Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫӗнӗ Катек ялӗнчи Вӑрман урамӗнчи 35-мӗш ҫурт умӗнче ҫӑл пур. Анчах унтан шыв ӗҫме юрамасть, мӗншӗн тесен вӑл гигиена нормативӗпе, микробиологи кӑтартӑвӗпе килӗшсе тӑмасть. Ҫӑлта колиформлӑ бактерисем тупнӑ.
Вырӑнти ҫынсене таса шывпа тивӗҫтересси – Сӑнав ял тӑрӑхӗн администрацийӗн тивӗҫӗ, анчах тӳре-шара нимӗн те туман. Пуҫлӑх хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, ҫӑла вӑхӑтлӑха хупма ыйтнӑ. Халӗ администраци ҫӑла дезинфекцилеме килӗшӳ алӑ пуснӑ.
Ялти ҫынсен унтан 30 талӑк шыв ӗҫме юрамасть. Суд приставӗсем ҫал патне тӑтӑшах килеҫҫӗ, ял ҫыннисем суд йышӑнӑвне пӑхӑннипе пӑхӑнманнине тӗрӗслеҫҫӗ.
ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре санитари авиацийӗн вертолечӗсем вӗҫме пуҫлӗҫ. Ку 2020 ҫулӑн иккӗмӗш ҫур ҫулӗнче пурнӑҫланмалла.
Санитари авиацийӗн вертолечӗсем Чӑваш Енри кӗрсе ҫӳреме йывӑр ялсене ҫитӗҫ, тухтӑрсем пациента пулӑшу парӗҫ. Сӑмах май, кунашкалли республикӑра унччен те пулнӑ: СССР вӑхӑтӗнче ҫак тӗллевпе пысӑках мар Ан-2 самолетсемпе усӑ курнӑ. Вӗсем ытларах чухне «Шупашкар – Улатӑр» маршрутпа вӗҫнӗ. Халӗ вара Чӑваш Енре санитари авиацийӗ ҫук.
Владимир Викторов министр пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ вертолетсем туянас, вӗсем валли анса лармалли 6 лапам тӑвас енӗпе калаҫусем иртеҫҫӗ.
ЧР космонавтика ветеранӗсен пӗрлӗхӗ «Вырӑс драма театрӗ» чарӑнӑва «Ю.А.Гагарин ячӗллӗ урам» ят пама сӗнни пирки ӗнер кӑна пӗлтернӗччӗ. Шупашкарти тепӗр чарӑну ятне те улӑштарма сӗнӳпе тухнӑ.
«Волга Айс» акционерсен обществи «Сӗт-ҫу бази» чарӑнӑва «Волга Айс» ят партарасшӑн. Кун пирки предприяти Шупашкар хула администрацине пӗлтернӗ.
Ҫавна май администраци «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав ирттерме шутланӑ. Сасӑлава ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗччен пырать. Эсир те унта хутшӑнма пултаратӑр. «Сӗт-ҫу бази» чарӑнӑва «Волга Айс» ят парассине эсир ырлатӑр-и? Ҫак ыйтӑва хуравламалла. Сасӑлав вӗҫленсен пӗтӗмлетӗве хулари объектсене ят парассипе ӗҫлекен комиссие пӑхса тухма парӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн икӗ ҫумӗпе ӗнерхи планеркӑра Алексей Ладыков сити-менеджер паллаштарнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Ӗнерех муниципалитетӑн икӗ учрежденийӗн (Туянассине йӗркелекен центрӑн тата Ҫӗр управленийӗн) ертӳҫисемпе те паллаштарнӑ.
«На связи» (чӑв. Ҫыхӑнура) порталта пӗлтернӗ тӑрӑх, Туянассине йӗркелекен центрӑн пуҫлӑхӗ пулма Сергей Егорова шаннӑ. Вӑл хула администрацийӗнче 2017 ҫултанпа ӗҫлет. «Ҫӗр управленийӗ» муниципалитет учрежденине Мари Элти Козьмодемьянск мэрийӗнче ӗҫленӗ 40 ҫулти Александр Башков ертсе пыма тытӑннӑ.
Козьмодемьянск администрацийӗнче вӑл 2002 ҫултанпа тӑрӑшнӑ. 2017 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче ӑна хула администрацийӗн пуҫлӑхне, аппарат ертӳҫине лартнӑ. Ҫав ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Александр Башков машина рулӗ умӗнче ӳсӗрле ҫакланнӑ. Уншӑн ӑна 30 пин тенкӗлӗх штраф хурса панӑ, ҫулталӑк ҫурӑлӑха водитель правине туртса илнӗ.
Паян, ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районӗсем тинех ҫӗнӗ хуҫана тупнӑ.
Асӑннӑ район администрацине ертсе пынӑ Андрей Павлова пуҫиле статьяпа айӑпласа колони-поселение ӑсатнӑ хыҫҫӑн ку вырӑн пушӑ тӑчӗ. Паян вара тинех пуҫлӑх пулма тивӗҫ ҫынна тупнӑ. Чӑваш халӑх сайчӗ ҫӗнӗ хуҫа кам пулассине унчченех тӗшмӗртӗнччӗ-ха. Аса илтерер, ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче республикӑри комисси пайташӗсем кандидатурӑсене тишкернӗччӗ. Вӗсен йышӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Шалти политика управленийӗн вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе ӗҫлекен пайӗн пуҫлӑхӗ, 1981 ҫулхи Игорь Николаев пулнӑччӗ.
Паян Ҫӗрпӳ районӗнче иртнӗ Депутатсен пухӑвӗн черетсӗр ларӑвӗнче шӑпах Игорь Николаева пуҫлӑха ҫирӗплетнӗ те.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн икӗ ҫумӗн пуканӗсем пӗлтӗртенпех пушӑччӗ. Тинех конкурссем вӗҫленнӗ — яваплӑ должноҫсене йышӑнакансем тупӑннӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ тӳре-шарапа Алексей Олегович паян, ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, кулленхи канашлура паллаштарнӑ.
Ҫапла майпа Иван Кучерявый хула администраци пуҫлӑхӗн архитектурӑпа хула строительствин енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса тӑнӑ. Вӑл пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче ЖКХпа хула хӑтлӑхӗн управленийӗн ертӳҫин ҫумӗ пулса вӑй хума тытӑннӑ. «Связь Банк» банк филиалӗн операци офисӗн директорӗнче тимленӗ Владимир Яковлева хула администраци пуҫлӑхӗн экономика аталанӑвӗпе финанс енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулма ҫирӗплетнӗ.
Паян, ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн юстиципе харпӑрлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ Наталия Яхатинӑна должноҫрен кӑларнӑ. Йышӑнӑва ӗҫ тӑвакан влаҫӑн официаллӑ сайтӗнче вырнаҫтарнӑ. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Наталия Яхатинӑна Чӑваш Республикин юстиципе харпӑрлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗнчен кӑларасси пирки Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ. Наталия Яхатина ку должноҫре 2016 ҫул вӗҫӗнченпе вӑй хунӑ. Унччен вара Чӑваш Енӗн патшалӑх харпӑрлӑхӗн комитетӗнче ӗҫленӗ.
Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, хальхи вӑхӑтра Чӑваш Республикин юстици министрӗн виҫӗ ҫум: Игорь Михайлов, Роза Лебедева тата Дмитрий Неяскин.
Кремль валли халӑх хушшинче хупӑ ыйтӑм ятарласа ирттернӗ иккен. КУн пирки РБК пӗлтерет.
Ыйтӑм вӑхӑтӗнче вӑл е ку регионта пурӑнакансем регион пуҫлӑхне епле йышӑннине хакланӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, тӳрех палӑртар, килӗшменнисен списокне лекмен.
Севастолпольте, Архангельск облаҫӗнче, Коми Республикинче тата Ингушетинче ҫынсем урӑх пуҫлӑх пирки ӗмӗтленеҫҫӗ-мӗн. Ҫав вӑхӑтрах Мускав ҫыннисенчен пысӑк пайне Сергей Соябинин мэр тивӗҫтерет.
Субъектсен ертӳҫисене халӑх влаҫа шанни тӑрӑх хакласси пикри ака уйӑхӗн вӗҫӗнче ҫӗршыв ертӳҫи Владимир Путин ятарлӑ указ алӑ пуснӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, регионсен ертӳҫисене 15 критерие шута хурса хаклӗҫ. Ҫав списокра чи пӗрремӗшӗ — субъектсен кӗпӗрнаттӑрӗсене халӑх шанни.
Малашне республикӑра пурӑнакан хӑш-пӗр ҫын ҫӳп-ҫап илсе тухнӑшӑн укҫа тӳлемӗ. Вӗсене «ҫӳп-ҫап реформи» пуҫланнӑ кунран, 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, перерасчет туса парӗҫ.
Республика влаҫӗ акӑ мӗнле йышӑну тунӑ: Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем, «блокадниксем», концлагерьте пулнӑ ҫынсем ҫӳп-ҫап илсе тухнӑшӑн укҫа тӳлемӗҫ. Пирӗн республикӑра пӗтӗмпе ҫакнашкал 620 ҫын пурӑнать.
Ҫак категорири ҫынсем патне юлашки квитанци ака уйӑхӗшӗн килӗ, кун хыҫҫӑн вара урӑх ярса памаҫҫӗ. Ку ҫӑмӑллӑхпа усӑ курас тесен вӗсен нимӗн те тумалла мар, вӑл хӑйех пурнӑҫланса пырӗ.
Тӳре-шаран тупӑш декларацине малалла тишкерер. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн енчӗкне те кӗрсе пӑхар.
Сити-менеджер, 2017 ҫулпа танлаштарсан, пӗлтӗр 3 процент нумайрах ӗҫлесе илнӗ. Виҫӗмҫул енчӗкне 1 420 927 тенкӗ кӗнӗ пулсан пӗлтӗр – 1 465 496 тенкӗ.
Унӑн усӑ курмалли 38,1 тӑваткал метрлӑ хваттер пур. Ывӑлӗн вара пысӑкрах – 135,6 тӑваткал метрлӑ хваттер.
Декларацире мӑшӑрӗ Татьяна Ладыкова ӗҫлесе илнӗ тупӑша кӑтартман. Вӑл кашни ҫулах хулари тата республикӑри чи пуян арӑм пулнӑ. Сӑмахран, 2017 ҫулта Татьяна Ладыкова 15,5 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Вӗсенчен 365 пин тенки – тӗп ӗҫ вырӑнӗнчен.
Сӑмах май, юлашки вӑхӑтра Алексей Ладыков венчет ҫӗррисӗр ҫӳренине асӑрхакансем пулнӑ. Унччен вӑл ӑна тӑхӑнсах ҫӳренӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |