Патӑрьел районӗнчи ял тӑрӑхӗсенчен пӗринче яваплӑ вырӑнта тӑрӑшакан ҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Патӑрьел районӗнчи Турхан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшакан ҫынна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласшӑн.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, пуҫлӑхӑн ҫумӗ ял тӑрӑхӗн йышӑнӑвӗнчен суя выписка хатӗрлесе панӑ. Унта вӑл хӑйӗнпе пӗр ялта пурӑнакан 1997 ҫулта 0,26 гектар ҫӗр уйӑрса панӑ евӗр туса кӑтартнӑ. Лешӗ ҫав хута тӗпе хурса тивӗҫлӗ органсенче ҫӗре хӑйӗн ячӗпе регистрацилеттернӗ.
Ку ӗҫ-пуҫ 2014 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Пӑтӑрмах халӗ ҫиеле тухнӑ.
Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗн ҫумне Леонид Ватковские паян ӗҫрен кӑларнӑ. Ҫапла йышӑнӑва паян Иван Моторин премьер-министр алӑ пуснӑ.
Леонид Ватковские ку должноҫе 2018 сулхи утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче лартнӑччӗ. Аса илтерер, ӑна ку пукана ун чухнех вӑхӑтлӑха шаннӑччӗ. Леонид Ватковский Ольга Ланцова вырӑнне ӗҫлеттерме йышӑннӑччӗ, мӗншӗн тесен лешӗ декрет канӑвне кайнӑччӗ.
Чӑваш халӑх сайчӗ Леонид Ватковский Шупашкарти ликерпа водка савучӗн директорӗ пулнӑ Геннадий Ватковский ывӑлӗ пулнине пӗлтернӗччӗ. «Стратегия» коммерци банкӗн Шупашкарти филиалне хупиччен вӑл унта ӗҫленӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче Леонид Ватковский Чӑваш Енӗн бильярдного спорчӗн федерацине ертсе пынӑ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Улатӑр районӗнче пушар хӑрушсӑрлӑхӗн режимне палӑртнӑ. Постановление хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Нина Шпилевая тата хула пуҫлӑхӗ Юрий Боголюбов алӑ пуснӑ.
Юлашки вӑхӑтра районта пушар тухнӑ тӗслӗх нумайланнӑ. Унта типӗ курӑк ҫунтарни пирки эпир хыпарланӑччӗ. Ав паян район администрацийӗн сайтӗнче ҫапларах хыпар ҫырнӑ: иртнӗ талӑкра Улатӑр районӗнче типӗ курӑк ҫуннӑ 5 тӗслӗх пулнӑ.
Йышӑннӑ режим пуҫлӑхсем ӑна пӑрахӑҫличчен тӑсӑлӗ. Унччен вара асӑннӑ муниципалитетра кӑвайт чӗртме, парксенче, ҫуртсен ҫывӑхӗнче, дачӑсенче, вӑрманпа тата ял хуҫалӑх культури акнӑ хирсемпе юнашар территорисенче ҫӳп-ҫап ҫунтарма юрамасть. Йӗркене пӑснӑ ҫынсене штраф тӳлеттерӗҫ.
Чӑваш Енри ял хуҫалӑхӗсен кулянмалли тупӑннӑ: кӗрхи культурӑсен пӗр пайӗ хӗл каҫайаман, пӗтнӗ. Мӗншӗн? Хӗл пуҫламӑшӗ сивӗ тӑчӗ, юр ҫумарӗ.
Пӗлтӗр кӗрхисене 100 пин гектар ҫинче акса хӑварнӑ. Ку, унчченхи сезонпа танлаштарсан, 30 процент нумайрах. Кӗркунне хирсенчи ӗҫсене вӑхӑтра пӗтернӗ, вӑрлӑха ятарлӑ хатӗрпе сирпӗтнӗ. Анчах ку та пулӑшман. Халӗ хуҫалӑхсем ҫурхи культурӑсем ӑнса пуласса кӑна шанаҫҫӗ.
Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов кулянмалли сӑлтав курмасть, вӑл каланӑ тӑрӑх, кӗрхисен 50 процентне тепӗр хутчен акмалла, кун валли вӑрлӑх пур. Район ҫыннисен шухӑшӗпе, кӗрхисене шӑтма нӳрӗк сахалрах пулнӑ. Хӗл ларас умӗн типӗ ҫанталӑк тӑнӑ, кайран вӑйлах сивӗтнӗ. Ҫавна май кӗрхисем час шӑтман, хӗл каҫмашкӑн ҫитӗнсе ҫитеймен.
Кӗрхи культурӑсем ытти районта та лайӑх шӑтман. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви ку ыйтӑва тӗрӗслесех тӑрать. Мускаври специалистсене те канашламашкӑн чӗнсе илнӗ. Кӗрхисене тепӗр хут акас тӑк вӑрлӑх ҫитет, анчах ку хуҫалӑхсемшӗн тӑкак. Тен, уйрӑмах йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ хуҫалӑхсене пулӑшӗ.
2018 ҫулта тата ун хыҫҫӑн ҫуралнӑ пӗрремӗш ачашӑн пособи пама пуҫланӑ. Анчах ӑна пурте тивӗҫеймеҫҫӗ. Пособие ҫемье тупӑшӗ пурӑнмалли виҫерен 1,5 хут нумайрах пулмасан кӑна параҫҫӗ.
2020 ҫултанпа вара кӑштах улшӑнусем кӗртӗҫ. Ҫитес ҫултан асӑннӑ виҫӗ 2 хут нумайрах пулмалла мар. Эппин, пӗрремӗш ачашӑн паракан пособие ытларах ҫемье илсе тӑрӗ. Кун пирки РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев Патшалӑх Думин депутачӗсен умӗнче правительство ӗҫӗ пирки отчет тунӑ чухне пӗлтернӗ.
«Пӗлтӗртенпе эпир пӗрремӗш ача ҫуралнӑ ҫемьесене пулӑшатпӑр. Сӑмах тупӑш пурӑнмалли виҫерен 1,5 хут нумайрах маррисем пирки пырать. 2020 ҫултанпа ҫак виҫе 2 хутран ытларах мар пулсан пособи пама пуҫлӗҫ», — тенӗ Дмитрий Медведев.
Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ Анатолий Тимофеева ӗҫрен кӑларнӑ.
Министр ҫумне пукансӑр хӑварассипе ҫыхӑннӑ йышӑнӑва паян Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Анатолий Тимофеева министр ҫумӗн должноҫӗнчен мӗншӗн кӑларнине премьер-министрӑн кӗске хушӑвӗнче ӑнлантарса тӑман. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Анатолий Валерьевича министр ҫумӗ пулма 2017 ҫулхи пуш уйӑхӗнче шаннӑ.
Антолий Тимофеева министр ҫумӗнчен кӑларнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн Константин Яковлевӑн пӗр ҫум ҫеҫ юлнӑ. Вӑл — Елена Чернова.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн актрисинче ӗҫленӗ Тамара Манаева тата ытти хӑш-пӗр хастар Владимир Путин патне видеоҫыру ӑсатнӑ. Виҫӗ минутлӑх роликпа вӗсем тӗрлӗ ыйтӑва хускатнӑ. Ҫав шутра Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева ӗҫрен кӑларма та ыйтнӑ.
Видеороликпа паллашнӑ хыҫҫӑн республика ертӳҫи Михаил Васильевич Игнатьев Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрне Сергей Неяскина ҫӑхавланӑ. Унта вӑл видеоҫыру республикӑри социаллӑ-политика тӑрӑмне тӑнӑҫсӑрлантарать тесе пӗлтернӗ, суйса ҫырнӑ тесе палӑртнӑ.
Право хуралҫисем видеоҫырӑва лингвистика экспертизи ирттерсех хакланӑ. Анчах пуҫиле ӗҫ пуҫарма сӑлтав тупман.
Тамара Манаева вара Элтепер суйса евитленӗ тесе ҫырма хатӗррине пӗлтернӗ.
Чӑваш Енри тӳре-шара ҫамрӑксемпе хоккейла вылянӑ. Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫавӑн пек ӑмӑрту йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Шупашкарти Пӑр керменӗнче Чӑваш Енӗн Правительствин команди Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн ушкӑнӗпе хоккей выляссипе юлташла ӑмӑртнӑ.
Пӑр ҫине республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев та тухнӑ. Чӑваш Патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн ушкӑнне хавхалантарма аслӑ шкул ректорӗ Андрей Макушев ҫитнӗ.
Матч хӗрӳ иртнӗ. Хоккей вылякан тӳре-шарапа студентсене курма пынисем вӗсене алӑ ҫупса хавхалантарнӑ.
Ӑмӑртура кам кама ҫӗнтернине палӑртман. Командӑсем пӗрне-пӗри саламланине, лайӑх вылянӑшӑн тав тунине ҫеҫ каланӑ.
ЧР Спорт министерствин тӗп бухгалтерне шанчӑкран тухнӑ тесе ӗҫрен кӑларнӑ. Ӗнер, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, хушӑва спорт министрӗ алӑ пуснӑ.
Аса илтерер: ведомствӑн тӗп бухгалтерӗ, вӑлах финанспа экономика пайӗн пуҫлӑхӗ, тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл должноҫӗпе усӑ курса хысна укҫине телефон счечӗ ҫине хунӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӑл министерствӑн пӗр экс-ертӳҫин счечӗ ҫине те укҫа хунӑ-мӗн. Пуҫиле ӗҫ пуҫарсан тӗп бухгалтер бухгалтери докуменчӗсене тӗп тӑвас тесе вӗсене йӑтса тухма тӑнӑ, анчах ӑна ӗҫтешӗсем асӑрханӑ.
Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче министерство комиссийӗ тӗп бухгалтера ӗҫрен кӑларма сӗннӗ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Шупашкарта XXIII Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ вӗҫленчӗ. Вӑл гала-концертпа хупӑннӑ.
Фестиваль «Аттила» спектакльпе уҫӑлнӑччӗ. Аса илтерер, ӑна пӗлтӗр Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ Чӑваш Енӗн Элтеперӗн гранчӗпе лартнӑччӗ.
Фестиваль программине хупнӑ гала-концерта хӑнасем, пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗсем: Берлинти патшалӑх балечӗн артисчӗсем Ксения Овсяник тата Денис Виейр, Тутарстанри М. Джалиль ячӗллӗ оперӑпа балет театрӗнчи Аманда Гомес тата Вагнер Карвальо — хутшӑннӑ.
Гала-концерта курма Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев кайнине республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ. Республикӑри районсемпе хула администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем те унта ҫитнӗ иккен. Ҫакӑн пирки Маргарита Красотина журналист Фейсбукра хыпарланӑ, ҫавна сӑнӳкерчӗкпе ҫирӗплетнӗ. Концерт умӗн пуҫлӑхсем театр фойинче пӗр рете тӑрса тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |