
Ҫак кунсенче Чӑваш Енре чи лайӑх таксиста палӑртнӑ. Ку ята кӑҫал кам тивӗҫнӗ-ха? Ҫӗнтерӳҫӗ Дмитрий Осипов пулса тӑнӑ.
«Раҫҫейри чи лайӑх таксист» конкурсӑн регионти тапхӑрӗ Шупашкар хулинче иртнӗ. Унта 22 ҫын хутшӑнма кӑмӑл тунӑ, вӗсенчен пӗри – хӗрарӑм.
Конкурса хутшӑнакансем ҫул-йӗр правилисене тата саккунсене мӗнле пӗлнине кӑтартнӑ. Унтан вӗсене 9 тӗрлӗ хӑнӑхтару пурнӑҫлама хушнӑ. Ҫак шутра таксистсем ача креслине тӗрӗс тата хӑвӑрт вырнаҫтарса кӑтартнӑ.
Ӑмӑртура мала тухнӑ Дмитрий Осипова 15 пин тенкӗлӗх сертификатпа чысланӑ. Унӑн ӑмӑртӑвӗ кунпа вӗҫленмен-ха, чи лайӑх таксистӑн республика чысне Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртура хӳтӗлеме тивӗ.

Шупашкар хулинче пурӑнакан 23 ҫулти каччӑ каллех ултавҫӑсен аллине лекнӗ.
Вӑл пӗр сайтра театра каймалли икӗ билет туянма тӑнӑ. Кашнийӗ 5-шер пин тенкӗ тӑнӑ. Вӑл укҫа куҫарнӑ, анчах билетсӑрах юлнӑ. Пулӑшу службине шӑнкӑравласан ӑна саккаса тӗрӗс мар тунине пӗлтернӗ. Укҫана тавӑрма ӑна каллех укҫа куҫарма хушнӑ – хальхинче икӗ хут ытларах.
Каччӑ куҫарнӑ. Анчах чат-ботра каллех йӑнӑш пирки пӗлтернӗ, тепре укҫа куҫарма ыйтнӑ. Счечӗ ҫинчен 80 пин тенке яхӑн ҫухалсан тин вӑл ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнланнӑ. Кун хыҫҫӑн унӑн полицие кайма тивнӗ.

Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Элӗк ялӗнче пурӑнакан Ольга Логинова тахҫантанпах тӗрленӗ. Халӗ вара чун киленӗҫӗ тупӑш паракан ӗҫ пулса тӑнӑ.
2025 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Ольга Логинова «Пир-авӑр пусма ҫинчи тӗрӗ» проект хатӗрлесе ӑна хӳтӗленӗ. Ҫапла вӑл социаллӑ контракт ҫырса ӗҫне аталантарма патшалӑхран 350 пин тенкӗ илнӗ. Ку укҫапа вӑл тӗрлемелли машина туяннӑ, мастерской уҫнӑ.
Ольга Логиновӑна наци тӗрри илӗртет: вӑл хӑйӗн аллипе наци костюмӗсем ҫине эрешсем тӑвать, «ҫинҫе пирпе» ӗҫлет.
Ольгӑн – виҫӗ ача. Социаллӑ контракт ӑна ҫемйине тӑрантармалли тупӑш тума май панӑ.

Куртка вырӑнне 2 пачка спагетти илнӗ. Кун пекки те пулать пурнӑҫра – ултавҫӑсем Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче вӗренекен 20 ҫулти студента шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ.
Вӑл тӗнче тетелӗнче, тӳлевсӗр пӗлтерӳсен сайтӗнче, 6,5 пин тенкӗпе сутӑнакан куртка тупнӑ та ӑна илес тесе сутуҫӑпа ҫыхӑннӑ. Лешӗ ӑна тавара сервис тулашӗнчи мелпе ярса пама шантарнӑ. Студент ӑна куншӑн укҫа куҫраса панӑ. Анчах тавар килсен уҫса пӑхнӑ та – унта 2 пачка спагетти выртнӑ.
Полицейскисем ултавҫа тупса палӑртнӑ: вӑл – Краснодар крайӗнчи 17 ҫулти каччӑ. Ҫакӑ паллӑ: вӑл унччен те кун пек преступленисем тунӑ. Хальхинче те ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

55 ҫулти хӗрарӑм полици ӗҫченӗсем патне пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, унӑн кӳрши пысӑк укҫана тавӑрмасть иккен.
Ӑна хайхи 45 ҫулти кӳрши 1,3 млн тенкӗлӗх тӑкак кӑтартнӑ. Вӑл ултавҫӑсен витӗмӗнче пулнӑ-мӗн. Вӑл вӗсен серепине утӑ уйӑхӗнчех лекнӗ. Мессенджерта вӑл пысӑк тупӑш сӗнекен пӗлтерӳ курнӑ. Ӑна-кӑна пӗлмесӗр хӗрарӑм телефонӗ ҫине сарӑм лартнӑ, хӑйӗн укҫине хывнӑ тата кредитсем илнӗ. Вӑл 55 ҫулти кӳршин телефонӗ урлӑ заёмсем те илнӗ.
Счет ҫинчен пысӑк суммӑна кӑларма тӑрсан аферистсем тепӗр счет уҫма ыйтнӑ. Пӗтӗмӗшле хӗрарӑм вӗсене 3 млн ытла тенкӗ куҫарса панӑ.
Полици ӗҫченӗсемпе темиҫе сехет калаҫнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ вӑл ултавӑҫен серепине лекнине ӑнланнӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан 43 ҫулти хӗрарӑмӑн питӗ качча каяс килнӗ пулмалла. Вӑл хальччен качча кайса курман. Ӑна пӑснӑ тесе шухӑшланӑ. Савнийӗпе уйрӑлсан вара юмӑҫран пулӑшу ыйтнӑ.
Вӑл юмӑҫпа кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче тӗнче тетелӗнче калаҫма пуҫланӑ. Хӗрарӑм унран савнине каялла тавӑрса пама, пӑснине илме ыйтнӑ. Ҫаксене йӑлтах сӑнӳкерчӗк тӑрӑх тума май пурри-ҫуккипе кӑсӑкланнӑ.
Юмӑҫ савнийӗ ӑна юратнине, анчах ӑна апат-ҫимӗҫ мар, масар урлӑ уйрӑлмалла тунине каланӑ. Ҫавӑнпа ритуал кӑткӑс-мӗн, юмӑҫ куншӑн 50 пин тенкӗ ыйтнӑ.
Ҫапла хӗрарӑм тӑватӑ уйӑх юмӑҫ ритуалӗсемшӗн укҫа куҫарса тӑнӑ. Анчах савнийӗ таврӑнма шухӑшламан та. Кун хыҫҫӑн тин лешӗ юмӑҫ мар, ултавҫӑ пулнине ӑнланнӑ. Хайхи «юмӑҫ» ҫыхӑнӑва та тухма пӑрахнӑ. Хӗрарӑмӑн ирӗксӗрех полицие кайса пулӑшу ыйтма тивнӗ. Вӑл юмӑҫа пӗтӗмпе 100 ытла пин тенкӗ куҫарса панӑ.

Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Чӑваш Республикинчи бюджет тытӑмӗнче ӗҫлекенсен шалӑвӗ 7,8 процент ӳсӗ. Проекта республикӑри Финанс министерстви хатӗрленӗ.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, ӗҫ укҫи патшалӑх учрежденийӗсенче вӑй хуракан ҫынсен ӳсӗ. Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче окладсене тата ставкӑсене 7,8 процент чухлӗ индексаци тӑвӗҫ. Ку муниципалитет учрежденийӗсенче ӗҫлекенсене те пырса тивет. Тӗпрен илсен, сӑмах кунта вӗренӳ, сывлӑх сыхлавӗн, культура, спорт, социаллӑ хӳтлӗх отраслӗсем тата ытти тытӑм пирки пырать.
Аса илтерер: юлашки хутчен бюджетниксен ӗҫ укҫи 2025 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ӳснӗ. Ун чухне окладсене 8,7 процент чухлӗ индексаци тунӑ.

Вӑрнар поселокӗнче пурӑнакан салтакӑн тӑлӑх арӑмӗ ултавҫӑсене 10 миллион тенкӗ парса янӑ.
29 ҫулти хӗрарӑмӑн упӑшки ятарлӑ ҫар операцийӗнче вилнӗ. Ултавҫӑсем ӑна куншӑн патшалӑх хушма тӳлевсем парать тесе суйнӑ та харпӑр даннӑйсене ыйтнӑ. Анчах кайран вӗсене ют ҫынсем пӗлнӗ тесе хӑратма тытӑннӑ. Ҫапла хӗрарӑм вӗсем хӑратса пӗтернипе «Тӗп банк ӗҫченӗсене» 10 миллион ытла тенкӗ парса янӑ.
Улталаннине вӑл кайран хӑйех ӑнланнӑ та полицие кайнӑ. Юрать-ха, пакунлисенчен вӑхӑтра пулӑшу ыйтнӑ. Хусантан Вӑрнара таксипе юлнӑ тепӗр 1,5 миллион тенке илме килнӗ икӗ курьера кун хыҫҫӑн тытса чарнӑ.

Шупашкар хулинче пурӑнакан арҫын ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ салтакӗн картти ҫинчен 1 млн яхӑн тенкӗ вӑрланӑ.
Вӑл салтака банк карттине илнӗ чухне пулӑшу сӗннӗ. Анчах хӑй ҫав вӑхӑтра карттӑна сӑн ӳкерсе юлнӑ та ҫулталӑк тӑршшӗпе мобильлӗ сарӑм урлӑ укҫа-тенке илсе тӑнӑ, таварсемшӗн тӳленӗ. Ҫапла вӑл салтак картти ҫинчен пӗтӗмпе 930 пин тенкӗ вӑрланӑ.
Следстви пуҫлансан арҫын тӑкака йӑлтах саплаштарнӑ. Суд ӑна 200 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Сӑмах май, салтак картти ҫинчен укҫа-тенкӗ вӑрланӑ тӗслӗхсем унччен те пулнӑ. Шел те, ҫынсем ҫӑмӑл майпа пуйса юласшӑн. Анчах ваттисем калашле, ҫӑмал укҫа пулмасть, вӗренӗн те вӗҫӗ пур.
Асӑрхаттаратпӑр: урамра картта тупса унпа лавккара тӳлени те укҫа вӑрлани шутланать.

Шупашкар хулинчи шкул ачи ултавҫӑсене ашшӗ-амӑшӗ пухнӑ 15 миллион тенке парса янӑ.
Ҫапла хӑтланнӑ 9-мӗш класра вӗренекен хӗр. Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та транспорт компанине посылка килнине, курьер ӑна пырса парассине пӗлтернӗ, смс-ҫырупа килнӗ кода калама хушнӑ. Хӗр шӑпах тата амӑшӗ посылка кӗтнине пӗлнӗ, ҫавӑнпа пӗрре те иккӗленмен, палламан ҫынна кода каланӑ. Унтан палламан ҫынсем ӑна хӑратма пуҫланӑ, видеоҫыхӑну урлӑ калаҫса килӗнче мӗн пуррине пӑхнӑ. Ку «ухтару» пулнӑ-мӗн, ҫакна тума полицейскисем хӑйсем килеймен. Хӗр килте укҫа шыраса тупнӑ, палламан ҫынсене кӑтартнӑ. Лешсем ӑна «деклараци тума» ӳкӗте кӗртнӗ. Ҫакна тусанах каялла тавӑрса параҫҫӗ-мӗн.
Хӗр таксипе Ҫӗрпӳ округне ларса кайнӑ та курьерпа тӗл пулнӑ, «коза» пароле пӗлтерсе ӑна пӗтӗм укҫана, 15 миллион тенке, тыттарса янӑ.
