Шупашкар районӗнчи Кипечкасси ялӗнче пурӑнакан ҫынсем «Про Город» хаҫата хӑйсен пӑтӑрмахӗ пирки каласа панӑ. Пӗр уйӑх каялла ялта кӗрт йыттисем таҫтан тупӑннӑ. Вӗсем выльӑх-чӗрлӗхе тапӑнаҫҫӗ-мӗн, кушаксене вӗлереҫҫӗ.
«Паян 10 сехетре йытӑсем пирӗн качакана тапӑнчӗҫ. Вӑл вилчӗ. Тепри суранланчӗ», - каласа кӑтартнӑ пӗр хӗрарӑм ҫӳлерех асӑннӑ хаҫата. Ял ҫыннисем вырӑнти админстрацие кӗрт йыттисем пирки пӗлтернӗ, анчах лешсем хальлӗхе нимӗн те туман. Ҫынсем йытӑсем ачасене тапӑнасран хӑраҫҫӗ, хӑйсем те урампа утма шикленеҫҫӗ.
«Нивушлӗ вырӑнти влаҫа ҫапкаланчӑк йытӑсене пеме укҫа-тенкӗ уйӑрса памаҫҫӗ?» - пӑшӑрханать ҫав хӗрарӑм.
Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ӗҫри машинӑпа ярӑннӑшӑн явап тытнӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм-пуҫлӑх служба автомобилӗпе канмалли кунсенче пӗрре кӑна мар усӑ курнӑ. Унпа вӑл район тӑрӑх тӗрлӗ ҫӗре ҫӳренӗ.
Тӳре-шара ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса служба машинипе ярӑннине прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ.
Мӑн Сӗнтӗр ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн тӗлӗшпе Раҫҫейӗн Административлӑ майпа правӑна пӑсни ҫинчен калакан кодексӗн 19-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Судра хӗрарӑм хӑйӗн айӑпне тунман. Суд ӑна суд асӑрхаттарма йышӑннӑ.
Прокуратура Мӑн Сӗнтӗр ял тӑрӑхӗнчи Депутатсен пухӑвӗ ячӗпе хут шӑрҫаланӑ. Надзор органӗ тупса палӑртнӑ кӑлтӑка пӗтерме хушса ҫырнӑ.
ЧР финанс министрӗн ҫумӗ Светлана Иванова ку должноҫра 5 ҫул ӗҫленӗ. Паянтан вара вӑл ку пукана йышӑнмасть. Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ Иван Моторин Светлана Ивановӑна ӗҫрен кӑларасси пирки распоряжени алӑ пуснӑ, документа республикӑри влаҫ органӗсен порталӗнче пичетленӗ.
Палӑртмалла: Светлана Иванова ЧР финанс министрӗн ҫумӗн пуканне 2014 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче йышӑннӑ. Республикӑри министерствӑсенче тӗрлӗ должноҫра 1985 ҫултанпа вӑй хунӑ.
Чӑваш Ен прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, Муракаш районӗнчи Турай ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ служба автомобилӗпе хӑйӗн тӗллевӗсемпе те усӑ курнӑ. Куншӑн унӑн явап тытма тивнӗ.
Турай ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ведомство сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, должноҫри сӑпат канмалли кунсенче та служба автомобилӗпе хӑйне кирлӗ пек усӑ курнӑ. Вӑл машинӑна ларса администраципе ҫыхӑнман ӗҫсене тума ҫӳренӗ.
Пуҫлӑха административӑ майпа явап тыттарнӑ. Ӑна куншӑн асӑрхаттару панӑ.
Шупашкар хула пуҫлӑхӗ пулнӑ Ирина Клементьевӑна суд хупса хума йышӑннӑ.
Ӗҫе эрнекун, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Шупашкарти Ленин район судӗнче пӑхса тухнӑ. Ирина Клементьевӑна «Чувашия-Мед» (чӑв. Чӑваш Ен-Мед) страхлакан компани пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ чухне организацин укҫи-тенкине тӑкакланӑшӑн тата ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн айӑпланӑ. Ҫавӑншӑн ӑна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 5 ҫуллӑха хупма йышӑннӑ.
Суд хӗрарӑма РФ Пуҫиле кодексӗн 160-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе 2 эпизодшӑн, 160-мӗш статьян 3-мӗш пайӗпе тата 201-мӗш статйипе 2 эпизодшӑн явап тыттарма йышӑннӑ. Вӑл 20 миллион тенкӗ ытлалӑх тӑкак кӳнине палӑртнӑ_. Ирина Клементьевӑна суд залӗнчен хуралпа илсе тухса кайнӑ.
Суд приговорӗ саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.
Шупашкарта паян культура форумӗ уҫӑлнӑ. Ӑна Республика кунне халалланӑ. Форумӑн пленарлӑ ларӑвне Чӑваш Енӗн Правительствин Ертӳҫи Иван Моторин хутшӑннӑ. Вӑл иртнине манакан халӑхӑн пуласлӑхӗ ҫук тесе каланӑ май ӗнерхине упраса хӑварма тӑрӑшнине палӑртнӑ.
Шупашкарти культура форумне патшалӑх влаҫӗнче, общество организацийӗсенче тата культура учрежденийӗсенче тӑрӑшакансем, усламҫӑсем пухӑннӑ.
Пленарлӑ ларӑва «Forbes Russia» финанпа экономика журналӗн редакцин пуҫлӑхӗ Николай Усков тата Пӗрремӗш каналпа пыракан «Доброе утро» (чӑв. Ырӑ ир пултӑр) телекӑларӑм ертӳҫи, «Большая игра» (чӑв. Пысӑк вӑйӑ) ток-шоу модераторӗ Марина Ким йӗркелесе пынӑ.
Форумра экономикӑна аталантарас ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Ҫӗрпӳ район администрацине уйӑх ытларах ертсе пыракан Игорь Николаева Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ыйтусене татса панӑ чух яваплӑ пулма, ҫынсемпе уҫӑмлӑ, Депутатсен районти пухӑвӗпе тухӑҫлӑ ӗҫлеме, халӑхшӑн тӗрӗс йышӑнусем тума чӗнсе каланӑ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Ҫӗрпӳ районне ачасемпе ҫамрӑксен «Зарница» тата «Орленок» республика шайӗнчи вӑййисем уҫӑлнӑ май кайнӑ. Унта пулнӑ май Михаил Васильевич район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Игорь Николаевпа тата район пуҫлӑхӗпе — Депутатсен пухӑвӗн ертӳҫипе Татьяна Барановӑпа тӗл пулнӑ.
Енсем муниципалитетра «Вӗренӳ», «Сывлӑх сыхлавӗ», «Культура», «Ҫурт-йӗр тата хула тавралӑхӗ» наци проекчӗсене пурнӑҫа тухӑҫлӑ кӗртес ыйтусене сӳтсе явнӑ.
«Русада» допинга хирӗҫ агентство Чӑваш Енре допинг правилисене пӑснӑ фактсене тупса палӑртнине эпир пӗлтернӗччӗ. Усал хыпар утпа ҫӳрет теҫҫӗ те, ку сӑмах Раҫҫейри информаци агентствисемпе электрон кӑларӑмсем тӑрӑх самантрах сарӑлчӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев РБК информаци агентствипе калаҫнӑ чух «Русада» тӗпчевне ӗненмесӗртерех калаҫнӑ. Ҫакна вӑл хӑй нимӗнле тӗпчев материалне те курманнипе сӑлтавланӑ.
Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче ӗнер брифинг ирттернӗ. Михаил Богаратов министр «Русада» агенствӑна тӗпчев ирттерме пулӑшассине ӗнентернӗ.
Ӗнер каҫхине Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министертствин сайтӗнче асӑннӑ ведомствӑн спорт медицини енӗпе ӗҫлекен штатра тӑман специалисчӗн Арнольд Карзаковӑн комментарине вырнаҫтарнӑ. Допинг правилисене ҫул ҫитмен ачасем те пӑснӑ тесе РБК ҫырнине вӑл кӑмӑлсӑрланса вуланӑ-мӗн. Вӑл ӗнентернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн спорт медицинин врачӗсем ҫамрӑк «олимпиецсен» сывлӑхӗшӗн пӑшӑрханаҫҫӗ, вӗҫӗмех медицина тӗрӗслевӗ ирттереҫҫӗ. Спорт тухтӑрӗсем хӑйсен квалификацине ӳстерсех тӑнине те палӑртнӑ.
Ҫав вӑхӑтрах «Русада» агентствӑн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Маргарита Пахноцкая ТАСС информагентствӑна каланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енри спорт отраслӗн ертӳҫисемпе тӳре-шари валли планпа пӑхман семинар ирттерсех допинг пирки ӑнлантарса парасшӑн.
ЧР Шалти ӗҫсен министрӗн ҫӗнӗ ҫум пулӗ. Ведомство ӗҫченӗсене ҫӗнӗ ҫынпа паян паллаштарнӑ.
Шалти ӗҫсен министрӗн ҫумне – ШӖМӗн следстви управленийӗн пуҫлӑхне юстици полковникне Александр Арапова ҫирӗплетнӗ. Хушӑва РФ ШӖМӗн пуҫлӑхӗ Владимир Колокольцев полици генералӗ алӑ пуснӑ.
Александр Арапов Чита облаҫӗнче 1980 ҫулта ҫуралнӑ. Шалти ӗҫсен органӗсенче 2002 ҫултанпа ӗҫлеме тытӑннӑ. Малтан вӑл следовательте вӑй хунӑ.
Палӑртмалла: ЧР шалти ӗҫсен министрӗн Сергей Неяскинӑн виҫӗ ҫум пур. Хӑй вара хальлӗхе отпускра-ха.
Патӑрьел районӗнчи ача пахисенчен пӗрин ертӳҫи хуран сутса ята кӗнӗ.
Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ача пахчин ертӳҫине ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласшӑн. Пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ ӗнтӗ, ӑна Патӑрьел район судне ярса панӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2017 ҫулхи юпа уйӑхӗнче тата 2019 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче хӗрарӑм-ертӳҫӗ инвентаризаци хутне тата техника тӑрӑмне пӑхнин актне суйса хатӗрленӗ. Ача пахчинчи ӑшӑ хуранӗсем юрӑхсӑр тесе кӑтартнӑ. Вӗсене 2017 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче вырӑнти пӗр ҫынна 4 пинпе сутнӑ. Ӑшӑ хуранӗсен хакӗ ҫав вӑхӑтрах 56 пин тенкӗ ытларах тӑнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |