
Йӑлари хытӑ каяша турттарас йӗрке малашне улшӑнӗ. Ҫак ыйтӑва республикӑн Правительство ҫуртӗнче ӗнер иртнӗ канашлура сӳтсе явнӑ. Ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынӑ.
Йӑлари хытӑ каяша турттарассипе ҫӗнӗ йӗрке ҫине куҫмалли хушу Мускавран килет. Килес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗччен ҫӗршывӑн мӗнпур регионӗн ҫӗнӗлле ӗҫлеме тытӑнмалла.
Пире, ахаль ҫынсене, тӳрремӗнех пырса тивекен уйрӑмлӑх хака епле тӳлеттерессипе ҫыхӑннӑ. Паян эпир, хваттерсенче пурӑнакансем, йӑлари каяшшӑн хамӑр пурӑнакан лаптӑка кура тӳлетпӗр. Малашне килте миҫе ҫын пурӑннине шута илӗҫ.
Ҫакна та палӑртар: пӗр кубла метр каяш турттарса кайса тирпейлемепирӗн республикӑри тариф 442 тенкӗ те 22 пуспа танлашать, тоннӑшӑн — 4 пин те 138 тенкӗ те 64 пуспа.

Кӑҫал нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти маршруткӑсенче хаксене ӳстернӗ. Ку таранччен карттӑпа тӳлесен 18 тенкӗпе билет туянма май пулнӑ, карттӑсӑр – 22 тенкӗ.
Ӗнер, ҫурлан 14-мӗшӗнче, хаксене татах хӑпартма йышӑннӑ. Кунашкал пӗлтерӳсене маршруткӑсенче ҫыпӑҫтарнӑ. Ҫӗнӗ тариф ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӑя кӗрӗ. Малашне карттӑсӑр тӳлесен 23 тенкӗ кӑларса хума тивӗ, карттӑпа – 19 тенкӗ.
Сӑмах май, Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗ те хула администрацине билет хакне ӳстермешкӗн ыйтупа тухнӑ.

Халӑхран пухакан сӗт хакӗ пӗр вӑхӑтра Чӑваш Енре палӑрмаллах чакса кайрӗ. Шупашкар районӗнчи Янӑш тӑрӑхӗнче ӑна, акӑ, литрне 11 тенкӗпе пухма тытӑнчӗҫ. «Ӗне усрама пӑрахмалла, йыша чакармалла», — тесе пӑшӑрханмах пуҫланӑччӗ ял халӑхӗ. Нумаях пулмасть сӗт хакӗ кӑштах хӑпарчӗ. Маларах эпӗ асӑннӑ тӑрӑхра, сӑмахран, ӑна 13 тенкӗпе пухаҫҫӗ.
Сӗт йӳнелсе кайни пирки Чӑваш Енре монополипе кӗрешекенсене евитлекенсем пулнӑ. Ҫакӑн пирки паян ирттернӗ пресс-конференцире Монополипе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен федераци службин Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫи Вячеслав Борисов пӗлтерчӗ.
Сӗте пухакансем, вӑл каланӑ тӑрӑх, каварлашман. Халӑхран пухакан сӗте ӑна тирпейлекен савутсем хайсен производствинче типӗтнӗ сӗтпе усӑ курнӑран йӳнетнӗ. Сӗтрен хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫ ГОСТпа килӗшсе тӑмаллине республикӑри виҫӗ савута асӑрхаттарнӑ, твиӗҫлӗ мерӑсем йышӑнма хушнӑ.

Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен «Чӑвашавтотранс» пассажирсене илсе ҫӳреме пӑрахни пирки, хӑш-пӗр автобус вырӑнне маршруткӑсем ҫула тухни ҫинчен хыпарланӑччӗ.
Халӗ хулара сарӑ тӗслӗ автобуссене курма ҫук. Вӗсен вырӑнне маршруткӑсем ҫӳреҫҫӗ. Ҫавӑнтанпа хаксем те ӳснӗ. Унччен автобусра билетшӑн 19 тенкӗ тӳленӗ, карттӑпа – 15 тенкӗ. Халӗ маршруткӑсенче 23 тенкӗ кӑларса хума тивет. Карттӑпа усӑ курсан – 19 тенкӗ. Эппин, хаксем ахаль маршруткӑсеннипе танлашнӑ.
Аса илтерер: ҫӗнӗ перевозчиксемпе вӑхӑтлӑх, чӳкӗн 30-мӗшӗччен, килӗшӳ тунӑ. Кун хыҫҫӑн урӑх перевозчиксем пуласса шантараҫҫӗ, вӗсем вӑтам класлӑ автобуссемпе ӗҫлӗҫ.

Росстат бензин тата дизель топливин хакӗсене танлаштарнӑ. Шупашкарта вӗсем йӳнех мар, Атӑлҫи тӑрӑхӗнче чи хакли шутланать. Чи йӳнӗ бензина Ӗпхӳре шырамалла.
Шупашкарта 1 литр бензин вӑтамран 43,7 тенкӗ тӑрать: АИ-92 – 40,8, АИ-95 – 43,96, АИ-98 – 49,7 тенкӗ. Дизель топливине вӑтамран 44,42 тенкӗпе сутаҫҫӗ.
Шупашкар хыҫҫӑн Самар каять, унти хаксем кӑшт ҫеҫ пӗчӗкрех – вӑтамран 43,41 тенкӗ. Чулхулара бензин хакӗ вӑтамран – 43,39 тенкӗ, Перьмь хулинче – 43,38 тенкӗ. Хусанта вӑтамран 43,12 тенкӗпе илме пулать.
Атӑлҫи федераци округӗнче топливо хакӗ вӑтамран 42,7 тенкӗпе танлашнӑ. АИ-98 маркӑллӑ пахалӑхлӑ бензин ӑҫта чи хаклине пӗлес килет-и? Ижевск хулинче. Вӑл унта 52,99 тенкӗ тӑрать.

Чӑваш Енри ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов халӑхран пухакан сӗт хакӗ ӳсме тытӑнассине пӗлтерет. Юлашки эрнере вӑл 10 пус хӑпарнӑ ав.
Специалистсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ҫитес 1 уйӑх ҫурӑра хак ӳссех пырӗ. Ку ҫӗршыва типӗ сӗт кӳрсе килес ӗҫе федераци шайӗнче тӗрӗслесе тӑрассипе ҫыхӑннӑ. Паянтан типӗ сӗтпе пӗр компани ҫеҫ тивӗҫтерӗ. «Пирӗн тӗллев – Чӑваш Енре 200 тоннӑна яхӑн сӗт туса илесси. Икӗ ҫулта эпир ҫакна тума пултаратпӑр», - тенӗ Сергей Артамонов.
Кӑҫал, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, тырӑ хакӗ те пысӑкрах пуласса шантараҫҫӗ. Раҫҫейри тырӑ пӗрлӗхӗн специалисчӗсен тата РФ Ял хуҫалӑх министерствин шухӑшӗпе, кӑҫал пӗр килограмм тырӑ 8 тенкӗрен кая мар пулмалла.

Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкарти ача пахчисенче апатлану хакӗ ӳснӗ. Ҫавна май ачасен рационне улӑштарнӑ.
Менюна мӗн кӗртмелли пирки ашшӗ-амӑшӗнчен ыйтса пӗлнӗ. Вӗсем какай, пахча ҫимӗҫ, улма-ҫырла ытларах кӗртме сӗннӗ. Ҫапла майпа рациона чӑх какайӗнчен пӗҫернӗ плов, ӗне какайӗнчен хатӗрленӗ гуляш, ҫӗрулмипе пӑшӑхланӑ аш, тефтелипе рис, фрикаделькипе пӗҫернӗ яшка хушма йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех ачасене груша, банан парӗҫ.
Аса илтерер: ача ушкӑна 12 сехет ҫурет пулсан халӗ 115 тенкӗ (91 тенкӗ пулнӑ) тӳлемелле. 5 сехетлӗ ушкӑнсенче - 54 тенкӗ (45 тенкӗ пулнӑ).

Утӑ уйӑхӗнчен Шупашкарта халӑх транспорчӗпе ҫӳремешкӗн хаксене татах хӑпартӗҫ. Кун пирки ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пӗлтерни тӑрӑх Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. Паян хула администрацийӗнче иртнӗ канашлура сити-менеджер хака пӗр эрне каярах ӳстерессине пӗлтернӗ.
Троллейбусра хак 1 тенкӗ, автобусра 2 тенкӗ ӳсӗ.
Аса илтерер, хулара автобуспа тата троллейбуспа ҫӳренӗшӗн хака нумаях пулмасть — нарӑс уйӑхӗнче — хӑпартнӑччӗ. Хальхи вӑхӑтра автобуспа, троллейбуспа пӗрре ларса кайнӑшӑн 18 тенкӗ, машруткӑсенче 22 тенкӗ тӳлемелле. Аллӑн укҫа тӳлемесен (сӑмах пӗрлехи транспорт картти пирки пырать) пассажирсемшӗн хак 4 тенкӗ йӳнӗрех ларать.

Чӑваш Енӗн тӗп хулинче бензинӑн вӑтам хакӗ 44,02 тенкӗпе танлашнӑ. Ҫапла майпа вӑл федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнче чи хакли пулса тӑнӑ. Кун пирки «Правда ПФО» (чӑв. «Атӑлҫи тарӑхӗнчи Чӑнлӑх») интернет-кӑларӑм хыпарлать.
Росстат пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта автомобиль бензинӗн пӗр литрӗн хакӗ 44,02 тенке ҫитнӗ. Ҫав вӑхӑтрах АИ-92 бензинӑн хакӗ – 41,4 тенкӗпе, АИ-95 – 44,14 тенкӗпе, АИ-98 вара 49,74 тенкӗпе танлашнӑ. Чи йӳнӗ бензин — Пушкӑрт Республикин тӗп хулинче: Ӗпхӳре ӑна 41,59 тенкӗпе туянма пулать. Федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пӗр литр бензинӑн хакӗ вӑтамран 42,79 тенкӗ тӑрать.
Палӑртса хӑвармалла, Чӑваш халӑх сайчӗ кӑшт маларах республикӑра бензин тӑруках 6,3 процент хакланни пирки пӗлтернӗччӗ.

Чӑваш Енре кӑҫалхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче инфляци 1,4% танлашнӑ, унӑн шайӗ, иртнӗ ҫулхи ҫак тапхӑртипе танлаштарсан, улшӑнман. Кун пирки REGNUM информаци агентстви хыпарлать.
Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи пилӗк уйӑхра апат-ҫимӗҫ — 0,8, ытти тавар 2,2% хакланнӑ, пулӑшу хакӗ 1,3% ӳснӗ. Пуринчен ытларах сахӑр писукӗ (+24%) тата ҫӗрулми (+12%) хакланнӑ. Услам ҫупа (-4,3%) тип ҫу (-3,6%) вара йӳнелӗ. Апат-ҫимӗҫ мар таварсенчен бензин тӑруках нумай хакланнӑ: пӗр уйӑх хушшинче — 6,3%.
Палӑртмалла, ҫӗршывӗпе илсен, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа бензин хакӗ 7,2% ӳснӗ. Ҫавна май Раҫҫей правительстви бензин хакне пӑхса тӑма ятарлӑ мерӑсем йышӑннӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче нефть продукцийӗн акцизӗсене чакарнӑ. Унсӑр пуҫне ӑна тулаша сутнӑшӑн тӳлеве хӑпартмашкӑн саккун проектне хатӗрлеҫҫӗ.
