Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: укҫа-тенкӗ

Хулара
avangard.press сайтри сӑн
avangard.press сайтри сӑн

Шупашкар хулинчи шкулта вӗренекен 16 ҫулти хӗр ултавҫӑсене 2 миллион тенкӗ парса панӑ.

Ку укҫа ашшӗ-амӑшӗн пулнӑ. Вӗсем ӑна машина туянма пухнӑ. Хӗр патне «шкулти секретарь» шӑнкӑравланӑ, пӗтӗмпех ҫавӑнтан пуҫланнӑ. Хайхи «секретарь» электрон журналта регистрациленмелле тесе телефон ҫине смс-ҫырупа килнӗ кода калама хушнӑ. Кун хыҫҫӑн палламан ҫынсем шкул ачинчен хӑпман, ҫине-ҫинех шӑнкӑравланӑ, хӑрата-хӑрата килти укҫана «деклараци тумалла» тесе ӗнентернӗ.

Хӗр патне курьер килнӗ. Вӑл ӑна 2 миллиона яхӑн тенкӗ тыттарса янӑ. Укҫа ҫухалнине ашшӗ-амӑшӗ тепӗр кунхине кӑна асӑрханӑ

 

Республикӑра
cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пурнӑҫ йӳнелсе мар, хакланса пынине эпир тахҫанах хӑнӑхса ҫитрӗмӗр пулӗ ӗнтӗ. Халӗ, ав, ҫак уйӑхран ҫӳп-ҫап турттарнишӗн унчченхинчен икӗ хут ытларах тӳлеме тытӑнӑпӑр.

Нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем уйӑхсерен 139 тенкӗ те 55 пус кӑларса хума пуҫлӗҫ, уйрӑм ҫуртсенче пурӑнакансем — 149 тенкӗ та 85 пус. Ку вӑл — кашни ҫын пуҫне.

Унччен 60 тенкӗрен пуҫласа 73 тенкӗ таран тӳленӗ ҫынсем квитанцири ҫӗнӗ цифрӑна аван туйса илӗҫ.

«Ситиматик Чӑваш Ен» регионти оператор хака республикӑн Тариф служби ҫирӗплетнине пӗлтерет.

Сӑмах май каласан, кӳршӗллӗ регионсенче те хак йӳнӗ мар. Саранск хулинче хак унчченхи 150 тенкӗрен 167 тенке ҫитнӗ, Чӗмпӗр облаҫӗнче нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем 143 тенкӗ тӳлеҫҫӗ, уйрӑм ҫуртсенчисем — 147 тенкӗ.

 

Политика
forum.na-svyazi.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн ҫӗнӗ йышне суйланнӑ депутатсенчен хӑшӗсем укҫалла ӗҫлесси паллӑ.

Парламентӑн спикерӗ шалупа тӗрлӗ хавхалантару укҫине премьер-министрпа тан илет-мӗн, унӑн пӗрремӗш ҫумӗ — пӗрремӗш вице-премьер шайӗнче, ытти ҫумсем — вице-премьер шайӗнче, комитет председателӗсем — министрсен шайӗнче, вӗсен ҫумӗсем — министрӑн 2/3-мӗш шайӗнче, депутатсем — министрӑн 1/-мӗш шайӗнче.

Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Председателӗ пулса Леонид Черкесов ӗҫлет, Виктор Горбунов — парламент председателӗн ҫумӗ тата экономика политикин комитечӗн председателӗ; Александр Кузнецов парламент председателӗн ҫумӗ тата патшалӑх строительствин комитечӗн председателӗ; Владимир Викторов — парламент председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ тата социаллӑ политика комитечӗн председателӗ; Роман Алексеев — аграри ыйтӑвӗсен комитечӗн председателӗ; Юрий Богданов — граждан оборонин комитечӗн председателӗ; Андрей Васильев — ҫурт-йӗр политикин председателӗ; Юрий Попов — аграри ыйтӑвӗсен комитечӗн председателӗн ҫумӗ. Асӑннӑ ҫынсем пурте — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти членӗсем.

Малалла...

 

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Укҫа тесен шапа та алӑ тӑсать теҫҫӗ. Этем тени пысӑк вырӑн йышӑнать-и, пӗчӗк-и — укҫа никама та чӑрмантармасть. Пысӑк укҫа ҫаврӑнакан вырӑнта пысӑкрах укҫа вӑрлама май килсен пӗчӗкреххисем вара пӗчӗкрех укҫа вӑрлама тӑрӑшаҫҫӗ курӑнать.

Ҫӗмӗрле районӗн территори пайӗн пуҫлӑхӗ халӑхран шыв пӑрӑхӗ тума пухнӑ укҫана хӑйӗн кӗсйине пӗтӗрсе чикнӗ. Ара халӗ нимелле ӗҫ тӑвасси йӑлана кӗрсе кайрӗ-ҫке. Тепӗр майлӑ каласан, пӗр пайне (паянхи куна илсен, Турра шӗкӗр, пӗчӗкрех пайне) ҫынсем пухса параҫҫӗ, ыттине хыснаран уйӑраҫҫӗ.

Ҫӗмӗрле районӗнчи пӗр ялта та нимелле ӗҫ тума халӑхран укҫа пухнӑ. Пӗтӗмпе 525 пин тенкӗ пухӑннӑ. Анчах ӑна пуҫтарнӑ хӗрарӑм кассӑна 371 пин тенкине ҫеҫ панӑ, ытти 154 пин тенкине хӑйӗн тунӑ.

 

Республикӑра
forum.na-svyazi.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енре вейп сутма пӑрахӗҫ. Маларах ун пек саккуна ҫӗршыври хӑш-пӗр регионта йышӑнкаларӗҫ-ха. Сӑмахран, кӳршӗллӗ Тутарстанра.

Пирӗн республикӑра никотинлӑ электрон тытӑма 2027 ҫулхи пуш уйахӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2032 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен сутма чарӗҫ. Табакпа никотинлӑ ытти продукцие лицензи пулсан ҫеҫ сутма юрӗ. Лицензи илме 20 пин тенкӗ парса патшалӑх пошлини илмелле.

Ҫӗнӗ йӗрке 2 490 суту-илӳ точкине пырса тивӗ. Лицензи панипе хыснана 50 миллион тенкӗ укҫа килӗ.

Лицензи парас ыйтӑва республикӑн Экономика аталанӑвӗн министерстви тӗрӗслесе тӑрӗ, вӑлах лицензи парӗ. Кун валли министерствӑн штатне ӳстерӗҫ. Хыснаран ҫак тӗллевпе 7,27 миллион тенкӗ уйӑрмалла. Унсӑр пуҫне тата ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтерме тепӗр 636 пин тенкӗ кирлӗ пулӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Патӑрьел районӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑма патшалӑха улталанӑшӑн явап тыттарӗҫ. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 159-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Ҫав хӗрарӑм социаллӑ контракт илнӗ. 2023 ҫулхи пуш уйӑхӗнче вӑл хӑйӗн тупӑшне пытарнӑ та сахал тупӑшлӑ ҫын пек регистрациленнӗ. Ун хыҫҫӑн вӑл «Социаллӑ пулӑшу паракан центр» хысна учрежденине усламҫӑ пулса тӑма укҫа ыйтса заявлени панӑ. Ӑна 350 пин тенкӗ уйӑрса панӑ. Анчах хӗрарӑм вӑл укҫапа тивӗҫлипе усӑ курман, хӑй пӗлнӗ пек тӑкакланӑ.

Укҫана хыснана каялла шыраса илме Патӑрьел районӗнчи прокуратура граждан тавӑҫӗ хатӗрленӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫиле ӗҫе районти суда ярса панӑ.

 

Политика
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне тытса тӑма хакланӗ. Тепӗр 28 процент, е укҫа ҫине куҫарсан ку вӑл 173 миллион тенкӗрен ытларах пулӗ.

Республика парламентне тытса тӑма кирлӗ тӑкак кӑҫалхи 135,9 миллион тенкӗрен 173.8 миллион тенке ҫитӗ. Ку цифрӑсене республика хыснин проектӗнче палӑртса хӑварнӑ.

Паян, юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, «халӑх тарҫисем» республика хыснине улшӑну кӗртмессине пӑхса тухӗҫ.

Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗ валли уйӑракан укҫа-тенкӗ виҫи хальхинчен 37,9 миллион тенкӗ ӳсӗ. «Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав шутран ытларах пайӗ, пурӗ 35,4 миллион тенкӗ, персонала тытса тӑма кайӗ.

2024 ҫулта республикӑн Патшалӑх Канашӗ валли 113,3 миллион тенкӗ уйӑрнӑ, 2025 ҫулта - 135,9 миллион тенкӗ.

 

Хулара
life.ru сайтри сӑн
life.ru сайтри сӑн

Шупашкарти полици участокне 59 ҫулти арҫын пулӑшу ыйтма килнӗ. Вӑл хӑйӗн Toyota Rav4 машинине сутнӑ та ҫавӑн пеккинех, анчах ҫӗнӗреххине, илме шутланӑ. Мессенджерта вӑл пӗр ушкӑн тупнӑ. Унти ҫынсем ют ҫӗршывсенчен транспорт туянса кунта илсе килеҫҫӗ-мӗн.

Арҫын «менеджерпа» ҫырӑнма пуҫланӑ. Лешӗ пӗтӗмпех тӗплӗн ӑнлантарса панӑ, кирлӗ даннӑйсене ыйтнӑ, суту-илӳ договорне хатӗрленӗ. Документ ҫинче алӑ пусни те, пичетсем те пулнӑ. Ку суя мар иккенне кӑтартма палламан мар ҫын паспорт копине те янӑ.

Шупашкарти арҫын ӑна шаннӑ, утӑ тата ҫурла уйӑхӗсенче автомобиль илме тесе темиҫе хутчен укҫа куҫарнӑ. Пӗтӗмпе — 2,5 миллион тенкӗрен ытларах. Ку укҫан пӗр пайне вӑл кредит илнӗ. Машинӑна ҫурла уйӑхӗнче кӳрсе килмелле пулнӑ, анчах палӑртнӑ вӑхӑтра иномарка ҫитмен. «Сутуҫӑсем» вара ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ.

Арҫын ултав серепине лекнине юпа уйӑхӗнче ҫеҫ ӑнланнӑ. Полицие кайса пулӑшу ыйтма тивнӗ.

 

Чӑвашлӑх

Иртнӗ эрнере, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Ҫӗпӗрти федераци округӗ

«Гордость нации — 2026» (чӑв. Наци мӑнаҫлӑхӗ) пӗтӗм Раҫҫейри VII преми лауреачӗсене чысланӑ. Мероприяти Ҫӗнҫӗпӗр хулинче пулса иртнӗ.

«Эффективный лидер» (чӑв. Тухӑҫлӑ ертӳҫӗ) номинацире III степеньлӗ ларуеат ятне Вероника Тимфоеева тивӗҫнӗ.

Вероника Тимофеева — Иркутск облаҫӗнчи чӑвашсен «Юлташ» автономине чылай ҫул ертсе пырать. Вӑл чӑваш йӑли-йӗркипе ҫыхӑннӑ тӗрлӗ мероприяти (ҫав шутра концерт, ӑсталӑх лаҫҫи, курав) час-часах йӗркелесе ирттерет. Тӑван халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркине упраса хӑварассишӗн тӑрӑшакан хӗрарӑм ҫине тӑнипе асӑннӑ тӑрӑхра чӑвашсем пирки пӗлме ҫеҫ мар, унӑн пуян культурипе паллашма пултараҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall279459738_6992
 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи банкра ӗҫлекен хӗрарӑм арҫынна ултавҫӑсен аллине лекесрен ҫӑлнӑ.

Арҫын палламан ҫынсене ӗненсе банкра пухса пынӑ 1,5 миллион тенкине тупӑшлӑ ҫӗре хурас тенӗ. Вӑл счет ҫинчен нухратне илме Строительсен урамӗнче вырнаҫнӑ банка пынӑ.

Шӑпах ҫавӑн чухне аслӑ операционист Юлия Зайцева сисчӗвленнӗ. Кун хыҫҫӑн кредит уйрӑмӗн ӗҫченӗсем вырӑна ҫитнӗ полицейскисемпе пӗрле 59 ҫулти арҫынна укҫи-тенкине палламан ҫынсем патне куҫармалла маррине ӑнлантарнӑ. Арҫын мӗн пулса иртнине каласа кӑтартнӑ.

Авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнченпе вӑл «инвестици лапамӗн представителӗсемпе» калаҫнӑ. Ҫапла арҫын вӗсем пулӑшнипе тупӑш тума ӗмӗтленнӗ.

Юлия Зайцевӑна вара полици ӗҫченӗсем тимлӗ пулнӑшӑн тав туса Тав хучӗпе тата чечек ҫыххипе чысланӑ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 369
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ан васкӑр, кашни шухӑша практикӑра тӗрӗслӗр. Финанс ыйтӑвӗсемпе, иккӗленӳллӗ сӗнӳсемпе питӗ асӑрханӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗлтерӗшлӗ калаҫу пулма пултарӗ, ӑна ӑнланма тӑрӑшӑр.

Юпа, 31

1927
99
Волков Геннадий Никандрович, преподаватель, прозаик, публицист, педагогика ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1971
55
Миттов Анатолий Иванович, живописец, график вилнӗ.
1976
50
Волкова Мария Андреевна, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ.
2002
24
Зайцев Алексей Степанович, СССР патшалӑх премийӗн лауриачӗ, производство йӗркелевҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй