Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫитес кӗҫнерникуна, нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшне, палӑртнӑ «тӳрӗ линие» тухмӗ. Ҫавӑн пекех ҫитес тунтикун, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, графикпе килӗшӳллӗн ҫирӗплетнӗ тӗлпулӑва та ирттермӗ: хула ҫыннисемпе курнӑҫмӗ. Кун пирки «МК Чебоксары» хаҫат хӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, йӑлана кӗнӗ мероприятисене Алексей Олегович чылай пӗлтерӗшлӗрех ӗҫсене пурнӑҫланӑран ирттермӗ. Ҫав кунсенче сити-менеджер Сочи хулинче ҫуллен иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри инвестици форумне хутшӑнӗ. Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пурӑнакансемпе вӑл унтан таврӑнсан тӗл пулӗ, канӑҫсӑрлантаракан ыйтусене хуравлӗ. Кун пирки хула администрацийӗн пресс-служби маларах пӗлтерӗ.