Коми Республикинче асӑннӑ тӑрӑха аталантарма тӳпе хывакан чӑвашсемпе паллаштаракан курав уҫӑлнӑ. Кун пирки асӑннӑ регионӑн ял хуҫалӑх министрӗнче ӗҫлекен Анатолий Князев тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ.
Унта ҫырнӑ тӑрӑх, курав паллӑ ҫынсемпе паллаштарать тата «Нарспи» чӑвашсен наципе культура обществин пайташӗсен, вӗсен тусӗсен ӗҫ-хӗлне кӑтартса парать.
Фотокурав валли материалсене чӑвашсен пӗрлешӗвӗн хастарӗсем хӑйсен архивӗнчен уйӑрнӑ.
Ку хыпара вуланисенчен пӗри, Михаил Лесников ятлӑ ҫын, курава Коминчи патшалӑх педагогика институчӗн ректорӗпе, Василий Николаевич Ахмеев профессорпа пуянлатма сӗннӗ. Коми Республикине аталантарма вӑл капашсӑр пысӑк тӳпе хывнине палӑртнӑ.
Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗнче тӑрӑшакан Андрей Александров малашне те ҫав должноҫре пулӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Инстаграмра вырнаҫтарнӑ пост тӑрӑх пӗлтӗмӗр.
Михаил Васильевич ҫырнӑ тӑрӑх, Андрей Александровӑн полномочине тӑсма Раҫҫейӗн ӑслӑлӑх тата аслӑ пӗлӳ министрӗ Михаил Котюков приказӗпе ҫирӗплетнӗ.
«Университет малашне те ҫирӗппӗн аталанса пырасса, пысӑк квалификациллӗ, ӗҫ рынокӗнче кирлӗ специалистсене туптакан никӗс пулса юласса шанатӑп», — тенӗ Михаил Васильевич.
Чӑваш Ен Элтеперӗ студентсене те (ЧПУра вӗсен йышӗ 18 пинпе танлашнине палӑртнӑ), профессорсемпе преподавательсене, ӗҫ коллективне те Андрей Александрова ректорта хӑварнӑ ятпа саламланӑ.
Патӑрьел район прокуратури асӑннӑ тӑрӑхри тӳре-шара ӗҫри машинӑпа канмалли кун усӑ курнине тупса палӑртнӑ.
Ҫӳллех мар вырӑнта ҫемҫе пукан йышӑнаканскерсем ҫапла хӑтланнине надзор органӗ коррупци тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем ҫинчен калакан федераци саккунӗсене пӑсни тесе хакланӑ.
Ыхраҫырми ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тата Патӑрьел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ канмалли кун Патӑрьел район территорийӗн тулашне ӗҫри машинӑсемпе кайнӑ иккен. Ҫав ҫулҫӳрев ӗҫпе ҫыхӑнман-мӗн. Прокуратура ҫакна Раҫҫейӗн Административлӑ кодексӗн 19-мӗш статйин 1-мӗш пайне пӑсни пулать тесе йышӑннӑ.
Патӑрьел районӗнчи миравай тӳре хайхи тӳре-шарана администратвилӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ. Суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.
Паян Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра каллех транспорт реформи пирки калаҫнӑ. Алексей Ладыков палӑртнӑ тӑрӑх, Питӗрти «Авто-Экспресс – 4» перевозчик килӗшӳри пур пункта та пурнӑҫламасть, ҫавӑнпа ӑна пӑрахӑҫлӗҫ.
Килӗшӳре палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкарта вӑтам класлӑ автобуссем ҫӳретмелле пулнӑ. Перевозчик ку условие пурнӑҫлайман – пысӑк класлӑ автобуссем ҫула тухнӑ.
«Акан 3-мӗшӗнчен пуҫласа вӑхӑтлӑх перевозчиксем пӗчӗк класлӑ автобуссемпе ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Аукцион условийӗсемпе килӗшӳллӗн, «Авто-Экспресс – 4» перевозчик хула хыснине 21 миллион тенкӗ хывнӑ, килӗшӗве пӑрахӑҫланӑ хыҫҫӑн ӑна тавӑрса памӗҫ», - тенӗ Алексей Ладыков.
ЧР спорт министерствин финанспа экономика пайӗн пуҫлӑхӗ, тӗп бухгалтер телефонпа 18 пин тенкӗлӗх калаҫнӑшӑн сайтра хыпарланӑччӗ. Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ведомство ӗҫченӗсем ҫак хӗрарӑма асӑннӑ пайра упранакан документсене (вӑл айӑплине ӗнентерекеннисене) йӑтса тухма хӑтланнине курнӑ та ӑна ҫакна тума паман.
Аса илтерер: унччен пӗр кун маларах, пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, пай пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл хӑй пӗлнӗ пек хысна укҫине телефон счечӗ ҫине хунӑ. Укҫа-тенке ведомствӑн экс-ӗҫченӗн телефон счечӗ ҫине те куҫарнӑ пулнӑ.
Министерство тӗп бухгалтер документсене тӗп тума хӑтланнине йӗрке хуралне пӗтернӗ. Саккунпа килӗшӳллӗн, ҫак ҫынна шанчӑка ҫухатнӑшӑн ӗҫрен кӑлармалла, анчах хальлӗхе вӑл хӑй вырӑнӗнчех-ха.
Чӑваш Енри предприятисенче сусӑрсем валли ӗҫ вырӑнӗсене пӑхса хӑвармаллах. Ун пек йышӑнӑва республика шайӗнче ытти ҫул та тӑваканччӗ, кӑҫал та ҫапла йышӑннӑ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче республика Правительствин Пуҫлӑхӗ Иван Моторин 86-мӗш номерлӗ йышӑнӑва алӑ пуснӑ. Унта сӑмах сусӑрсем валли предприяти-организацире квота пӑхса хӑварасси пирки пырать.
101 ҫынтан пуҫласа 500 ҫын таран тӑрӑшаканнисен сусӑрсем валли ятарлӑ пӗр ӗҫ вырӑнӗ пӑхса хӑвармаллах. Енчен те предприяти-организацире 501 ҫынтан пуҫласа ытларах йыш тӑрӑшсан икӗ вырӑн пулмалла.
Чӑваш Ен Правительстви пӗлтӗр йышӑннӑ хут кӑҫал хӑйӗн вӑйне ҫухатассине каланӑ. Йышӑну ӑна официаллӑ майпа пичетленӗ хыҫҫӑн вунӑ кунтан саккунлӑ вӑя кӗрӗ.
Паян Патшалӑх Канашӗн черетлӗ сессийӗ иртнӗ. Шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин ведомствӑн пӗлтӗрхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетнӗ. Кун хыҫҫӑнах ун патне «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» фракцин пуҫлӑхӗнчен Игорь Моляковран ыйту пулнӑ.
«Тӑван ывӑлӑр, Сарӑтури ҫамрӑк ҫын, ӑнсӑртран Чӑваш Ене килсе тӳрех ЧР юстици министрӗн ҫумӗн пуканне йышӑннине эсир килӗшӳллӗ япала тесе шутлатӑр-и?» - ҫапла янӑранӑ ыйту.
«Ывӑл – ӳснӗ ҫын, Раҫҫей гражданинӗ. Документсене тӑратнӑ, конкурс витӗр тухнӑ. Вӑл мӗнле ӗҫленине ведомство ертӳҫи хаклатӑр», - хуравланӑ Сергей Неяскин.
Аса илтерер: Дмитрий Неяскин ЧР юстици министрӗн ҫумӗн пуканне кӑҫал нарӑс пуҫламӑшӗнче йышӑннӑ. Вӑл миҫери паллӑ мар, ведомство сайтӗнче унӑн биографийӗ ҫук. Ашшӗ, Сергей Неяскин, 2016 ҫулхи ака уйӑхӗнче ЧР ШӖМне ертсе пыма тытӑннӑ.
Хӗрле Чутай район администрацийӗ 1,7 миллион ытла тенкӗпе кроссовер туянма хатӗрленни пирки пӗлтернӗччӗ. Хальлӗхе тӳре-шара ку ӗмӗте пурнӑҫлаймӗ-ха — Монополипе кӗрешекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ аукциона пӑрахӑҫлаттарма ыйтнӑ.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, администраци закупкӑра каталогра ҫук характеристкӑсем кӑтартнӑ: тӗслӗхрен, машинӑна хӑҫан туса кӑларни, кузов тӗсӗ, двигатель калӑпӑшӗ, передачӑсен хисепӗ, автомобиль калӑпӑшӗ тата ытти те. Документацире закупка планӗ, план-график, закупка тумалли извещени те ҫук.
Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, документацире ҫырса кӑтартнӑ тавар пӗр производителӗннипе ҫеҫ пӗр килет. Ыттисем те ҫак требованисемпе тавар сӗнме пултарнине ӗнентерекенни ҫук.
Ведомство предписани ҫырнӑ, унта палӑртнӑ тӑрӑх, заказчикӑн ака уйӑхӗн 8-мӗшӗччен «электронлӑ аукциона пӑрахӑҫласа» йӗркене пӑснине пӗтермелле.
Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ пуҫлӑха тӳрре кӑларман. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ӳсӗр ҫын ҫине машинӑпа пырса кӗнӗ.
Инкек Патӑрьел районӗнче «Калинино-Патӑрьел-Елчӗк» ҫул ҫинче пулса иртнӗ. «Тойота-Камри» машинӑна тытса пыракан 31 ҫулти арҫын ҫул ҫинче ҫывӑрса кайнӑ ҫын ҫине пырса кӗнӗ. Машина айне лекнӗ 51 ҫулти этем сусӑр пулса юлнӑ.
Машина рульне тытса пынӑ Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ хӑйӗн айӑпне йышӑнман иккен. Чылай экспертиза ирттернӗ хыҫҫӑн тӗпчевҫӗсем машина ытла хӑвӑрт пынине палӑртнӑ.
Айӑпне йышӑнман пулин те руль умӗнчи ҫын шар курнӑ арҫынна 100 пин тенкӗ укҫа куҫарса, эмел, сусӑр кӳми туянса панӑ. Патӑрьел район сучӗ водителе каҫарма йышӑннӑ. Анчах Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ ҫав приговора пӑрахӑҫланӑ.
Шупашкар хула администрацийӗнче Алексей Ладыков сити-менеджера пулӑшса пыракансене шыраҫҫӗ. Тӗрӗссипе, унта ытти специалиста та ӗҫе йышӑнассине пӗлтернӗ-ха. Ҫав йышра — хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн икӗ ҫумӗн вакансийӗ пур. Вӗсенчен пӗри — экономика аталанӑвӗ тата финанс енӗпе тӑрӑшаканни, тепри — архитектурӑпа хула тӑвас енӗпе тӑрмашаканни.
Хула администрацине ӗҫе вырнаҫас текенсен конкурса документсене ака уйӑхӗн 8-мӗшӗ таран йышӑнаҫҫӗ.
Сӑмах май каласан, «Дорэкс» общество (ун пирки Чӑваш халӑх сайчӗ маларах ҫырнӑччӗ), Ҫӗр управленийӗн тата Закупкӑсене оптимизацилес енӗпе ӗҫлекен центр ертӳҫисене те шыраҫҫӗ. Малтан каланин документсене ака уйӑхн 3-мӗшӗччен хатӗрлемелле, тепӗр иккӗшӗн — ака уйӑхӗн 5-мӗшӗччен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач вилнӗ. | ||
| Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |