Экономика
![]() Чӑваш Енпе Кабарда-Балкар Республики хушшинчи ӗҫлӗ ҫыхӑнӑва малалла тӑсӗҫ. Килӗшӗве шӑп та лӑп ҫулталӑк каялла, 2018 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗнче, пуҫласа алӑ пуснӑ. Паян вара Сочире иртекен Раҫҫейри экономика форумне хутшӑннӑ май енсем мероприятисен планне ҫирӗплетнӗ. Ӗҫлӗ хута алӑ пуснисем — Чӑваш ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата Кабарда-Балкар Республикин ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлакан Казбек Коков. Килӗшӳре сӑмах 2019-2024 ҫулсенче суту-илӳпе экономика, ӑслӑлӑхпа техника тата социаллӑ пурнӑҫпа культура енӗпе ҫыхӑну тытасси пирки сӑмах пырать. Енсем ял хуҫалӑхӗ, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, халӑха медицина пулӑшӑвӗ кӳрес тата ытти енӗпе пӗр-пӗриншӗн усӑллӑ майпа килӗштерсе ӗҫлеме палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |