«Наша мама» (чӑв. «Пирӗн анне») ҫӗвӗ хапрӑкӗн Ҫӗмӗрле хулинчи филиалӗнче тин ҫуралнӑ ачасен сывлӑхӗшӗн сиенлӗ ҫи-пуҫ ҫӗленӗ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри уйрӑмӗн ӗҫченӗсем хапрӑкри кӗпе-йӗме Чулхула облаҫӗнчи ӗҫтешӗсем ҫӑхавланӑ хыҫҫӑн тӗрӗсленӗ.
Шӑпах вӗсем Ҫӗмӗрлере ҫӗленӗ боди Таможня пӗрлӗхӗн техника регламенчӗ ыйтнине тивӗҫтерменнине пӗлтернӗ. Лаборатори тӗпчевӗ ирттернӗ хыҫҫӑн хайхи бодие чӑннипех те техника регламенчӗсене пӑхӑнса ҫӗлеменни, вӑл сывлӑхшӑн хӑрушлӑх кӑларса тӑратни паллӑ пулнӑ. Ҫавна май предприятие асӑннӑ ҫи-пуҫа кӑларма чарнӑ тата сиен кӳнине ҫӑмӑллатма ятарлӑ программа шухӑшласа кӑларса йышӑнма хушнӑ.
Унсӑр пуҫне палӑртса хӑвармалла, хапрӑк тӗлӗшпе административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн ӗҫ пуҫарнӑ, куншӑн вара 300 пинрен пуҫласа 600 пин тенкӗ таран штрафлама пултараҫҫӗ.
Шупашкарти ҫӗнӗ микрорайонсенче 10 ача пахчи хӑпартасшӑн. Вӗсене туса лартма хула тӳри-шари «Пурӑнмалли кӗтес» тата 2 уйӑхрисенчен пуҫласа 3 ҫула ҫитичченхи пепкесем ача пахчисенче хушма вырӑнсем тӑвассипе ҫыхӑннӑ программӑсене хутшӑнса Мускавран укҫа илесшӗн. Кун пирки паян, пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ патӗнче иртнӗ канашлура каланӑ.
«Пурӑнмалли кӗтес» программӑпа килӗшӳллӗн «Ҫӗнӗ хула» тата «Соляной» микрорайонсенче икӗ ача пахчи хӑпартӗҫ, вӗсене 380 ача ҫӳреме пултарӗ.
Иккӗмӗш программӑпа килӗшӳллӗн 8 ача пахчи туса лартасшӑн. «Университет» микрорайонти 250 вырӑнлӑх ача сачӗ валли проектпа смета документацине экспертизӑна панӑ. «Савӑклӑ» микрорайонти тата Сосновка поселокӗнчи ача сачӗсен проекчӗсем тӗрӗслевсем витӗр тухнӑ ӗнтӗ. Вӗсене 390 ача ҫӳрӗ. «Ҫӗнӗ хула», «Сад», «Кӑкшӑм» тата «Хӗвеллӗ» микрорайонсенчи ача сачӗсен проекчӗсене экспертиза валли хатӗрлеҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Канашра 36 килограмм груша тӗп туни пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ. Ҫак кунсенче каллех чикӗ леш енчен кӳрсе килнӗ пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырлана пӑрахӑҫа кӑларма тивнӗ.
Раҫҫее илсе килме юраман ҫимӗҫсене тупса палӑртас тӗллевпе каллех тӗрӗслев ирттернӗ. Хальхинче Шупашкарти тата Улатӑрти пасарсене тӗрӗсленӗ. Пӗтӗмпе 358,5 килограмм груша тата 9,85 килограмм томат тупнӑ. Вӗсене Польшӑран тата Турцирен илсе килнӗ.
Ҫавӑн пекех 200,75 килограмм панулми тата 18,3 килограмм груша туртса илнӗ. Вӗсене ӑҫтан кӳрсе килнине палӑртайман, маркировка тата тавар докуменчӗсем пулман.
Ҫак тӗслӗхсем тӗлӗшпе актсем ҫырнӑ, сутма юраман ҫимӗҫсене вара тӗп тунӑ. Пӗтӗмпе тӗрӗслев вӑхӑтӗнче 578,4 килограмм ҫимӗҫ таптаса лапчӑтнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫӗрле ҫӗршыв президентне суйланма тӑратнӑ Павел Грудининӑн суйлав умӗнхи баннерӗ ҫухалнӑ. Ӑна кам сӳсе кайнӑ — хальлӗхе паллӑ мар. Кун пирки «Ман хула Шупашкар» (выр. «Мой город Чебоксары») портал хыпарлать.
Баннер ҫухални ҫинчен Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Валентин Шурчанов Facebook халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче ҫырнӑ. Хайхи баннера пӗр талӑк маларах ҫеҫ, нарӑсӑн 26-мӗшӗнче, Промышленность урамӗнче, «ОЖДХ» чарӑну патӗнче, вырнаҫтарнӑ пулнӑ. Ҫакӑншӑн пӑшӑрханакансем, тӗплӗ тӗрӗслев ирттерме ыйтса, Раҫҫей тӗп суйлав комиссийӗн пуҫлӑхӗ Элла Панфилова, Чӑваш Енӗн тӗп суйлав комиссийӗн пуҫлӑхӗ Александр Цветков, Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин ячӗпе кирлӗ хутсем ҫырнӑ та ӗнтӗ. Йӗрке хуралҫисем ҫитес вӑхӑтрах ӗҫ-пуҫа тӗпчеме тытӑнӗҫ.
Нумай пулмасть Канаш хулинчи «Спецдеталь» тулли мар яваплӑ общество ҫывӑхӗнчи сывлӑша тӗрӗсленӗ. Предприяти тата пурӑнмалли ҫуртсен ҫывӑхӗнчи сывлӑшра сиенлӗ япала тупса палӑртнӑ.
Прокуратура тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн «Спецдеталь» тулли мар яваплӑ общество атмосферӑна фенол кӑларни ҫиеле тухнӑ. Ҫавна май тӗрӗслев материалӗсем тӑрӑх Раҫҫей Федерацийӗн Уголовлӑ кодексӗн 251-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Предприятин сывлӑша сиенлӗ япалапа вараланӑшӑн явап тытма тивӗ.
Шупашкар хулинче тара паракан хваттерсене шыраҫҫӗ. Рейдсене республикӑн тӗп хулинче маларах та ирттернӗччӗ. Нумаях пулмасть ун пеккине Шупашкарти Ленин районӗнче йӗркеленӗ.
Тара паракан хваттерсене палӑртма Шупашкарта ведомствӑсем хушшинчи ӗҫ ушкӑнӗ туса хунӑ. Йыша Ленин район администрацийӗн пайташӗ, налук тытӑмӗн специалисчӗ, полицин участокри уполномоченнӑйӗ кӗнӗ.
Рейд вӑхӑтӗнче Шевченко урамӗнчи 29-мӗш ҫуртра пулса 57 хваттере тӗрӗсленӗ. Хваттер алӑкне пурте уҫман-ха. Ҫуртри 31 хваттерте ҫеҫ ҫынсем килте пулнӑ. Тӗрӗслевҫӗсем икӗ хваттере вӗсен хуҫисем тара панине палӑртнӑ. Ку факта тӗпе хурса налукҫӑсем акт ҫырнӑ, тара кӗрӗшсе пурӑнакансенчен хӑҫантанпа йӑва ҫавӑрнине ыйтса пӗлнӗ. Тара паракан хваттер хуҫисене ҫывӑх вӑхӑтра налук хурса парӗҫ.
Чӑваш Енӗн Ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑхӑн патшалӑх инспекцийӗ пуш уйӑхӗнче темиҫе рейд ирттерме палӑртнӑ. Хайхи тӗрӗслевсен графикне хӑйсен сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.
Ҫав графикпа килӗшӳллӗн республика шайӗнче профилактикӑпа ҫыхӑннӑ пилӗк тӗрӗслев йӗркелӗҫ. Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче «Ҫуран ҫӳрекен. Ҫул каҫҫи» рейд иртӗ. Уйӑх варринче, 16-мӗшӗнче, инспекторсем «Автобус» ятпа пулакан тӗрӗслеве тухӗҫ. Пуш уйӑхӗн 23-24-мӗшӗсенче ҫул ҫине руль умне ӳсӗрле ларса тухнисене тытса чарас тӗллевпе ҫине тӑрса ӗҫлӗҫ, акци ячӗ — «Ӳсӗр водитель».
Тепӗр пилӗк кунран, 29-мӗшӗнче, пакунлисем ҫынсем ачисене машинӑра епле илсе ҫӳренине тимлӗрех сӑнӗҫ, ун чухне вӗсем «Ачасем. Упранмалли хатӗрсем» рейда тухӗҫ. Тепӗр кунхине вара инспекторсем «Чукун ҫул каҫмӑшӗ» тӗрӗслев ирттерме планланӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗпе прокуратура ӗҫченӗсем Канашра тӗрӗслев ирттернӗ. Вӗсем контрафактлӑ улма-ҫырла тупнӑ. Тавара тӗп тума тивнӗ.
«Канашоптпродторг» тулли мар яваплӑ общество территорийӗнче Польшӑран кӳрсе килнӗ груша сутнӑ. Ҫимӗҫ курупки ҫинчи этикетка та улма-ҫырла ҫав ҫӗршывран пулнине ҫирӗплетнӗ. Улма-ҫырла докуменчӗсем те пулман. Аса илтерер: санкцисем йышӑннӑ хыҫҫӑн Польшӑран улма-ҫырла кӳрсе килме, ӑна сутма юрамасть.
Пӗтӗмпе Польшӑран илсе килнӗ 36,15 килограмм груша туртса илнӗ. Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ӑна йӑлтах тӗп тунӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи пӗр ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна Ҫӗнӗ ҫул уявӗ валли чӑрӑш каснӑшӑн явап тыттарасшӑн.
Чӑваш Республикин прокуратури хыпарланӑ тӑрӑх, уголовлӑ ӗҫ пуҫарма ял хӗрарӑмӗн ҫӑхавӗ хистенӗ. Хайхи хӗрарӑм йӗрке хуралне пырса ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ раштав уйӑхӗнче ял тӑрӑхӗн администрацийӗн ҫурчӗ ҫывӑхӗнче ӳснӗ чӑрӑша каснине хут ҫырсах пӗлтернӗ. Прокуратура ӗҫченӗсем ҫийӗнчех тӗрӗслев ирттернӗ те хӗрарӑм ахальтен ҫӑхавламаннине палӑртнӑ. Чӑнах та, хайхи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ертсе пыракан компани директорне рашитав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче чӑрӑша касма хушнӑ, анчах ҫак ӗҫе тума вӗсен нимӗнле ирӗк те пулман.
Чӑрӑша каснӑран ял тӑрӑхӗ 50 яхӑн тенкӗлӗх шар курнӑ. Уголовлӑ ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ.
Раҫҫей Федерацийӗн Тӗп суйлав комиссийӗ Чӑваш Енри суйлавҫӑсен списокне епле йӗркеленине тӗрӗслӗ. Аса илтерер, кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Раҫҫей Президентне суйлӑпӑр. Суйлав кампанийӗ пуҫланчӗ ӗнтӗ. Ҫакӑ республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче те, федераци шайӗнчи МИХсенче те сисӗнет.
«РИА-Новости» пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ене РФ Тӗп суйлав комиссийӗн ревизорӗсем килмелле. Ҫакӑн пирки комисси ертӳҫин ҫумӗ Николай Булаев пӗлтернӗ иккен.
Аса илтерер, Чӑваш Енре пурӑнакансем кӑҫалхи Президент суйлавӗн кунӗнче Мускавра тата Мускав облаҫӗнче пулассине йышлӑн пӗлтернине эпир хыпарланӑччӗ. Федераци МИХӗсенчен пӗри хыпарланӑ тӑрӑх, Мускав облаҫӗнче Чӑваш Енри 652 ҫын сасӑласшӑн. Ҫакна Николай Булаев шанмасӑртарах йышӑннӑ. «Лару-тӑру хӑмпӑлчӑланса тӑрать, ӑна тӗрӗслеме тивет», – тенӗ вӑл.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |