Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енре пурӑнакансем уйӑхсерен 234-шар пин тенкӗ ӗҫлесе илме пуҫлӗҫ. Анчах паян-ыранах мар-ха. 2042 ҫулта. Тепӗр 16 ҫултан.
Республикӑри тӳре-шара Чӑваш Енӗн вӑрах вӑхӑтлӑха социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗ епле пулассине тишкернӗ. Асӑннӑ документӑн авторӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх тепӗр 16 ҫултан Чӑваш Енре пурӑнакансем уйӑхсерен 234-шар пин тенкӗ ӗҫлесе илме тытӑнӗҫ.
Кӑҫал вара уйӑхсеренхи вӑтам шалу 73,7 пин тенкӗпе танлашӗ, 2030 ҫулта – 98,4 пин тенкӗпе, 2035 ҫулта – 140,4 пин тенкӗпе, 2042 ҫулта – 234,0 пин тенкӗпе.
Иртнӗ ҫулта вӑтам ӗҫ укҫи 68,4 пин тенке ларнӑ.
2024 ҫулта чухӑнлӑх чиккине лекнисен шучӗ 121.4 пин ҫын пулнӑ, е халӑхӑн 10,4 проценчӗ.
Кӑҫалтан пуҫласа чухӑнсен шучӗ ҫӳлсерен 0,5 процент чакса пымалла. Ку вӑл каллех тӳре-шара шухӑшланӑ тӑрӑх. Хайхи-майхи 2042 ҫул тӗлне чухӑнсен йышӗ 4 процентпа танлашмалла.
