Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗ машина туянасшӑн. Унти тӳре-шара куҫ хывнӑ автомобиль мӗнле маркӑллӑ пуласси те паллӑ. «Kia Sorento» текеннине кӑмӑллаҫҫӗ вӗсем. Ӑна валли вӗсем хыснаран 1,8 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр.
Тулли приводлӑ кроссовер туянасси пирки хыпарланинче илес машинӑн пуҫламӑш хакне ҫеҫ, 1,796 млн тенкӗ тесе кӑтартнӑ. Тата... калӑпӑшне. Вӑл 4685x1885x1735 мм калӑпӑшлӑ пулмалла-мӗн. Пӗлтерӳпе паллашнӑ «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) портал журналисчӗсем ку машина «Kia Sorento» тесе тӗшмӗртнӗ.
Машинӑна район хысни шучӗпе илӗҫ. Аукцион пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче иртмелле. Ӑна сутаканнипе тепӗр вунӑ кунтан контракт ҫырса алӑ пусӗҫ. Автомобиль района 30 кунта ҫитмелле. Унӑн пӗр ванмасӑр икӗ ҫул ӗҫлемелле.
Шупашкар хулинчи ҫул-йӗр эксплуатацийӗпе ӗҫлекен предприятисенчен пӗрин, «Дорэкс» акционерсен обществин, пуҫлӑхне ӗҫре вӑрах пулманшӑн должноҫрен хӑтарма йышӑннӑ. Кун пирки хулан сити-менеджерӗ Алексей Ладыков ҫак эрнере иртнӗ планеркӑра пӗлтернӗ.
Пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче хулара ирттернӗ планеркӑра ҫул-йӗре тытса тӑракан предприятин тилхепине кама шанассине те каланӑ. Хӑҫанчченне калаймӑпӑр та, анчах Алексей Никитин пуҫлӑх вырӑнне вӑхӑтлӑха Александр Иванова шанни паллӑ. «Дорэкс» предприятин ҫӗнӗ пуҫлӑхне каярах конкурс ирттерсе палӑртӗҫ. Ку хыпара Шупашкар хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ.
Александр Иванов ячӗ-шывӗ организацин сайтӗнче пур, анчах унӑн биографине ҫырманччӗ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев вӗрентекенсен шалӑвӗ пирки республика парламентӗнче каланӑ сӑмахшӑн каҫару ыйтнӑ-мӗн. Кун пирки республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер Ижевскра иртнӗ Федерацин Атӑлҫи округӗнче наци хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе канашлура пулнӑ май журналистсене пӗлтернӗ.
ТАСС информаци агентстви ҫырнӑ тӑрӑх, «Асӑрханмасӑр каланӑ сӑмахшӑн должноҫри ҫын яланах каҫару ыйтать. Кунта нимле ыйту та ҫук. Вӑл каҫару ыйтрӗ», — тенӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев журналистсене.
Элтепер МИХсем Юрий Васильев каланин пӗр пайне туртса кӑларнине, ҫавна май шухӑш ылмашнине палӑртнӑ. «Темӑна политика сӗмӗ кӳмелли сӑлтав курмастӑп эпӗ», — тенӗ Чӑваш Ен пуҫлӑхӗ.
РФ Хӑрушсӑрлӑх канашӗн секретарӗ Николай Патрушев Сарӑту, Пенза облаҫӗсенчи тата Чӑваш Енри ҫулсене критикленӗ. Япӑх ҫула пула аварисем сиксе тухаҫҫӗ. Ҫулсем начар лару-тӑрура пулни коррупципе те ҫыхӑннӑ – ҫапла шутлать Николай Патрушев.
Ку ыйтӑва Ижевскра иртнӗ канашлура ҫӗкленӗ. «Аварисен сӑлтавӗ ҫулсем япӑх пулнипе те ҫыхӑннине палӑртмалла. Чылай инкек ҫакӑншӑн сиксе тухать. Ҫул сийӗ япӑх пахалӑхлӑ пулни коррупципе, ултавпа, ҫула юсама тата тума уйӑрнӑ укҫана вӑрланипе, ҫыхӑннӑ. Субъект ертӳҫисене регион программисене пурнӑҫланӑ чухне тӗрӗслесе тӑма ыйтатӑп», - ҫапла каланӑ Николай Патрушев.
РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи тулли праваллӑ элчи Игорь Комаров пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул ҫинчи инкексен 39 проценчӗ япӑх ҫулсемпе ҫыхӑннӑ.
Ӗнер Шупашкарти право хуралӗнче тӑрӑшакансене ҫӗнӗ пуҫлӑхпа паллаштарнӑ. РФ Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленине Марат Михайлов ертсе пырӗ.
Пакунлӑ пуҫлӑх пирки ӑшӑ сӑмах калама Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин хӑй пынӑ. Полицин генерал-майорӗ Михайлов полковник оперативлӑ ӗҫе аван пӗлнине, пуян опытлине, ӗҫе йӗикелеме пӗлнине палӑртса хӑварнӑ. Вӑл ӗҫтешӗсене тухӑҫлӑ ӗҫлеттерме пултарасса ӗненнине пӗлтернӗ.
Марат Михайлов шалти ӗҫсен тытӑмӗнче 1993 ҫулта ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫурҫӗр Кавказра та вӑл хӑйӗн професси тивӗҫне пурнӑҫланӑ. «Ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» 2-мӗш степеньлӗ орден медальне, «Паттӑрлӑхшӑн» медале тивӗҫнӗ. Юлашки вӑхӑтра «Динамо» физкультурӑпа спорт обществин ертӳҫин ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ.
Тӳре-шара тӳрккеслӗхӗ пирки юлашки вӑхӑтра нумай калаҫаҫҫӗ. Ҫемҫерех пукан йышӑнакансем хӑйсене ыттисенчен, пирӗн пек ахаль-махаль ҫынтан, пысӑкрах тытасси унччен те пулнӑ пуль-ха. Ахальтен-им «Фитиль» йышши сатира кӑларӑмӗсем, «Капкӑн» йышши журналсем вӗсене питленӗ.
Ҫапах та совет саманинче пуянсемпе чухӑнсем хушшинче уйрӑмлӑх питех сисӗнмен пулӗ. Колхозра трактористра ӗҫлекен ҫын та, пускилти тракторист, Чехословакине путёвкӑпа канма кайнине астӑватӑп. Тепӗр кӳршӗ те, колхозра сенӗк-кӗреҫе кунсерен йӑтса ҫӳренӗ, уй-хирте хӗллехи шартламапа ҫуллахи шӑрӑха пӑхмасӑр тар тӑкнӑ хӗрарӑм, кӑнтӑрта пулнине халӗ те аса илет. Ҫук, хӑй туприпе мар. Пӗр енчен, хӑйӗн укҫин пӗр пайӗпе те темелле-ха. Профсоюз организацийӗн пайташӗ пулнӑ май (ун чух заявлени-мӗнсӗрех пурне те йышӑннӑ вӗт) ӗҫ укҫинчен уйӑхсерен тытса юлнӑ-ҫке.
Паян пули-пулми ҫын канма кайма мар, шалуран шалӑва аран ҫитерсе пырать. Ҫемьере кӗмӗл хӗсӗк енне ачасем те пӗчӗкренех ӗҫлесе илме ӑнтӑлаҫҫӗ. Хамӑн ывӑл та иккӗмӗш класра вӗреннӗ чухнех пушӑ кӗленчепе кӑштах укҫа тӑватчӗ: пуҫтарса килнӗ хыҫҫӑн ислетсе лартатчӗ, ҫуса типӗтсе йышӑну пунктне кайса паратчӗ.
Сӑмах — ҫерҫи мар, тухса кайсан тытаймӑн тесе шурсухалсем тӗрӗсех каланӑ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче чӑваш парламенчӗн сессийӗнче вӗрентекенсен шалӑвӗ пирки каланӑ сӑмах ҫак кунсенче ҫӗршыври МИХсене ҫитнӗ.
«Россия 1» телеканалпа паян кӑнтӑрла кӑтартнӑ «60 минут» кӑларӑмра та Чӑваш Енри пысӑк пуҫлӑх ячӗ янӑранӑ. Юрий Васильев хӑйӗн сӑмахне ӑнлантарса пама тӑрӑшнӑ пулин те Ольга Скабеевӑпа Евгений Попов телеертӳҫӗсем ҫеҫ мар, студи эксперчӗсем те Чӑваш Енри пуҫлӑх трибуна умӗнче персе янине ырламанни сисӗннӗ.
Ольга Скабеева шухӑшланӑ тӑрӑх, малтан калакан, кайран мана тӗрӗс ӑнланнӑ текен тӳре-шара юлашки вӑхӑтра питех те нумайланса кайнӑ.
«Юрий Егорович, эсир — ҫӳллӗ сослови, вӗрентекенсем — ура айӗнчи тусан. Студире эпир сире ҫапларах ӑнланатпӑр», — тенӗ вӑл. «Кӑштах тӗрӗс мартарах пӗтӗмлететӗр. Эп, шел пулин те, ун пек каламан», — хуравларӗ Юрий Васильев. Унтан вӑл парламентра хӑй епле каланине ӑнлантарма тӑрӑшнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Пуҫлӑхӗ Юрий Васильев ЧР парламенчӗн пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнчи черетсӗр сессийӗнче учительсемпе врачсен шалӑвӗ пирки ӑнлантарнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, республикӑри пысӑк пуҫлӑх Григорий Данилов депутат вӗрентекенсен шалӑвӗ РФ Президенчӗн ҫу уйӑхӗнчи хушӑвӗнче палӑртнӑ индикатортан пӗчӗкрех тесен трибуна умне тухрӗ. Шалу пирки ӑнлантарнӑ чух вӑл ҫур ставкӑпа ӗҫлекен вӗрентекенсен шалӑвӗ пӗчӗккине палӑртрӗ, ӗҫчен учительсемпе врачсен шалӑвӗ аваннине ҫирӗплетрӗ.
Ку хыпар тӗрлӗ МИХра хӑвӑрт сарӑлнӑ, ҫав шутра — Раҫҫейри информагентствӑсенче те.
Ӗнер ҫӗрле, 20 сехет те 58 минутра, ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче «Средства массовой информации грубо исказили смысл выступления Руководителя Администрации Главы Чувашской Республики на сессии Госсовета Чувашии» (чӑв. Массӑллӑ информаци агентствисем Чӑваш Республикин Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗнче тухса каланине кӑнттаммӑн ылмаштарнӑ) хыпар вырнаҫтарнӑ. Унта Юрий Васильев «кахал» сӑмахпа усӑ курманнине (хӑш-пӗр МИХ ҫавӑн пек ҫырнӑ курӑнать.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн сессийӗceне ялан ҫӳрекенсемпе парламент ларӑвне тӗнче тетелӗнчи трансляци вӑхӑтӗнче итлекенсем унти тавлашусене хӑнӑхнӑ пулӗ. Oппозици шутланакан партисен пайташӗсене тепӗр «халӑх тарҫисемех» пӳлме хӑтланнине сиснех ӗнтӗ.
Ӗнер иртнӗ сессире те ҫaвӑн пек самантсем пулкаларӗҫ.
Раҫҫей Федерацийӗнчи коммунистсен партийӗн пайташӗ Григорий Данилов, aкӑ, хысна тытӑмӗнчисен шалӑвне ӳстерес ыйтупа профильлӗ министрсене итлес ӗмӗтлине пӗлтерчӗ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн парламентри элчи Юрий Васильев министрсене коммунистсемпе уйрӑммӑн тӗл пултарма та хирӗҫ мар тесе каларӗ.
Ҫaв вӑхӑтрах Шупашкарти ҫӑкӑр савучӗсенчен пӗрин пуҫлӑхӗ, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Юрий Кислов, министрсене хӗрхенчӗ-ши... Вӑл «министрсене ыйтусене хуравлакан арҫын ачасене ҫaвӑрасран» регламента тӳрлетӳсем кӗртме сӗнессине систерчӗ.
Ӗнер Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ черетсӗр сессине васкавлӑн пухӑннине маларах эпир пӗлтертӗмӗр-ха. Унта пӗртен-пӗр ыйту пӑхса тухрӗҫ. Вӑл пенсине индексацилессипе ҫыхӑннӑччӗ.
ЧР парламенчӗн социаллӑ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Вячеслав Рафинов пенсие кӑҫaлхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен ҫӗнӗрен шутласа парассине пӗлтерчӗ. Чӑваш Енре 32 пин ытла пенсионер пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫeрен, 7953 тенкӗрен, сахалтарах илнӗ. Ҫавна май вӗсене социаллӑ тӳлев хушса панӑ. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче 7,05% ӳстерсе панӑ. Маларах асӑннӑ категори ҫавна туйман, мӗншӗн тесен вӗсен пенсийӗ унчченхиллех илнӗ. Социаллӑ тӳлеве виҫине вара катса юлнӑ. Ку ыйтупа ЧР ӗҫ министрӗ Сергей Димитриев ҫум докладҫӑ пулса сӑмах илчӗ.
Пӗчӗк пенсисене индексацилеме йышӑннӑ хыҫҫӑн вӑл 507 тенкӗ ӳcмелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |