Ӗнер Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ 25-мӗш сессийӗ малалла ӗҫленӗ. Унта республикӑн 2019 ҫулхи, 2020 тата 2021 ҫулсенчи хыснине тишкернӗ.
Ларура пулнӑ Александр Белов журналист кӑсӑклӑ пӗр япалана асӑрханӑ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташӗ Владимир Михайлова вӑл чӑваш парламентӗнче «Ҫулталӑк джентельменӗ» ят парас тесен лешӗ ҫав чыса ним мар тивӗҫеесине палӑртнӑ.
Хыснана тишкернӗ чух сӑмах илнӗ май Владимир Михайлов хӗрарӑмсене юрамалла калаҫнӑ иккен. ЧР Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлакан Альбина Егоровнӑна вӑл «тӗлӗнсе каймалла каласа кӑтартрӗ, эпӗ унӑн доклачӗпе хавхалантӑм: кӗскен, уҫӑмлӑ, ӑслӑ. Эсир вара, Светлана Александровна (Светлана Енилина, финанс министрӗ. — асӑрхат. В.С), паян тӗлӗнсе каймалла килӗшӳллӗ. Сире ку костюм питӗ каять», – тесе ырланӑ.
Чӑваш Енре Беларуҫ лифчӗсем нумайланӗҫ. Ӗнер республикӑн Строительство, архитектура, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствинче «Могилевский завод лифтового оборудования» (чӑв. Могилеври лифт оборудованийӗн савучӗ) акционерсен уҫа обществин генеральнӑй директорӗпе Андрей Швецовпа министрӑн ҫумӗ Александр Шевлягин тӗл пулнӑ. Ӗҫлӗ калаҫӑва Чӑваш Енри ҫурт-йӗрти лифта ылмаштарассипе тимлекен предприятисен тата нумай хвтатерлӗ ҫурт-йӗр тӑвакан организацисен ертӳҫисем те хутшӑннӑ. Могилеври лифт пахалӑхӗ аваннине палӑртнӑ май Чӑваш Енре вӗсене анлӑрах усӑ курасси пирки килӗшсе татӑлнӑ.
Ҫак уйӑхӑн 26-30-мӗшӗсенче пирӗн республикӑна Беларуҫ Республикин официаллӑ делегацийӗ килнӗ. Вӑл тӗрлӗ предприяти-организацире пулӗ.
Ӗнер Чулхула хулинче Раҫҫей Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи тулли пайталлӑ элчи Игорь Комаров Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсенче пурӑнакансене тӗрлӗ патшалӑх наградипе чысланӑ. Сумлӑ йыша Чӑваш Енри виҫӗ ҫын лекнӗ.
Красноармейски районӗнчи Пайсупин ялӗнчи Елизавета Сергеева «Вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑшӑн» медале тивӗҫнӗ. Вӑл кӑвакалсене пӗвене хӑвалакан пӗр ял хӗрарӑмӗ шыв путма пуҫланине асӑрхаса пӳртрен чупса тухнӑ. Ишме пӗлмен хӗрарӑма шывран туртса кӑларнӑ.
«Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» II степеньлӗ орден медалӗпе Федерацин травматологи, ортопеди тата энодпротезировани центрӗн тӗп врачне Николай Николаева чысланӑ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн тӗп дирижерне Ольга Нестеровӑна «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ» хисеплӗ ят панӑ.
Ӗнер Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ 25-мӗш сессийӗ малалла ӗҫленӗ. Унта республикӑн 2019 ҫулхи, 2020 тата 2021 ҫулсенчи хыснине тишкернӗ.
Ларура пулнӑ Александр Белов журналист кӑсӑклӑ пӗр япалана асӑрханӑ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташӗ Владимир Михайлова вӑл чӑваш парламентӗнче «Ҫулталӑк джентельменӗ» ят парас тесен лешӗ ҫав чыса ним мар тивӗҫеесине палӑртнӑ.
Хыснана тишкернӗ чух сӑмах илнӗ май Владимир Михайлов хӗрарӑмсене юрамалла калаҫнӑ иккен. ЧР Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Альбина Егоровӑна вӑл «тӗлӗнсе каймалла каласа кӑтартрӗ, эпӗ унӑн доклачӗпе хавхалантӑм: кӗскен, уҫӑмлӑ, ӑслӑ. Эсир вара, Светлана Александровна (Светлана Енилина, финанс министрӗ. — асӑрхат. В.С), паян тӗлӗнсе каймалла килӗшӳллӗ. Сире ку костюм питӗ каять», – тесе ырланӑ.
Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫынна Шупашкарта пуҫлӑх пуканне шанса панӑ. Кунта сӑмах 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗччен Красноармейски районӗнче тимленӗ Андрей Шестаков ҫинчен пырать. Малашне вӑл «Управление жилфондом города Чебоксары» (чӑв. Шупашкарти ҫур-йӗр фончӗн управленийӗ) муниципалитетӑн хысна учрежденине ертсе пырӗ. Ҫакӑн пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков паян иртнӗ хула планёркинче пӗлтернӗ.
2014 ҫулхи ҫу уйӑхччен ҫурт-йӗр фондне Валерий Гладков ертсе пынӑ. Вӑл ӗҫрен кайнӑ хыҫҫӑн тивӗҫе Эдуард Семенов тӗп инженер пурнӑҫлама кӳлӗннӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн финанс управленийӗнче те улшӑну пулса иртнӗ. Унӑн пуҫлӑхӗ пулма Надежда Куликована ҫирӗплетнӗ. Н. Куликова унччен те финанс управленийӗнче ӗҫленӗ. пурӗ 18 ҫул. сак вӑхатра вӑл терлӗ пукан йышӑннӑ.
2017 ҫула пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри тӳре-шара тухӑҫлӑ ӗҫленӗ. Республика Раҫҫейри тухӑҫлӑ ӗҫлекен 40 регионсен йышне кӗнӗ. Вӗсене хавхалантармашкӑн федераци хыснинчен 20 миллиард тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.
Михаил Игнатьев каланӑ тӑрӑх, хальлӗхе региона мӗн чухлӗ укҫа уйӑрасси татӑклӑн паллӑ мар, ҫапах Чӑваш Ене 200 миллион тенкӗ патнелле килмелли пирки систернӗ. Ку укҫана социаллӑ ыйтусене татса панӑ ҫӗре яма палӑртнӑ.
Палӑртмалла: пӗлтӗр Чӑваш Ен тухӑҫлӑ ӗҫлекен регионсен йышне лекмен.
Ӗнер Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗнче хӑйне евӗр тӗл пулу иртнӗ. Унта тӗрлӗ парти пайташӗсем: Анатолий Аксаков, Олег Николаев («Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей»), Александр Андреев («Раҫҫей Федерацийӗнчи коммунистсен партийӗ»), Юрий Кислов («Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей») тата ытиисем — пухӑнса Муркаш районӗнче ҫуралса ӳснӗ Александр Петрова чысланӑ. Ӑна РФ Федераци Канашӗн наградипе, «Парламентаризма аталантарас енӗпе тунӑ тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» хисеп паллипе, хисеп тунӑ. Наградӑна РФ Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Николай Федоров ҫакса янӑ.
Александр Петров Чӑваш АССРӗн тӑххӑрмӗш тата вуннӑмӗш суйлавсенчи Аслӑ Канашӗн Ертӳҫи, вун пӗрмӗш суйлаври Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Ертӳҫи пулнӑ.
Аса илтерер, Александр Петрова маларах Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа наградӑланӑччӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр хӗрарӑм, хула администрацийӗнче ӗҫлекенскер, хӑйне сӑлтавсӑрах преми панӑ. Пӗтӗмпе - 100 пин тенкӗ ытла.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, администрацин финанс пайӗн пуҫлӑхӗ 2012 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа 2016 ҫулхи ака уйӑхӗччен администраци пуҫлӑхӗ хушмасӑра хӑйне преми памалли пирки 39 хушу кӑларнӑ. Ҫапла вӑл 108 пин тенкӗ ытла преми илнӗ.
Ку кӑна мар-ха, хӗрарӑм муниципалитет службин канащҫин ятне саккуна пӑсса илнӗ. Ҫакнашкал хӑтланни ырӑпа вӗҫленмен. Ҫак кунсенче суд пулнӑ. Хӗрарӑма 40 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырлан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ суд сакки ҫине ларнӑ. Вӑл ӗҫри машинӑпа хӑйӗн ӗҫӗсемпе ярӑнса ҫӳренӗ-мӗн.
Прокуратура тӗрӗслевӗ палӑртнӑ тӑрӑх, пуҫлӑх сахалтан та кӑҫал авӑн уйӑхӗнче машинӑпа хӑйӗн ӗҫӗсемпе нумай чупнӑ. Ертӳҫӗсен кунашкал хӑтланма юрамасть, пачах тепӗр май – вӗсен пурлӑха перекетлемелле.
Пӗрҫырлан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне куншӑн асӑрхаттару панӑ. Сӑмах май, прокуратура кунашкал тӗрӗслевсене яланах ирттерет, ҫакнашкал йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупсан суда парать.
Чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Павлов тӗлӗшпе приговор вуланӑ.
39-ти пуҫлӑх ку пукана пӗлтӗр ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче йышӑннӑ. Ҫав уйӑх вӗҫӗнчех вӑл 15 вӗренӳ организацине ЖКХн муниципалитет предприятийӗпе килӗшӗве маларах пӑрахӑҫлама ыйтса ҫыру ҫырнӑ. Лешсен кун хыҫҫӑн «МНФ «Энергосервис» тулли мар яваплӑ обществӑпа килӗшӳ тумалла пулнӑ. Палӑртмалла: Андрей Павлов 2008-2011 ҫулсенче унта директорӑн ҫумӗ пулнӑ. Вӗренӳ организацийӗсен ертӳҫисем пуҫлӑх мӗн хушине пурнӑҫланӑ. Ҫапла майпа муницпалитет учрежденийӗ 490 пин тенкӗ тупӑш илеймен.
Пуҫлӑха суд колони-поселение 2 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн 50 пин тенкӗ штраф тӳлемелле. Вӑл патшалӑх службинче 2 ҫул должноҫ йышӑнаймӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |