Чӑваш Енӗн Нотариус палати хутсене хатӗрленӗ чух право тата техника енчен ӗҫленишӗн Украинӑран тарса тата куҫса килекенсенчен укҫа илес мар тесе йышӑннӑ. Ун пек шухӑш тытнине нотариуссем республикӑри хӗрарӑмсен канашӗн ыр кӑмӑллӑх фондне пӗлтернӗ.
Украина ҫыннисенчен Раҫҫейӗн Налук кодексӗпе пӑхса хӑварнӑ тарифшӑн кӑна укҫа илӗҫ. Ытти тӑкаксемшӗн пӗр пус та ыйтмӗҫ. Украина ҫыннисен хӑйсем Раҫҫее пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗ хыҫҫӑн килнине ӗнентерекен хут пулмалла.
Республикӑн Нотариус палати Украинӑран ирӗксӗр куҫса килнисене пулӑшма тесе 100 пин тенкӗ куҫарса пама йышӑннӑ.