Ӗнер Раҫҫей правительстви хӑйне хирӗҫ санкцисем тӑратнӑ патшалӑхсенчен ытларахӑшне хирӗҫ хурав хатӗрленӗ — хӑш-пӗр апат-ҫимӗҫе вӗсенчен кӳрсе килме чарнӑ. Вӗсен шутне ӗне ашӗпе сысна ашӗ, тӗрлӗ ҫимӗҫсем, чӑх ашӗ, чӑкӑт, сӗтрен хатӗрлекеннисем кӗнӗ. Ҫӑк апат-ҫимӗҫе Европа пӗрлӗхне кӗрекен патшалӑхсенчен, АПШ-ран, Австралирен, Канадӑран тата Норвегинчен кӳрме чарнӑ.
Ӗнерех ҫак ыйту тавра ял хуҫалӑх министрӗ Николай Фёдоров журналистсемпе кӗске калаҫу ирттернӗ. «Паян пӗлтернӗ йышӑнусем ни вӑтам вӑхӑт тӑршшӗнче, ни малашнехинче инфляци ҫине япӑх витӗм кӳрессине курмастпӑр», — тенӗ вӑл. Ҫавах та ҫывӑх вӑхӑтра кӗске хушӑра хаксем хӑпарма пултарӗҫ имӗш — ку яланхилле кӑмӑл-туйӑмпа тата психологипе кӑна ҫыхӑннӑ. Хаксем инфляцие хӑпартса ярассине Раҫҫей ял хуҫалӑх министрӗ курмасть.
Николай Васильевич шухӑшӗпе ку йышӑнусем федерацири ял хуҫалӑха пулӑшӗҫ кӑна — ҫулталӑк ҫурӑ хушшинче 281 миллиард тенкӗ ытларах апат-ҫимӗҫ туса илме пултарӗҫ.
Хӑш-пӗр эксперт шухӑшӗпе вара ӗнерхи йышӑнусем хаксене кӑна хӑпартма пултарӗҫ. Апат-ҫимӗҫ туса илесси вӗсен шучӗпе ҫавах ӳсмӗ — калӑпӑша ӳстерес тесен ял хуҫалӑхне нумай укҫа-тенкӗ хывмалла.