Ҫӗрпӳ районӗнче ваттисен ҫуртне юсама пуҫланӑ. Ӗҫсем епле пынипе район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Скворцов паллашни ҫинчен saif_ruslan Инстаграмра пӗлтернӗ.
Унта туса ҫитереймен кӑлтӑксем питӗ нумай иккен. Юсавҫӑ-организаци тивӗҫе ҫиелтен пурнӑҫланӑ. Стенасене малтанласа вӗсем алӑ ҫитнӗ таран ҫеҫ сӑрланӑ.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗрӗслевпе пырсан рабочисенчен пӗри, хӗрарӑм, тӗплӗн мӗншӗн юсамалла тесе тӗлӗннӗ. «Кунта Путин е судья пурӑнӗ-им? Тепрер уйӑхран кинемейсем пӗрех вараласа пӗтерӗҫ», — тенӗ именмесӗр.
Ваттисен ҫуртӗнчи пӳлӗмсенчен пӗринче хӑй вӑхӑтӗнче пушар тухнӑ. Унтанпа темиҫе уйӑх иртнӗ пулин те коридорти картлашкана хӑрӑмран ҫаплипех тасатман, кӗтессене эрешмен карти сырса илнӗ.
Каҫал тӑрӑхӗнчи усламҫӑ ҫамрӑксене килӗштерет. Чӑваш Енӗн прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын-усламҫӑ кафере ӗҫлеме поварсене тата кассир-официантсене шыранине хыпарланӑ. Пӗлтерӗве кӑҫалхи ака тата ҫу уйӑхӗсенче тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ.
Арҫын ҫамрӑксене ҫеҫ ӗҫе илес кӑмӑллине пӗлтернӗ. Усламҫӑна юрӑхлӑ поварсен, кассирсемпе официантсен 35 ҫултан аслӑ пулмалла мар иккен. Ҫав пӗлтерӗве прокуратура ӗҫченӗсем асӑрханӑ. «Мӗнле-ха капла? Ку вӑл ҫула кура хӗсӗрлени пулать вӗт» — тӗлӗннӗ пакунлисем. Тата ҫын 35-рен аслӑраххи ӗҫлеме пултараймассине пӗлтермест-ҫке.
Усламҫӑна ӗҫ вырӑнӗсем пуррине Ӗҫлӗх центрне пӗлтерменшӗн те явап тыттарас тенӗ.
Ҫапла вара суд арҫынна 3 пин тенкӗ штраф хурса панӑ. Суд йышӑнӑвӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.
«Чувашия» (чӑв. Чӑваш Ен) санаторире ӗҫ укҫипе парӑм пухӑнса кайнӑ. Икӗ уйӑхра 5,8 миллион тенкӗ пуҫтарӑннӑ. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, санатори 189 ҫын умӗнче парӑма кӗнӗ.
Пӑтӑрмаха Шупашкар хулинчи Мускав районӗнчи прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче палӑртнӑ. Парӑм кӑҫалхи ака тата ҫу уйӑхӗсемшӗн пуҫтарӑннӑ иккен. Ҫавӑншӑн Раҫейӗн Административлӑ правонарушени ҫинчен калакан кодексӗн 5.27-мӗш статйин 6-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн ӗҫ пуҫарнӑ. Ӗҫ саккунне пӑсни ҫинчен санатори директорӗ ячӗпе прокуратура асӑрхаттару хучӗ шӑрҫаланӑ. Санаторин шалу парӑмӗ пирки республика шайӗнче иртекен тӗрлӗ ларура та пӗрре кӑна мар сӑмах хускатнӑ. Халӗ тинех парӑма тӳлесе татнӑ.
Канаш районӗнче хыр каснӑ ҫынна шыраҫҫӗ. Асӑннӑ муниципалитет территорине кӗрекен Вӑтакас Кипеч ял тӑрӑхӗн территорийӗнчи вӑрманта хыр каснине Канашри районсем хушшинчи прокуратура палӑртнӑ. Тӗрӗслев материалӗсене Шалти ӗссен министерствин вырӑнти пайне ярса панӑ. Унтисем паллӑ мар ҫын тӗлӗшпе ҫийӗнчех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хыр касса республикӑн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствине 20 пин ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Раҫҫейӗн Пуҫиле кодексӗн 260-мш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫарнӑ ӗҫе вырӑнти йӗрке хуралҫисем епле тӗпченине Канашри районсем хушшинчи прокуратура хӑй тӗрӗслесе тӑрӗ. Ҫакӑн пирки надзор органӗн пресс-службинче паян пӗлтернӗ.
Хӗрарӑмсен кӑкӑр ракне вӑхӑтра тупса палӑртас тесе Чӑваш Енре «Маммологи онкопатрулӗ» ӗленине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, маммографи цифра комплексӗсем пулӑшнипе 39 ҫултан аслӑрах хӗрарӑмсене тӗрӗслеҫҫӗ.
«КамАЗ» ҫине вырнаҫтарнӑ цифрӑллӑ маммограф республикӑри районсем тӑрӑх ҫӳрет. Иртнӗ уйӑхра кӑна 580 хӗрарӑма тӗрӗсленӗ. Кӑҫалхи икӗ кварталта вара 3700 ытла ҫын ҫав пулӑшупа усӑ курнӑ.
Маммографи тӗрӗслевӗ витӗр тухнӑ хӗрарӑмсенчен 74,4 проценчӗн 1-2-мӗш стадинчи рак иккен. Ку цифрӑна Республикӑн онкологи диспансерӗнче пӗлтернӗ. Кӑкӑр ракӗпе пирӗн республикӑра ҫулсерен 400 ытла хӗрарӑм чирлет иккен.
Онколог-тухтӑрсем ҫапах та лӑплантараҫҫӗ: усал шыҫҫа иртерех палӑртса ҫийӗнчех сиплеме пуҫласан ӑна ҫӗнтерме пулать.
Чӑваш Енре допинг правилисене пӑснине тупса палӑртнине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, иртнӗ уйӑхӑн ҫурринче ку хыпар Раҫҫейри информаци агентствисемпе электрон кӑларӑмсем тӑрӑх самантрах сарӑлчӗ. Пирӗн тӑрӑхри тӳре-шара ҫак сӑмаха малтанласа ӗненменччӗ. Кайран Чӑваш Енӗн Спорт министерстви брифинг та ирттернӗччӗ. Михаил Богаратов министр допинга хирӗҫ «Русада» агенствӑна тӗпчев ирттерме пулӑшассине ӗнентернӗччӗ.
Иртнӗ эрне вӗҫӗнче пирӗн республикӑна экспертсен сумлӑ ушкӑнӗ тӗрӗслевпе килсе ҫитнӗ. Ушкӑн иртнӗ шӑмат кун Шупашкарта ӗҫлӗ канашлӑва пухӑннӑ. Вӗсем тренерсемпе, медицина ӗҫченӗсемпе тата спортсменсемпе тӗл пулса калаҫнӑ. Тӗпчев тӑрӑх ЧР Спорт министерстви тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнасшӑннине пӗлтерет.
Шупашкар Арбачӗ текен районта вырнаҫнӑ Пионерсен ҫурчӗн шӑпи прокуратурӑна та пӑшӑрхантарать.
1890 ҫулта хӑпарнӑ икӗ хутлӑ чул ҫурта 1990 ҫулта республика шайӗнчи культура эткерлӗхӗн палӑкӗсен йышне кӗртнӗ. Ехрем купса урамӗнчи 14-мӗш ҫурта пилӗк ҫул каялла пушар самай сиен кӳнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Пурлӑх Шупашкар хулинчи «Тӗплӗ строительствӑн хулари управленийӗ» акционерсен обществин харпӑрлӑхӗнче шутланать. Ҫавна май ӑна тивӗҫлипе тытса тӑрассишӗн те вӑлах яваплӑ.
Шупашкар хулинчи Ленин районӗнчи прокуратура ҫурта нумаях пулмасть тӗрӗсленӗ те ҫурт арканса та ишӗлсе ларнине ырламан. Ҫавӑншӑн «Тӗплӗ строительствӑн хулари управленийӗ» акционерсен обществин ертӳҫи ячӗпе хут шӑрҫаланӑ. Ҫурта тивӗҫлипе тытса тӑмаллине те ҫырсах асӑрхаттарнӑ.
Прокуратура Сӗнтӗрвӑрри хулинчи шӑтӑк-путӑклӑ урамсене тупса палӑртнӑ. Унти ҫитменлӗх пирки Чӑваш Енӗн прокурорӗн пӗрремӗш ҫумӗ Александр Евграфов вырӑнти усламҫӑсемпе тӗл пулсан пӗлнӗ. Лешсем ӑна ҫавӑн пирки евитленӗ.
Кӑлтӑк пирки хыпар надзор органӗнчи пысӑк вырӑн йышӑнакан ҫын хӑлхине кӗнӗ хыҫҫӑ кӗҫех Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи прокуратура тӗрӗслев пуҫарнӑ. Курчатов, Горький, Тургенев, Фурманов, Ленински урамсем шӑтӑк-путӑклине тупса палӑртнӑ.
Ҫитменлӗх пирки прокуратура суда тавӑҫпа тухнӑ. Ҫул-йӗре тытса тӑракан подряд организацийӗн ертӳҫине те кӑлтӑкшӑн явап тыттарма пултараҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе административлӑ майпа ӗҫ пуҫарнӑ.
Маларах асӑннӑ урамсене юсанине прокуратура хӑй тӗрӗслесе тӑрӗ.
Ял хуҫалӑх специалисчӗсем лайӑхах мар хыпар пӗлтереҫҫӗ: Чӑваш Енри акса хӑварнӑ тӗш тырӑ калчи хӑрушлӑхра. Уйсене фитосанитари тӗрӗслевӗ тунӑ хыҫҫӑн уй пӑрҫи ӗрчени палӑрнӑ.
Пӗр тӑваткал метр лаптӑк ҫинче 30-40 штук пулни хӑрушах мар-ха, анчах уйсенче сӑтӑрҫӑсем нормӑран ытларах-мӗн. Кунашкал лару-тӑру пур районта та тенӗ пекех хуҫаланать. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, халӗ уй пӑрҫисен ӗрчемелли тапхӑр пуҫланнӑ, ҫавна май мерӑсем йышӑнмалла.
Уй пӑрҫи пӗрре ерсен уйӗпех сӑтӑр тӑвать. Вӗсем сиенлӗ сӑтӑрҫӑсем шутланаҫҫӗ.
Прокуратура Шупашкарти сывлӑх енчен хавшак ачасем вӗренекен 1-мӗш шкула тӗрӗсленӗ. Сӑлтаве пулнӑ: унта ӑс пухакан пӗр ачан ашшӗ-амӑшӗ ведомствӑна ҫӑхав ҫырнӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, шкулти ертӳлӗх саккуна пӑсать-мӗн.
Чӑнах та, йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ. Шкулти пӗр ушкӑнӑн ашшӗ-амӑшӗн комитечӗ вӗренекенсенчен укҫа пухнӑ, анчах документсем хатӗрлемен.
Кунсӑр пуҫне пӗр ушкӑнра ача нумайрах (йӗркере палӑртнинчен) вӗренни ҫиеле тухнӑ. Ачисене тирпей-илем кӗртнӗ чухне ашшӗ-амӑшне унта кӗртмен, ку та вӗсене килӗшмен.
Тӗрӗслев хыҫҫӑн директор тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене пӗтермелле тесе представлени ҫырнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |