Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкарта пурӑнакан, республикӑри пысӑк производство комплексӗсенчен пӗринче инженерта ӗҫлекен 62 ҫулти хӗрарӑм Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсене пулӑшас тесе улталаннӑ. Тӗрӗссипе, унтисене хайхи пулӑшӑвӗ кирлӗ пулман. Хӗрарӑма ултавҫӑсем ҫавӑн пек ӗнентернӗ.
Пӗр уйӑха яхӑн маларах ун патне Пенси фондне ӗс кӗнекипе пымалла тесе шӑнкӑравланӑ, унччен вара электрон черете ҫырӑнмалла, ун валли СМС-ҫырури кода каламалла тенӗ.
Шӑнкӑравлакан хӗрарӑм инженерӑн СНИЛС номерне те каланӑ.
Кайран ФХС ӗҫченӗ текен арҫын шӑнкӑравланӑ, ултавҫӑсене ыттса чарма пулӑшма ыйтнӑ. Вара вӑл хайхисем мӗн каланине итленӗ: банкран 1 миллион тенкӗ илнӗ, вӑл укҫана хваттер туянакан тусне вӑхӑтлӑха паратӑп тесе хӑйӗн хӗрне те, банк ӗҫченӗсене те ӗнентернӗ. Укҫана банкомат урлӑ такамсене куҫарса панӑ.
