Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -15.7 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлама шаннӑ

Сутатӑп "Ваттисен чавашла-вырăсла сăмахĕсемпе каларăшсем", иккĕмĕш кăларăм, ав...
Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Таисия Ташней 01.02.2020 11:15 | 680 хут пӑхнӑ
Политика

Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫин тивӗҫӗне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакана палӑртнӑ. Ҫак тилхепене хальлӗхе Николай Каргина, Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумне — Шалти политика управленийӗн пуҫлӑхне, тыттарнӑ. Ҫӗнӗ тивӗҫе пурнӑҫланӑшӑн ӑна хушса тӳлесси ҫинчен те йышӑнура палӑртнӑ.

21-мӗш номерлӗ документа Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Николаев ӗнер, кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Саккунсем» ярӑмра паян, нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, вырнаҫтарнӑ.

Аса илтерер: Чӑваш Республикин Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ пулма Николай Каргина 2017 ҫулхи пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗччӗ.

#тӳре-шара, #йышӑнусем, #яваплӑх

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Налук службин ҫӗнӗ пуҫлӑхне ҫирӗплетнӗ
2020, 01, 20
Ветеринари службин пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулма шаннӑ
2020, 01, 22
Чӑваш Ен Правительствине отставкӑна янӑ
2020, 01, 31
Олег Николаев пулӑшуҫӑсене ҫирӗплетнӗ
2020, 01, 31
Юрий Васильева ӗҫрен кӑларнӑ
2020, 01, 31

Комментари:

Валери Туркай // 3050.86.8217
2020.02.01 11:47
Саламлатӑп Николай Юрьевича!
Каргин - влаҫ пӑсман-пӑсайман чӑваш.
Чылайранпа пӗлетӗп. Лайӑххипе кӑна.
Валери Туркай. 8-927-855-54-80
Agabazar // 8958.2.2239
2020.02.01 12:22
Agabazar
Ак мĕн тенĕ Михаил Васильевич Игнатьев:

«...отдельные, которые (я на эмоциях могу сказать) ни одну статью никогда не написали о человеке труда, имея свою добрую душу и доброе сердце. Конкретную критику я сам лично всегда воспринимал и буду воспринимать, нет вопросов. С утра до вечера критикуют, всю ночь не спят - критикуют, сидят на заказах, на берегу договариваются. Они родились на этой земле, нашей любимой Российской Федерации, и пишут, как живется в Европе хорошо, как живется в Америке хорошо. А потом наши дети начинают говорить, получая фундаментальное образование в нашей Российской Федерации: «Мы не хотим работать в России а хотим работать и жить в Европе или Америке». Тогда мы будем иметь другое: митинги на улицах, неспокойные ситуации там, где живем....»
Agabazar // 8958.2.2239
2020.02.01 12:23
Agabazar
Малалла Михаил Васильевич Игнатьев çапла каланă:

«....Некогда будет заниматься благоустройством своих дворовых территорий, общественных пространств, открывать новые производства. Будем заниматься только разборками. Вот эти вещи ключевые, о чем я сейчас сказал, если взвесить - чего мы хотим добиться? Отдельные, которые приходят с разных регионов Российской Федерации к нам, хорошо устраиваются. И начинают писать, не зная о чем и о ком. Ну, лишь бы, значит, заработать соответственно на разных схемах. Поэтому, Николай Владимирович, здесь четко нам надо обозначать - если их надо мочить, как в народе говорят - надо их мочить. Кто они такие, откуда приехали, с какими помыслами, где они живут, где трудятся, на чем зарабатывают. Об этом нужно говорить. Я не хочу здесь никого воспитывать, просто когда искаженная информация, она в конечном счете оборачивается негативно даже для тех, соответственно, кто подает эту информацию».
Agabazar // 8958.2.2239
2020.02.01 12:23
Agabazar
Дубль пулчӗ.
Ун вырӑнне ак ҫакна ҫырса хурас терӗм.
Мих. Вас. Игнатевӑн кӑтартнӑ сӑмахӗсене ҫывӑх вӑхӑтрах чӑвашла куҫарса кӑларма шутлатӑп.
Халлӗхе чи начар пулӑм — «свистопляска» текенни.
Тимер // 1016.37.5210
2020.02.01 16:00
Каргин Н.Ю.питӗ йӗркеллӗ ҫын.Амӑшӗ вӗрентекен пулнӑ.Ратти вӗсен Шашкар тӑрӑхӗнче хисеплисен йышӗнчен.
Тимер // 1016.37.5210
2020.02.01 16:07
Каргин Н.Ю.питӗ йӗркеллӗ ҫын.Амӑшӗ вӗрентекен пулнӑ.Ратти вӗсен Шашкар тӑрӑхӗнче хисеплисен йышӗнчен.
Agabazar // 5377.2.9055
2020.02.01 17:01
Agabazar
Тимĕр, ку çын сан пекех Шашкартан теççĕ. Тĕрĕс-и ку?
Варык // 1726.84.3785
2020.02.01 20:04
Чӑваш ачине лартма пултарнӑ Олег Николаева мухтав!.Кӗрешӳ пуҫланнӑ унта пукансемшӗн.
Тимер // 3434.10.8764
2020.02.01 23:09
Мемек ятлӑ ялтан вӑл.Юнашар Шерӗк.Пирӗн Шашкар.Инҫе мар Пошкар.Унтан вара Шупашкар.Ҫармӑссен ялӗсем пулнӑ пуль вара тахҫан.Атӑл урлӑ Йошкар.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org