Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумне — экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрне Владимир Аврелькина ӗҫрен кӑларнӑ. Ӑна пӗр вӑхӑт ӗҫрен сирнӗччӗ, анчах тилхепӗне туртса илменччӗ. Паян Михаил Игнатьев Аврелькина ӗҫрен кӑларма йышӑннӑ.
Аса илтерер, пысӑк пуканлӑ тӳре-шара тӗлӗшпе хӑй вӑхӑтӗнче пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Аврелькина изолятора малтанласа икӗ уйӑхлӑха хупса хунӑччӗ, кайран ҫав вӑхӑта тата тепӗр тӑватӑ уйӑхлӑха тӑснӑччӗ. Ҫав мерӑна ҫемӗҫтерме ыйтса министрӑн ваккачӗ Чӑваш Енӗн Аслӑ судне тавӑҫпа тухнӑччӗ. Анчах унти тӳресем Шупашкарти Ленин районӗн сучӗн йышӑнӑвне улӑштарма килӗшменччӗ. Республика Правительствинче пысӑк вырӑн йышӑннӑ ҫыннӑн арестне тӑсмалли ходатайствӑна суд нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пӑхса тухнӑччӗ. Владимир Аврелькин арестне 4 уйӑхлӑха, ҫӗртмен 12-мӗшӗччен, тӑсма йышӑннӑччӗ.