Иртнӗ ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен тытӑнса кӑҫалхи ҫак уйӑхчен пирӗн ҫӗршывра уйрӑмах ҫӗрулми, сӗтрен хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫ, уйрӑмах тӑпӑрчӑ, тата ҫӑмарта хакланнӑ. Типҫупа чӑх какайӗ йӳнелнӗ.
OK-inform текен портал сӑнанӑ тӑрӑх, VIP-класлӑ лавккасенче апат хакланса ҫеҫ пынӑ тӑк, вӑтам тата эконом-класлисенче хаксем унталла та кунталла вылянӑ. Вӑтам класлӑ лавккасенче аш тата пулӑ самай йӳнелнӗ, VIPсенче — хакланнӑ.
Федерацин патшалӑх статистикин служби хаксене эрнесерен сӑнаса пынӑ май пуринчен ытла пахча-ҫимӗҫ (16,1 процент), ҫӑкӑр тавраш (13 процент), макарон (8,8 процент) хакланнине пӗлтернӗ. Асӑннӑ служба кӗрпе тата пӑрҫа йышшисем уйрӑмах йӳнелнине, 5 процент, палӑртнӑ иккен.
Сӑмах май, OK-inform портал потребитель карҫинккине кӗрекен ҫимӗҫсен хакне сӑнанинче ҫакӑн пек икӗ тӗрлӗ пӗтӗмлетӳ пулни пирки пуҫ ватнӑ май, тен, вӗсем хаксене урӑхрах лавккасенче сӑнанӑ-ши тесе те йӗплет. Е инфляци виҫине пӗчӗклетсе кӑтартассишӗн ҫапла тӑваҫҫӗ-ши тесе те иккӗленет.