Ҫӗрпӳ кӗперне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма палӑртаҫҫӗ. Юсаса сарлакалатнӑ кӗпер урлӑ автомобильсене юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 11 сехет те 30 минутра ҫӳретме тытӑнӗҫ.
«Волга» (чӑв. Атӑл) М-7 федераци ҫулӗ ҫинчи 977-мӗш километрта вырнаҫнӑ кӗпере уҫма тӳре-шара хутшӑнӗ. Ҫав йышра Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, ЧР строительство министрӗ Владимир Иванов, Федерацин ҫул-йӗр агентствин ертӳҫин ҫумӗ Игорь Астахов, «Волго-Вятскуправтодор» федерацин хысна
учрежденийӗн пуҫлӑхӗ Илдар Мингазов пулмалла.
Росавтодорта кӗпер калӑпӑшӗ енчен те, йывӑрлӑха чӑтассипе те хальхи вӑхӑт ыйтнипе тивӗҫсе тӑнине ӗнентереҫҫӗ. Кӗпер патне пыракан ҫула чӑтӑмлӑрах материалтан сарнӑ иккен. Кӗпере каҫпа ҫутатмалла тӑвассине пӗлтернӗ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫпӳрт Сали патӗнче пассажирсене меллӗ пултӑр тесе автопавильон вырнаҫтарнӑ.
Ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн пирӗн ҫӗршывра аналоглӑ телекурава пӑрахӑҫлама тытӑнӗҫ. Ҫакӑ ҫӗнӗ ҫулти малтанхи вунӑ кунта пулса иртессине эпир хыпарланӑччӗ. Ҫӗнӗлӗх пирки, аса илтерер, Раҫҫейӗн цифра аталанӑвӗн, ҫыхӑнӑвӑн тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗн ҫумӗ Алексей Волин пӗлтернӗччӗ.
Раҫҫей цифра телекуравӗ ҫине йӑлтах куҫасшӑн. Малтанласа ҫак тапхӑра ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнах палӑртнӑччӗ. Халӗ ҫак вӑхӑта икӗ эрне каяраха куҫарасси паллӑ. Кун пирки Алексей Волин «Известия» хаҫата пӗлтернӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, ҫакӑ цифра телекуравӗ курма кирлӗ оборудовани туянма ҫынсене ытларах вӑхӑт парас тенипе ҫыхӑннӑ. Аса илтерер, кивӗ йышши телевизорсем валли приставка тата антенна туянмалла, dvd плеерлӑ ҫӗнӗ йышшисем валли — антенна ҫеҫ.
Шупашкарти муниципалитет тӳре-шари малашне выговоршӑн тата асӑрхаттарнӑшӑн премисӗр тӑрса юлӗ. Постановление хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков улшӑнусем кӗртнӗ.
Постановленин малтанхи вариантӗнче (2017 ҫулхи юпа уйӑхӗнче йышӑннӑ ӑна) ҫапларах ҫырнӑ: тӳре-шаран дисциплинарлӑ шырав пур тӑк ӑна преми памаҫҫӗ. Улшӑнусем кӗртнӗ хыҫҫӑн вара уйрӑм муниципалитет служащийӗсем премисӗр тӑрса юлма пултараҫҫӗ.
Администрацире ӗҫлекен ҫын выговор илчӗ тӗк ӑна премие 100 проценчӗпех памӗҫ. Асӑрхаттару кӑна парсан премин 50 процентне катӗҫ.
Постановление мӗнле пурнӑҫланине тӗрӗслесе тӑмашкӑн хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумне Алексей Маклыгина шаннӑ.
Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхне Андрей Павлова тытса чарни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Паян ЧР Аслӑ сучӗн суд коллегийӗ прокурор ареста тӑсма ыйтнине пӑхса тухнӑ. Пуҫлӑха айӑплакансем шутланӑ тӑрӑх, вӑл ирӗкре пулсан следствие кансӗрлеме пултарать. Аслӑ суд ыйтнине тивӗҫтернӗ – ареста тепӗр 1 уйӑхлӑха тӑснӑ.
Аса илтерер: Андрей Павлова Уголовлӑ кодексӑн виҫӗ статйипе айӑпласшӑн. Следовательсен шухӑшӗпе, район аминистрацийӗн пуҫлӑхӗ субсидие саккуна пӑсса илнӗ, унпа кредит килӗшӗвӗн (150 пин тенкӗ) проценчӗсене тӳленӗ.
Кунсӑр пуҫне Павлов должноҫӗпе коммерци организацийӗн (вӑл унта малтан ӗҫленӗ) интересӗшӗн усӑ курнӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Палӑртмалла: Андрей Павлов халӗ те Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ шутланать, сайтран унӑн сӑнне, ятне илмен. Ӑна кӑҫал ҫу уйӑхӗнче килти ареста лартнӑ, анчах вӑл условисене пӑснӑ. Кун хыҫҫӑн ӑна хупнӑ.
Паян, юпан 5-мӗшӗнче, Шупашкар хула администрацийӗн тата Шупашкарти троллейбус управленийӗн ӗҫченӗсем автономлӑ майпа ҫӳрекен троллейбуса тӗрӗсленӗ. Тӳре-шара транспортпа хула тӑрӑх ярӑннӑ.
Кунашкал пӗр троллейбус 17 пин тенкӗ тӑрать. Субсидисене шута илсен вӑл 9 миллион тенке ларӗ. Троллейбус рулӗ умне ларнӑ Сергей водитель каланӑ тӑрӑх, транспорт ҫӑмӑллӑн ҫӳрет, унпа кайма лайӑх. Салонра ӑшӑ, алӑксем пӗр пускӑча пуссанах пурте уҫӑлаҫҫӗ. Вӑл сусӑрсемшӗн те меллӗ: варринчи алӑкран кӗмешкӗн ятарлӑ лапам пур.
Троллейбус линисӗр 15 ҫухрӑм таран кайма пултарать. Линипе кайнӑ чухне заряд илет, вара малалла «мӑйракасемсӗрех» ҫӳреме май пур.
Ҫакнашкал троллейбуссене кӑҫал раштав уйӑхӗнче «Садовый» микрорайона ярасшӑн. Вӗсем 10-мӗш номерпе ҫӳрӗҫ. Чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче Шупашкара ҫакнашкал темиҫе троллейбус илсе килмелле.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче интернационалист ҫар ҫыннисене халалласа вертолет евӗр палӑк лартасшӑн. Халӗ хула администрацийӗнче ӑна ӑҫта вырнаҫтарас ыйтӑва сӳтсе яваҫҫӗ, эскиз хатӗрлеҫҫӗ.
Тӳре-шара ку ыйтӑва сӳтсе явас ҫӗре халӑха та явӑҫтарасшӑн. Ӑна ӑҫта лартасси пирки ҫынсенчен те ыйтасшӑн, вӗсен шухӑшне шута илесшӗн.
Ку палӑка, Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, интернационалист ҫар ҫыннисем, ветерансем ыйтнипе лартасшӑн. Малтанлӑха хыпарланӑ тӑрӑх, ҫар вертолечӗн скульптурипе РФ Хӳтӗлев министерствин ҫарӗсен пӗри тивӗҫтерӗ.
«Про Гоород» хаҫат редакцине халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти аэропорт ҫывӑхӗнче, вӑрман патӗнче, ҫӳп-ҫап куписем ӳссе ларнӑ. Унта такамсем строительство ҫӳп-ҫапӗ, арпус килсе тӑкаҫҫӗ.
Халӑх корреспонденчӗ грузовикпе ҫӳп-ҫап килсе тӑкнине хӑйӗн куҫӗпе курнӑ. Унта ӑна темиҫе эрне кӳрсе килни куҫкӗрет. Уйрӑмах ҫӗрӗк арпус килсе тӑкакансем антисанитари тӑваҫҫӗ.
Аэропорт ҫывӑхӗнче, ҫӗрӗк арпуссене шутламасан, 3-4 ҫӳп-ҫап купи таранах пухӑннӑ. Ку хула администрацийӗн экологи управленийӗн ӗҫченӗсене те сисчӗвлентернӗ. Вӗсем паян унта ҫитсе курнӑ. «Ҫӳп-ҫап купине кӗркуннехи экологи мероприятийӗсемпе килӗшӳллӗн пуҫтарӗҫ», - ҫапла пӗлтернӗ управлени ертӳҫи Дмитрий Гордеев
Юпа уйӑхӗн 4-7-мӗшӗсенче Шупашкара Раҫҫейри хуласенчи 100 ытла мэр килӗ. Ҫывӑх тата инҫет ют ҫӗршывсенчи элчесем те ҫитӗҫ. Чӑваш Енӗн тӗп хулинче Еврзири вырӑнти влаҫсен Конгресӗ иртет.
Ӑна Пӗтӗм тӗнчери «Пӗрлештернӗ хуласем тата вырӑнти влаҫсем» организацин Евразири уйрӑмӗ ООНпа, Шупашкар хула администрацийӗпе пӗрле йӗркелет. Шупашкара ҫитнӗ хӑнасем хуласен аталанӑвӗ пирки калаҫӗҫ, Еврази уйрӑмӗн Канашӗн ҫӗнӗ йышне, вице-президентне, президентне суйлӗҫ.
Мероприятин тӗп спикерӗсем Пӗтӗм тӗнчери «Пӗрлештернӗ хуласем тата вырӑнти влаҫсем» организацин президенчӗ Паркс Тау, ООН программин ертӳҫи Татьяна Хабарова, Пӗтӗм тӗнчери «Пӗрлештернӗ хуласем тата вырӑнти влаҫсем» организацин Евразири уйрӑмӗн президенчӗ Ильсур Метшин тата Жорди Паскаль, Ламин Аббад координаторсем пулӗҫ.
Шупашкар ҫынни Мускав облаҫӗнче текех министр маррине Чӑваш халӑх сайчӗ паян ҫӗр хута пӗлтернӗччӗ. Унти ҫав ҫемҫе пукана каллех Чӑваш Енри ҫын йышӑннӑ.
Аса илтерер, Мускав облаҫӗнче сывлӑх сыхлав министрӗнче тӑрӑшнӑ Дмитрий Марков яваплӑ ҫав тилхепене текех тытмасть. Контракчӗ тухнӑ тесе унӑн ӗҫ вӑхӑтне тӑсман.
Министр портфельне Дмитрий Матвеева тыттарнӑ. 2009 ҫулччен вӑл ЧР Сывлӑх сыхлав министерствинче пай пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Кайран Киров облаҫӗнче Сывлӑх сыхлав департаментӗнче тимленӗ, асӑннӑ тӑрӑхра социаллӑ ыйтусемпе кӗпӗрнаттӑр ҫумӗ пулнӑ. 2016 ҫулта вӑл Чӑваш Енре «Фармация» предприяти пуҫлӑхӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. 2017 ҫулхи ҫулла Пермь облаҫӗнче малтан сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗн, унта министрӑн пуканне йышӑннӑ.
Канаш районӗнчи Кайӑкъяль ялӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ салтаксене халалласа лартнӑ палӑка йӑвантарса янӑ. Ҫакӑ вырӑнти халӑха самаях пӑшӑрхантарнӑ. Пӗлсе ҫитер: тен, вандалсем вӗсем патне те ҫитнӗ?
Ку пӑтӑрмаха РОВД уҫӑмлатма пуҫланӑ. Канаш район администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вандализм пирки калама иртерех-ха. Палӑка ҫӗмӗрмен, плитана йӑвантарса янӑ кӑна. Палӑк патӗнче арҫын ачасем вылянӑ-мӗн. Ҫапла пӗлтернӗ вырӑнти администраци ертӳҫи.
Район администрацийӗ палӑка юсамашкӑн специалистсене чӗннине пӗлтернӗ. Ҫитес вӑхӑтра ку ӗҫе вӗҫлӗҫ. Эппин, ҫынсен пӑшӑрханма кирлӗ мар.
Каласа хӑвармалла: ку палӑка пӗлтӗр кӑна уҫнӑ. Ӑна тумашкӑн ял халӑхӗнчен укҫа пухнӑ. Спонсорсем те тупӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.06.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Куприянов Иван Ильич, РСФСР тава тивӗҫлӗ строителӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михайлов Леонид Михайлович, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Пуршев Федор Иванович, медицина ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, офтальмолог вилнӗ. | ||
| Митрофанов Иван Митрофанович, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |