Крымри Керчьре инкек пулнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Енри шкулсене те тӗрӗслӗҫ. Аса илтерер: юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Керчьри политехника колледжӗнче 18 ҫулти студент Владислав Русляков ҫынсене персе вӗлернӗ, сирпӗтӳ тунӑ. Унта 21 ҫын вилнӗ.
Республикӑри вӗренӳ организацийӗсене прокуратура тӗрӗслӗ. Ку Раҫҫей прокуратурин генеральнӑй прокурорӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн пулӗ. Шкулсенче ачасене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтереҫҫӗ-и? Прокуратура йӑлтах уҫӑмлатӗ.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче уйрӑмах хурал, контрольпе пропуск тытӑмӗ, видеосӑнав тӗлӗшпе тимлӗ пулӗҫ. Инкек пулсан ҫынсене кун пирки хӑвӑрт пӗлтерме май пуррипе ҫуккине те пӑхӗҫ.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ шаурма хатӗрлекен 7 киоска тӗрӗсленӗ. Вӗсенче кашнинчех йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. 6 киоскӑн ӗҫне чарса лартнӑ, алӑкне пичет ҫапса хупнӑ. Вӗсен 30-90 талӑк ӗҫлеме юрамасть.
Ведомство ӗҫченӗсем Шупашкарта – 3, Ҫӗнӗ Шупашкарпа Канашра 2-шер киоск тӗрӗсленӗ. Вӗсенче кашнинчех шыв тата канализаци енӗпе ҫитменлӗх пулнӑ, кӳрсе килнӗ шывпа пӗҫернӗ. Хатӗр продукци чӗррипе пӗрле упраннӑ, каснӑ пахча ҫимӗҫпе соуссене холодильникре упраман.
Киоск пӗчӗк пулнӑран апат хатӗрлеме условисем те ҫук. Ҫитменнине, унта медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухман ҫынсем ӗҫленӗ.
Хатӗр апат микробиологи кӑтартӑвӗсемпе те тӗрӗслев витӗр тухман. Ҫапла майпа 12 административлӑ протокол хатӗрленӗ.
Шупашкар хулинчи Мускав районӗн прокуратури хӑйсен территорийӗнче вырнаҫнӑ «Хӗрлӗ тата шурӑ» лавккана пирус сутма чарнӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал паян хыпарлать.
Роспотребнадзор ӗҫченӗсем нумаях пулмасть тӗрӗслев ирттернӗ те лавкка пӗтӗмӗшлӗ пӗлӳ паракан вӑтам шкултан 100 метртан та ҫывӑхарах вырнаҫнине палӑртнӑ, ку вара саккуна сӗмсӗррӗн пӑсни шутланать. Ҫакна кура лавкка хуҫине пирус продукцине сутнӑ май саккуна пӑхӑнманшӑн штрафланӑ, унран 45 пин тенкӗ шыраса илме йышӑннӑ.
Апла пулин те палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла: Роспотребнадзор йышӑнӑвӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен, ӑна пӑхмасӑрах усламҫӑ тӳрӗ ҫул ҫине тӑнӑ — асӑннӑ лавккара пируспа сутӑ тума чарӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Строительство министерстви ҫынсем пайҫӑ пулса ҫурт-йӗр хӑпартакан объектсене малалла тӗрӗслесе тӑнине ӗнентерет. Ҫак эрнере Стрйомин Шупашкарти «Садовый» микрорайонта пулнӑ.
18-мӗш позициллӗ ҫурта малтанласа 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗ тӗлне туса пӗтерме палӑртнӑ. Кайран ҫав вӑхӑта авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен тӑсса панӑ. Ӑна, чӑнах та, туса пӗтернӗ. Пассажирсене турттаракан 7 лифт ӗлеме хатӗр. Тепӗр ҫиччӗшне вырнаҫтарасси юлнӑ. Ӗҫе 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗнче пӗтерме палӑртаҫҫӗ.
21-мӗш позицири объекта 2017 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле пулнӑ. Анчах вӑхӑта 2019 ҫулхи ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен тӑснӑ. Ҫурт стенисене сӑрласа пӗтернӗ, ҫурт-йӗри тавра йӗри-тавра хӑтлӑх кӗртеҫҫӗ. Лифтсене хальлӗхе кӳрсе килмен.
19-мӗш позицирине 2018 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗччен пӗтермелле, 25-мӗшӗнчине — 2019 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗччен.
Елчӗк районӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм Единство»коммерциллӗ мар организацирен кредит илмен. Анчах унта ӗҫлекенсем ӑна парӑма парса татма ыйтнӑ. Хӗрарӑм кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче унтан 30 пин тенкӗ займ илнӗ-мӗн.
Ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттернӗ. Ҫапла майпа кооператив ӗҫченӗ ҫав хӗрарӑмӑн персоналлӑ даннӑйӗсемпе усӑ курнине, ун евӗр алӑ пуснине, ун ячӗпе займ пама документсем хатӗрленине палӑртнӑ. Ҫав укҫапа вӑл хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ.
Кооператив ӗҫченӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Патӑрьел районӗн прокуратури районти шкулсене тӗрӗсленӗ. Ашшӗ-амӑшӗнчен укҫа-тенке саккуна пӑсса пухмаҫҫӗ-и? Тӗрӗслев ҫитменлӗхсене тупса палӑртнӑ: укҫа-тенке саккун чаракан япаласем тӗлӗшпе тӑкакланӑ.
Прокуратура Сӑкӑтри шкула тата ача пахчине, Шӑнкӑртамри «Салтак тӳми» ача пахчине, Патӑрьелти «Юмах» ача пахчине тӗрӗсленӗ. Пуринче те саккуна пӑснӑ тӗслӗхсене тупнӑ. Ашшӗ-амӑшӗнчен хуҫалӑх материалӗ, дезинфекци, кӗнеке, вӗренӳ пособийӗ валли, мультимедийлӑ хатӗр-хӗтӗре пӑхса тӑма укҫа пуҫтарнӑ-мӗн.
Патӑрьел районӗн прокуратури ҫӳлерех асӑннӑ заведенисенче ҫак ҫитменлӗхсене пӗтерме хушнӑ.
Етӗрне районӗнчи ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене пӗвесемшӗн явап тыттарнӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Етӗрне районӗн прокуратури асӑннӑ тӑрӑхра гидротехника сооруженийӗсене (ансатрах каласан ку вӑл пӗвесем тенине пӗлтерет ӗнтӗ) епле тытса тӑнине тӗрӗсленӗ.
Надзор органӗн специалисчӗсем ял тӑрӑхӗсенче хӑйсен балансӗ ҫинчи пӗвесене тивӗҫлипе тытса тӑманнине палӑртнӑ. Ҫавӑн валли хыснара укҫа та пӑхса хӑварман иккен.
Гидротехника сооруженийӗсене ыррӑн пӑхса тӑманнине кура Етӗрне районӗнчи виҫӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫавна Ростехнадзорӑн Атӑлҫи управленийӗ пӑхса тухса ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене 2-шер пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Чӑваш Ене хурлантарнӑ тискер авари хыҫҫӑн Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем пассажирсене илсе ҫӳрекен автобуссене тӗплӗн тӗрӗслеме тытӑннӑ. Эрнекунран пуҫласа вырсарникунччен инспекторсем «Д» категориллӗ водительсем ҫул-йӗр правилисене пӑснӑ 197 тӗслӗхе тупса палӑртнӑ.
Палӑртмалла: кӑҫал тӑхӑр уйӑхра Чӑваш Енре автобуссемпе ҫыхӑннӑ 86 авари пулнӑ. Вӗсенче 7 ҫын вилнӗ, 139-ӑн суранланнӑ. Водительсен айӑпӗпе 66 авари пулнӑ.
Ытларах чухне автобуссемпе ҫыхӑннӑ аварисем ҫак сӑлтавсене пула пулаҫҫӗ: хӑвӑртлӑха пӑхӑнманни, водительсен йӗркесӗрлӗхӗ, ҫуран каҫмалли вырӑнсем патӗнче правилӑсене пӑхӑнманни, пассажирсене илсе ҫӳремелли правилӑсене уяманни, светофор патӗнче йӗркене пӑсни, дистанцие пӑхӑнманни.
Вӑрнар районӗнче 49 ҫулти водитель 14 ҫулти хӗрача ҫине ятарласах кӗрсе кайни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Шкул ачи тусӗпе пӗрле салона ларма килӗшмен-мӗн.
Ку пӑтӑрмах нумай калаҫтарнӑ, калаҫтарать те. ЧР ШӖМӗ те айккинче юлман. Шалти ӗҫсен министрӗ Вӑрнар районӗнчи полицейскисем тӗлӗшпе служба тӗрӗслевӗ ирттерме хушнӑ. Хӑш-пӗр массӑллӑ информаци хатӗрӗнче Патшалӑх автоинспекцийӗ уйрӑмах йывӑр преступление регистрацилеменни пирки ҫырнӑ.
Аса илтерер: ку пӑтӑрмах авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пулнӑ. 14-ри хӗрача тусӗпе ҫул хӗррипе утнӑ. 49 ҫулти водитель вӗсене салона ларма сӗннӗ. Лешсем килӗшмен, уялла чупса тарнӑ. Каялла ҫул ҫине тухсан водитель 14-ри хӗр ҫине ятарласах кӗрсе кайнӑ. Йывӑр суранланнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ.
Комсомольски районӗнчи Кӗҫӗн Каҫал ҫывӑхӗнче тупса палӑртнӑ сиенлӗ ҫӳп-ҫап купине тирпейленӗ. Чӑваш халӑх сайчӗн авторӗ Софья Савнеш вӑл вырӑна Халӑх фрончӗн хастарӗсем асӑрханине пӗлтернӗччӗ. Тӗлӗнмелле пек те, анчах Комсомольски район администрацийӗн сайтӗнче ҫырнине ӗненсен, ҫавна Хырхӗрри ял администрацийӗн пуҫлӑхӗ асӑрханӑ пулса тухать. Ун хыҫҫӑн район администрацийӗн пуҫлӑхӗ ыйтӑва епле тытса панине хӑй тӗрӗслесе тӑнине ӗнентернӗ.
Тӗттӗм шӗвеклӗ пластик канистрсем тата фармацевтика препрачӗсен курупкисем выртакан вырӑна Гигиенӑпа эпидемиологи центрӗн специалисчӗсем тӗрӗсленӗ. Материалсене право хуралӗн ӗҫченӗсене ярса панӑ.
Хими каяшӗллӗ вырӑна тасатса тирпейленӗ, айӑплисене (анчах кам яваплине ҫырман) тупса палӑртнӑ-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |