Ҫӗрпӳ хулинче ача пахчи тӑвассипе ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ. Хула сарӑлса пынӑ май шӑпӑрлансем валли ку учреждени кирлине ӑноанма пулать. Строительсем епле тӑрӑшнипе паллашма Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин паян вырӑна тухса кайнӑ.
Ҫӗрпӳри ҫӗнӗ ача пахчи 240 вырӑнлӑх пулӗ. Халӗ объектра 60-а яхӑн ҫын тӑрӑшать тесе пӗлтернӗ Ҫӗрпӳ район администрацийӗнче. Вӗсем пӗрремӗш хутри ӗҫсене вӗҫлесе пыраҫҫӗ. Плитка хума пуҫӑннӑ. Вентиляци тытӑмне вырнаҫтарассипе ӗҫ пырать. Урамра та тимлесех тар тӑкаҫҫӗ. Ӑшӑ пӑрӑхӗсене хураҫҫӗ, ҫутӑ кӗртессипе ҫине тӑраҫҫӗ. Ача пахчине шыв кӗртес, канализаци пӑрӑхӗсене хурас енӗпе те ӗҫлеҫҫӗ.
240 вырӑнлӑх ача пахчин строительствине раштавӑн 25-мӗшӗ тӗлне вӗҫлеме шантарнӑ.