырса тивет. Чукун ҫул предприятине тӑкака республика хысни шучӗпе саплаштарӗҫ.
Халӑха тӳлевлӗ пулӑшу кӳрессин хакӗсене сӳтсе явнӑ чух Леонид Офаринов депутат хутсен хакӗ хӑш чӗлхепе пичетленине кура уйрӑлса тӑнине асӑрханӑ.
Чӑваш Енре патшалӑх чӗлхи иккӗ иккенне пӗлетпӗр. Апла тӑк хутсене хӑть чӑвашла, хӑть вырӑсла яма юрать. Анчах вӗсене пичетлессин хакӗ Етӗрне хулинче хӑш чӗлхене суйланинчен килет иккен. Вырӑсла пичетлеме чӑвашлинчен икӗ хут йӳнӗрех: вырӑсла — 10 тенкӗ, чӑвашла — 20. Леонид Офаринов депутат ҫак йышӑнӑва мӗне кура тунине ӑнланманнине палӑртнӑ. «Халӑх тарҫи» асӑрхаттарнипе Хула пухӑвӗн депутачӗсем килӗшнӗ — ик чӗлхепе пичетлесен те пӗр пек тӳлеттерме йышӑннӑ.
Кӑҫал ҫӑмарта хакланса кайнине ӑна лавккара илекенсем сисрӗҫ ӗнтӗ. Сутакансемшӗн лайӑх ҫакӑ, анчах укҫа парса илекенсене «ҫыртать». Ара, кӑҫалхи ҫур ҫулта ҫӑмарта 14 процент хакланнӑ, ҫурла–юпа уйӑхӗсенче хак 35 процент хӑпарса кайнӑ. Раҫҫейӗн кайӑк-кӗшӗк союзӗнче ҫакна сезонлӑхпа ҫыхӑнтарнӑ, комбикорм хакланнипе тата суту-илӳ предпрятийӗсем самай ӳстерсе сутнипе сӑлтавланӑ.
Ҫапах та ытти апат-ҫимӗҫпе танлаштарсан ҫӑмартана специалистсем ытлашши питӗ хакланаканнисен шутне кӗртмеҫҫӗ. Ҫапах та монополипе кӗрешекен служба ҫак ҫимӗҫ хакланнин сӑлтавне тӗрӗсленӗ май Иваново облаҫӗнчи кайӑк-кӗшӗк фабрикисем тата Пушкӑртстанри курттӑм туянакансемпе пысӑк сутуилӳ сечӗсем хака каварлашса хӑпартнине асӑрханӑ. Ҫакна ҫирӗплетсе парсан вӗсене штрафлӗҫ.
Ҫак уйӑхӑн вӗҫӗнче Раҫҫейре инфляци виҫи 5,3 процентпа танлашмалла. Ҫакна ҫӗршывӑн Статистика служби пӗлтернӗ. Юпан 22–28-мӗшӗсенче инфляци виҫи 0,1 процент пулнӑ. Уйӑх пуҫланнӑранпа вара хаксем 0,5 процент хӑпарнӑ. Пӗлтӗрте те ҫак тапхӑрта япалапа тӗрлӗ пулӑшу ҫавӑн чухлӗ хакланнӑ. Анчах ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчен тытӑнса юпа уйӑхӗ вӗҫӗччен вара ун чух 5,7 хӑпарнӑ иккен.
Ку эрнере чӑх ҫӑмарти уйрӑмах хакланнӑ — ӑна туянма халӗ 3,8 процент ытларах кӑларса хумалла. Кӗр ҫитнӗ май сӗт-ҫу таврашӗ те хӑпарать. Хӑйма, тӑпӑрч, сӗт, услам ҫу тата сыр 0,3–0,6 процент хакланнӑ. Ҫав вӑхӑтрах сахӑр песукӗ 0,6 процент йӳнелнӗ, чӑх какайӗ, тип ҫу тата хуратул — 0,2 процент.
Пахча-ҫимӗҫе илсен, вӗсен хакӗ пӗр пекрех тытӑнса тӑрать темелле. Шӑл суханпа ҫӗрулми кӑна 1,1 тата 1 процент хакланнӑ. Панулми вара 0,4 процент йӳнелнӗ, купӑста — 0,2 процент.
Бензин 0,1 процент хакланнӑ, дизель топливи — 0,7 процент.
Унчченхи пӗр хыпарта хаксем пирки каларӑмӑр-ха. Сывлӑх сыхлавӗнчи пирки. Анчах ҫынсен тата юрист-нотариус патне каймалли те сиксе тухать. Унта та пуш алӑпа каяймастӑн. Тӳлевсӗр пулӑшакансем те пур-ха.
Укҫа кӑларса хума тивнине илес тӗк, халала нотариус патӗнче ҫирӗплетес тесен 1 200 тенкӗ тӳлемелле. Ҫулталӑк пуҫланнӑ вӑхӑтра ҫакӑншӑн 1 000 тенкӗ ыйтнӑ. Право пулӑшӑвӗ илсе ҫынсем ытлах тӑкакланмаҫҫӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен республикӑн юстици министерствинче. Ҫавӑнпа та ку вӑл инфляци ӳснине те витӗм кӳменпе пӗрех-мӗн. Сӑмах май, инфляцире тӳлевлӗ право пулӑшӑвӗн хакӗн тӳпи 0,00065 процент кӑна йышӑнать иккен.
Нумаях пулмасть республикӑн сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойловӑпа иртнӗ брифингра хаксем пирки ыйту хускатнӑ. «Тӳлевлӗ медицина пулӑшӑвӗ кӳресси вӑйлӑ хакланнӑ теме иртерех», — тенӗ унта Алла Самойлова.
Иртнӗ ҫулхи раштаврипе танлаштарсан иртнӗ уйӑхра массаж хакӗ унчченхинчен 54,4 процент чухлӗ хакланса кайнӑ. Шӑл кӑларма та йӳнӗ мар — асӑннӑ тапхӑртинчен халӗ 42,3 процент ытларах кӑларса хума тивет. Физиотерапи процедурисемшӗн унчченхинчен чӗрӗк процент таран нумайрах тӑкакланмалла, вар-хырӑма ультрасасӑпа тӗрӗслеттерес тесен 32 процент ытларах ыйтаҫҫӗ. Специалистсем патне малтанхи йышӑнӑва каяс тесен кӗсье ҫӳхе пулмалла мар — хаксем 14,5 процент хӑпарнӑ, пӗтӗмӗшле юн анализне пӗлес тесен 11,8 процент хаклӑрах тӳлемелле.
Тӳлевлӗ медицина пулӑшӑвӗ кӳрессин хакӗ хӑпарнӑ пулин те, Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл Атӑлҫи федераци округӗнче чи йӳннисенчен пӗри-мӗн. Кунсӑр пуҫне Алла Самойлова ытти регионта юлашки 5–6 ҫул хушшинче хаксене пӗрре кӑна мар ӳстернине, пирӗн патра юлашки вунӑ ҫулта пӗр пек тӑнине ӗнентернӗ.
Сӑмаха ҫирӗплетме уйрӑм процедурӑсен хакӗсене илсе кӑтартнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |