ЧР космонавтика ветеранӗсен пӗрлӗхӗ «Вырӑс драма театрӗ» чарӑнӑва «Ю.А.Гагарин ячӗллӗ урам» ят пама сӗнни пирки ӗнер кӑна пӗлтернӗччӗ. Шупашкарти тепӗр чарӑну ятне те улӑштарма сӗнӳпе тухнӑ.
«Волга Айс» акционерсен обществи «Сӗт-ҫу бази» чарӑнӑва «Волга Айс» ят партарасшӑн. Кун пирки предприяти Шупашкар хула администрацине пӗлтернӗ.
Ҫавна май администраци «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав ирттерме шутланӑ. Сасӑлава ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗччен пырать. Эсир те унта хутшӑнма пултаратӑр. «Сӗт-ҫу бази» чарӑнӑва «Волга Айс» ят парассине эсир ырлатӑр-и? Ҫак ыйтӑва хуравламалла. Сасӑлав вӗҫленсен пӗтӗмлетӗве хулари объектсене ят парассипе ӗҫлекен комиссие пӑхса тухма парӗҫ.