Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Хыпарсем: укҫа-тенкӗ

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи банкра ӗҫлекен хӗрарӑм арҫынна ултавҫӑсен аллине лекесрен ҫӑлнӑ.

Арҫын палламан ҫынсене ӗненсе банкра пухса пынӑ 1,5 миллион тенкине тупӑшлӑ ҫӗре хурас тенӗ. Вӑл счет ҫинчен нухратне илме Строительсен урамӗнче вырнаҫнӑ банка пынӑ.

Шӑпах ҫавӑн чухне аслӑ операционист Юлия Зайцева сисчӗвленнӗ. Кун хыҫҫӑн кредит уйрӑмӗн ӗҫченӗсем вырӑна ҫитнӗ полицейскисемпе пӗрле 59 ҫулти арҫынна укҫи-тенкине палламан ҫынсем патне куҫармалла маррине ӑнлантарнӑ. Арҫын мӗн пулса иртнине каласа кӑтартнӑ.

Авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнченпе вӑл «инвестици лапамӗн представителӗсемпе» калаҫнӑ. Ҫапла арҫын вӗсем пулӑшнипе тупӑш тума ӗмӗтленнӗ.

Юлия Зайцевӑна вара полици ӗҫченӗсем тимлӗ пулнӑшӑн тав туса Тав хучӗпе тата чечек ҫыххипе чысланӑ.

 

Республикӑра
visitvolga.ru сайтри сӑн
visitvolga.ru сайтри сӑн

Республика влаҫӗ ҫитес ҫул куравсемпе фестивальсем валли мӗн чухлӗ укҫа тӑкаклассине пӗлтернӗ. Хушӑва Правительство председателӗ Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.

Пӗтӗмпе 200 ытла пин тенкӗ тӑкаклӗҫ. Списокра – 41 мероприяти, вӗсенчен 12-шӗ – тӗнче шайӗнчи, 15-шӗ – регионсен хушшинчи, 14-шӗ – регион шайӗнчи.

Чи нумай укҫа «Раҫҫейри симӗс ылтӑн» сӑра фестивалӗ валли тӑкакланӗ. Ун валли 49,7 млн тенкӗ пӑхса хунӑ. Кӑҫал, сӑмах май, фестивальте республика 28,8 млн тенкӗ кӑна тӑкакланӑ.

Шупашкарти экономика форумне ирттерме 20 млн тенкӗ пӑхса хунӑ, Чӑваш Ен Элтеперӗн Пысӑк кубокӗ валли – 15,9 млн тенкӗ. Тӗнче шайӗнчи мероприятисене илес тӗк ытларах М.Д.Михайлов ячӗллӗ Пӗтӗм тӗнчери опера фестивалӗнче ытларах тӑкакланма тивӗ, ун валли 6,75 млн тенкӗ пӑхса хунӑ.

 

Экономика

Федерацин налук служби интереслӗ статистика пирки пӗлтернӗ. Асӑннӑ орган хыпарланӑ тӑрӑх, пирӗн ҫӗршывра 8 миллион ҫын налук тӳлемест.

Асӑннӑ йышра вӑйпиттисем пирки сӑмах пырать. Вӗсем, хут тӑрӑх, ниҫта та ӗҫлемеҫҫӗ. Тупӑша кӑтартманран хайхисем пӗр пус та налук тӳлемеҫҫӗ. Сӑмах май каласан, ун пеккисенчен хӑшӗсем тӗрлӗ ҫӑмӑллӑхпа усӑ кураҫҫӗ: ача укҫи илсе тӑраҫҫӗ, ачисене лагерьсене тӳлевсӗр канма яраҫҫӗ. Путевка патне вара ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ машинӑпа пырса лараҫҫӗ.

Маларах асӑннӑ 8 миллион ҫын шутӗнче — конвертра шалу илекенсем, студентсем, вӑхӑтлӑх ӗҫлемен тата ҫывӑх тӑванӗсем (ашшӗ-амӑшӗ, упӑшкисем е арӑмӗсем тата ытти те) укҫа парса тӑнӑран ӗҫлемесӗр пурӑнакан ҫынсем те пур-мӗн.

 

Культура

Ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫыракан авторсене пирӗн республикӑра ҫулсеренех хавхалантараҫҫӗ. Кун пек укҫана ҫулсерен уйӑрса параҫҫӗ. Анчах ӑна тивӗҫиччен конкурс комиссийӗн али витӗр тухмалла.

Кӑҫалхи конкурса пӗтӗмлетнӗ ӗнтӗ. Ятарлӑ комисси юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче йышӑннӑ тӑрӑх, вӑтам классенче вӗренекен шкул ачисем валли ҫырнӑ алҫырушӑн Юрий Исаева 75 пин тенкӗ парӗҫ. Комиссие унӑн «Ар» кӗнекин алҫырӑвӗ питех те килӗшнӗ.

Аслӑ классенче вӗренекен шкул ачисем валли ҫырнӑ ӗҫсенчен Галина Антонован алҫырӑвне суйласа илнӗ. Конкурс комиссине авторӑн «Хаяр ниме» кӗнекен алҫырӑвӗ килӗшнӗ. Ӑна та 75 пин тенкӗ укҫа парӗҫ.

Сӑмах май каласан, ҫӗнтерӳҫӗ-авторсен ӗҫӗсене каярах пичетлесе кӑларӗҫ. Кӗнекене Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути кӑтартаҫҫӗ.

 

Хулара
poisknews.ru сайтри сӑн
poisknews.ru сайтри сӑн

Шупашкар хулинче ҫынсене улталанӑ тесе 39 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑм ытти ҫынпа каварлашнӑ та кредит паракан потребитель кооперативне йӗркеленӗ. Офисӗсем Шупашкарта Ленин проспектӗнче тата Гагарин урамӗнче вырнаҫнӑ.

Сахалтан та 19 ҫын унта процентсем пухмашкӑн вклад уҫнӑ. Анчах шантарнӑ тупӑша илеймен, ҫавна май вӗсен полицие кайса пулӑшу ыйтма тивнӗ. Ҫапла кооператив ҫынсене 15 миллион ытла тенкӗлӗх улталанӑ.

Хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫакӑ та интереслӗ: хӗрарӑм Киров облаҫӗнче ҫакнашкал преступлениех тунӑшӑн унччен уголовлӑ майпа явап тытнӑ. Унта вӑл сахалтан та 500 ҫынна улталаса вӗсен 320 ытла миллион тенкине вӑрланӑ.

 

Республикӑра

Канашри район сучӗ бортпроводник пулнӑ ҫынран укҫа шыраса илме йышӑннӑ. Тӗрӗсрех каласан, асӑннӑ ҫынран авиакомпани укҫа шыраса илес тенӗ-ха, суд вара тивӗҫтернӗ.

Авиакомпанисенчен пӗри бортпроводникра кӑштах ӗҫлесе пӑхнӑ ҫынна вӗрентсе тӑкакланине саплаштарас тенӗ.

2024 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Д. ятлӑ ҫын авиакомпанипе килӗшӳ алӑ пусса вӗренме кӗнӗ. Вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн унӑн ҫулталӑкран кая мар бортпроводникра ӗҫлемелле пулнӑ.

2024 ҫулхи юпа уйӑхӗнче хайхискер вӗренсе пӗтернӗ, ҫав ҫулхи раштав уйӑхӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Анчах 2025 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ӗҫрен пӑрахнӑ.

Суд хайхи ҫынна вӗрентме хӑтланса авиакомпани 144 пин тенкӗ ытларах пӗтернине палӑртнӑ. Кунта вӗрентнипе пӗрлех стипенди тӳлени те кӗрет. Кӑштах ӗҫленӗ вӑхӑта кура ҫав ҫыннӑн авиакомпание 41 308 тенкӗ тӳлемелле пулнӑ. Унсӑр пуҫне суд тӑкакӗпе патшалӑх пошлинине тепӗр 4 пин тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ.

 

Персона
max.ru/channel_chuvashia_21 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
max.ru/channel_chuvashia_21 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енри чи пуян депутатӑн уйӑхри вӑтам тупӑшӗ 18,9 миллион тенкӗпе танлашать иккен. Кун пирки МАХри «Первый чувашский» каналта пӗлтернӗ.

Унта хыпарланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енри чи пуян депутат республикӑри вӑтам ҫынран 252 хут ытларах ӗҫлесе илет.

Кунта сӑмах Николай Малов пирки пырать. Вӑл — «Ядринмолоко» тулли мар яваплӑ обществӑн генеральнӑй директорӗ. Унӑн уйӑхри тупӑшӗ 18,9 миллион тенкӗ иккен. Сӑмах май каласан, Чӑваш Енри уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫи, Росстата ӗненсен, 75 пине яхӑн тенкӗ.

Вӑтам ӗҫ укҫи тенӗрен, унта пурин шалӑвӗ те кӗрет: урам шӑлакансемпе урай ҫӑвакансен те, завод-фабрикӑсен директорӗсен те. Пӗчӗкрех укҫаллисен: «Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет», — тесе хӑйсене лӑплантарасси ҫеҫ юлать пулӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
Ял хуҫалах министерствин сӑнӳкерчӗкӗ
Ял хуҫалах министерствин сӑнӳкерчӗкӗ

Республикӑн агропромышленность комплексӗнче ӗҫлекенсен шалӑвӗ 11 процент ӳснӗ. Ҫакӑн пек пӗлтерет Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерстви. Ведомство Чӑвашстат цифрисене тӗпе хурса ӗнентернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенче асӑннӑ отрасльте ӗҫ укҫи уйӑхсерен вӑтамран 66 пин те 903 тенке ларнӑ. Пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен ку цифра 11 процент пысӑкрах.

Ял хуҫалӑх отраслӗнче тӑрӑшакансем уйӑхсерен вӑтамран 63 пин те 314 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ, апат-ҫимӗҫ отраслӗнче вӑй хуракансен ӗҫ укҫийӗ вара уйӑхсерен вӑтамран 69 пин те 159 тенке ларнӑ.

Чӑваш Енӗн агропромышленность комплексӗнче кӑҫалхи кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенче 19 пин те 157 ҫын ӗҫленӗ, ку вӑл пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен 1,9 процент (е 325 ҫын) нумайрах.

 

Политика

Патӑрьел округӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Рудольф Селиванов тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе Патӑрьел районӗн судне пӑхса тухма ярса панӑ. Унпа пӗрле муниципалитет учрежденийӗн пӗр ӗҫченне суд тӑвӗҫ.

Следстви версийӗ тӑрӑх, Рудольф Селиванов 2023-2025 ҫулсенче Патӑрьелти Канаш урамӗнчи авариллӗ ҫуртра пурӑнакансене куҫарас вырӑнне 14 миллиона яхӑн тенке администрацири пӳлӗмсене юсама янӑ, ҫав шутра – хӑйӗнне те.

Кунсӑр пуҫне вӑл 2025 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче служба машинипе аварие лекнӗ, анчах яваплӑхран тата машинӑна юсассипе ҫыхӑннӑ расхутсенчен пӑрӑнас тесе шар курнӑ водителе айӑпа хӑйӗн ҫине илме ӳкӗте кӗртнӗ. Ҫавӑн пекех вӑл служба машини рулӗ умӗнче «ларнӑ» водителе тупнӑ. Кун хыҫҫӑн Рудольф Селиванов хушнипе администраци ӗҫченӗ ҫав ҫынна каярахри кунпа ӗҫе илнӗ. Страхлав компанийӗ валли те суя документсем хатӗрленӗ – тӑкак 400 пине яхӑн тенкӗпе танлашать.

 

Экономика
chgtrk.ru видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
chgtrk.ru видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Пирӗн республикӑра халӑх укҫипе усӑ курса ял-хулана илемлетеҫҫӗ. Тӳрех палӑртса хӑварар: пӗтӗмпех халӑх кӗсйине кӗрсе каймаҫҫӗ, тӑкакӑн пӗр пайне халӑхран пухаҫҫӗ, ыттине хыснаран уйӑраҫҫӗ.

Сӑмах май каласан, «Ниме - халӑх хысни» программӑпа ҫитес ҫул туса ирттермелли проектсемшӗн халӗ шӑпах сасӑлав пырать, вӑл паян вӗҫленет.

Чӑваш Енӗн патшалӑх телевиденийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх. ниме программӑпа Вӑрнар районӗнчи Малти Ишек тӑрӑхӗнче те ӗҫ вӗрет. Ҫӑлкас Кӑкшӑмра нумай пулмасть купель туса лартнӑ, каҫхине вырӑна хунарпа ҫутатса тӑраҫҫӗ. Ҫитес ҫул Малти Ишек тӑрӑхӗнче территори уйрӑмӗнче 13 проект пурнӑҫа кӗртме палӑртса хунӑ, 5-шӗ — Ҫӑлкас Кӑкшӑмра. Ӗҫ-пуҫӑн пӗтӗмӗшле хакӗ — 36 миллион тенкӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ... 369
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ан васкӑр, кашни шухӑша практикӑра тӗрӗслӗр. Финанс ыйтӑвӗсемпе, иккӗленӳллӗ сӗнӳсемпе питӗ асӑрханӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗлтерӗшлӗ калаҫу пулма пултарӗ, ӑна ӑнланма тӑрӑшӑр.

Юпа, 31

1927
99
Волков Геннадий Никандрович, преподаватель, прозаик, публицист, педагогика ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1971
55
Миттов Анатолий Иванович, живописец, график вилнӗ.
1976
50
Волкова Мария Андреевна, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ.
2002
24
Зайцев Алексей Степанович, СССР патшалӑх премийӗн лауриачӗ, производство йӗркелевҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем