Женя Крутова урамӗнче вырнаҫнӑ Ҫӗнӗ Шупашкарти вӑйӑ салонӗ полици ӗҫченӗсем килсен ҫеҫ хупӑннӑ. Кун пирки Чӑваш Енри ШӖМ пресс-служби пӗлтерет.
Аса илтеретпӗр, ятарлӑ кану эрнинче хӑш-пӗр заведенисене кӑна ӗҫлеме ирӗк панӑ. Канупа киленӳ таврашӗпе ӗҫлекенсем вӗсен шутне кӗмеҫҫӗ.
Вӑйӑ салонӗ пирки сыхӑ граждансенчен пӗлнӗ хыҫҫӑн унта хулари шалти ӗҫсен пайӗн сотрудникӗсем, тата Роспотребнадзор представителӗсем ҫитнӗ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче полици салона хупнӑ, предпринимателе ҫавӑн пекех РФ КоАПӗн 6.3 статйине пӑсни ҫинчен протокол ҫырса панӑ.
Унсӑр пуҫне салон хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлне чӑн та саккунпа килӗшӳллӗн туса пынине тӗрӗслӗҫ. Сӑлтавӗ: вӑйӑ салонӗ тесе час-часах казино йышши заведенисем пытанаҫҫӗ, унашкал ӗҫ-хӗлпе вара ҫӗршыври хӑш-пӗр регионсенче кӑна ӗҫлеме ирӗк панӑ. Чӑваш Ен вӗсен шутне вара кӗмест.
Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкарти пӗр ҫуртра пушар тухнине, унта 2 тата 4 ҫулсенчи икӗ ачапа ватӑ ҫын вилнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Аса илтерер: пушар Иккӗмӗш Путепровод урамӗнчи ҫуртра алхаснӑ. Ҫулӑм алхасма тытӑнсан ҫӑлавҫӑсем, тухтӑрсем ҫитнӗ. Кинемейпе мӑнукӗсене ҫӑлма май килмен.
Чӑваш Ен прокурорӗн пресс-службине ҫак йӗркесен авторне паян пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек сӑлтавне палӑртассипе тӗпчевҫӗсем малалла ӗҫлеҫҫӗ. Надзор органӗ ҫемьен пурнӑҫ условине те хаклӗ. Ҫапла пӗлтерчӗ надзор органӗн пресс-службинче ӗҫлекен Алексей Якушевич. Тӗрӗслевшӗн Шупашкар хулин Калинин районӗнчи прокуратура яваплӑ. Прокуратура пушар сӑлтавне палӑртассипе ӗҫлекен тӗпчевҫӗсен ӗҫне те тӗрӗслӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакансем Раҫҫей Тӗп прокуратурин ӗченӗсем патне йышӑнӑва кайма пултараҫҫӗ. Уншӑн вӗсен Мускава ҫитмелле мар. Шупашкара ҫеҫ килмелле.
Ҫак кунсенче пирӗн республикӑн прокуратуринче Раҫҫей прокуратурин комиссийӗ ӗҫлет. Ҫавна май унтисем республика ҫыннисене йышӑнма шут тытнӑ. Уйрӑм ҫынсене ҫӗршыв прокурорӗн ҫумӗсем Игорь Ткачев тата Сергей Зайцев йышӑнӗҫ.
Йышӑнӑва пуш уйӑхӗ 4-мӗшӗнче ирхи 9 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен Шупашкарти Карл Маркс урамӗнчи 48-мӗш ҫурта ҫитмелле. Малтанласа (8352) 39-20-43 телефон номерӗпе шӑнкӑравласа ҫырӑнмалла.
Йышӑнӑва каякансен паспорт тата ун вырӑнне юрӑхлӑ урӑх удостоверени, йышӑнура хускатма палӑртнӑ ыйтӑва ҫирӗплетсе паракан документсене илмелле.
Шупашкарти «Газировка» каҫхи клуба ӗҫлемешкӗн вӑхӑтлӑха чарнӑ. Ҫакӑн пирки республикӑн прокуратурин пресс-служби паян пӗлтернӗ.
Асӑннӑ клубра саккуна пӑсма пултарни ҫинчен массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче хыпарланӑран та тӗрӗслев пуҫарнӑ надзор органӗ. Иккӗмӗш каналпа кӑтартакан, Андрей Малахов ертсе пыракан «Прямой эфир» (чӑв. Тӳрӗ эфир) кӑларӑмра кӑтартнӑ ҫарамсланса ташланӑ хӗр, сӑмах май каласан, шӑпах ҫав каҫхи клубра савӑннӑ.
Тӗрӗслевҫӗсем каҫхи клубра пушар хӑрушсӑрлӑхне, санитарипе эпидемиологи саккунне пӑснине тупса палӑртнӑ. Кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен йӗркене пӑсма май паракан самантсене те асӑрханӑ.
Тӗрӗслев малалла пырать. Тупса палӑртнӑ кӑлтӑксене пӗтериччен каҫхи клуба ӗҫлемешкӗн чарма йышӑннӑ.
Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн хастарӗсем Ҫӗмӗрлери тӳре-шарана ачасене шкула каймалли ҫул ҫинчи пушӑ ҫурт-йӗре пӗтерме хушнӑ.
Халӑх фрончӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хастарсем вырӑнти тӳре-шарапа пӗрле тӗрӗслев ирттернӗ. Вӗсем «Рябинушка» ача пахчи патне пымалли ҫул йӗркесӗррине палӑртнӑ. Унпа ҫуркуннепе кӗркунне ҫеҫ мар, хӗлле те иртме ҫук.
7-мӗш шкул пулнӑ ҫурт паян чӳречесӗр-кантӑксӑр ларать. Унӑн ҫивиттийӗ икӗ пушарта ҫурри таран ҫунса кайнӑ. Ҫав ҫурт патӗнче ачасем 2-мӗш шкула иртсе ҫӳреҫҫӗ. Коммуналлӑ парӑма пула ҫурта энергетика компанийӗ салука илнӗ. 3-мӗш шкул ҫывӑхӗнче вара тепӗр ҫурт хӑтсӑр ларать. Ӑна ача-пӑча пульници тесе тума пуҫланӑ та ӗҫ чарӑнса ларнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗ бюджета налук пухмалли мӗнпур майпа туллин усӑ курма тӑрӑшать. Маларах унтисем хваттер тара паракансене палӑртассипе рейдсем ирттеретчӗҫ. Халӗ те хваттерсем тӑрӑх ҫӳреҫҫӗ-ха. Анчах хальхин тӗллевӗ урӑхларах.
Шупашкар хулин Мускав районӗнче ӗҫ килӗшӗвӗсӗр ӗҫлекенсене палӑртассипе рейда тухнӑ. Специалистсем нумай хваттерлӗ ҫуртсем тӑрӑх ҫӳресе хваттер юсакансене тӗрӗсленӗ.
Шупашкар хулин Мускав район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта ӗҫлекенсем участковӑйпа пӗрле Афанасьев урамӗнчи 180 хваттерте пулнӑ. Вӗсенчен 123 хваттер алӑкне уҫакан пулман, 57-шӗнче харпӑрлӑхҫӑсем пурӑннӑ. 4 хваттерте юсав ӗҫӗсем пынӑ. Вӗсенчен пӗринче маҫтӑи ӗҫ килӗшӗвӗсӗр ӗҫленине тупса палӑртнӑ.
Чӑваш Енри МИХсем пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑн тӗп прокурорӗ Василий Пословский отставкӑна кайма шутланӑ, рапорт ҫырнӑ. Нарӑсӑн 25-мӗшӗнче, сӑмах май, Тӗп прокуратурӑран тӗрӗслевпе килмелле. Хальлӗхе Пословский ӗҫрен кайни пирки официаллӑ мелпе ҫирӗплетни ҫук-ха.
Юлашки вӑхӑтра Василий Пословскин «хура йӗр» тейӗн. Пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче Раҫҫейри унчченхи тӗп прокурор Юрий Чайка ӑна ҫирӗп выговор панӑ (кун пирки сайтра пӗлтернӗччӗ). Кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче прокуратурӑри пилӗк ӗҫчен Раҫҫейри хальхи тӗп прокурор Игорь Краснов патне ҫыру янӑ, унта хӑйсен пуҫлӑхӗ тӳрккес пулнине пӗлтернӗ. Кун хыҫҫӑн Пословские пӑхӑннӑ пӗр ҫын журналистсене интервью панӑ, ҫакна РФ Тӗп прокуратурине тата РФ Следстви комитетне официаллӑ майпа хыпарлани тесе йышӑнма, Пословский тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарма ыйтнӑ. Вӑл журналистсене каласа панӑ тӑрӑх, Пословский Кипрти офшортлӑ счетсем ҫине миллион-миллион евро кӑларнӑ ҫӗре хутшӑнма пултарнӑ.
Прокуратура шкулсемпе ача пахчисене пӗрмаях тӗрӗслесе тӑрать. Яланах тенӗ пекех ведомство йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртать.
ЧР прокуратури хальхинче Красноармейски районӗнчи ача пахчисене тӗрӗсленӗ. Пӗр ача пахчинче пахалӑхне тата хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтермен рис тата хура тул кӗрпи тупнӑ. Пӗтӗмпе – 50 килограмм.
Тӗрӗслев хыҫҫӑн кӗрпесене тӗрӗс мар упранӑшӑн, туяннӑ чухне йӗркене пӑснӑшӑн должноҫри сӑпат тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна чи пӗчӗк ӗҫ укҫинчен 10-20 хут ытларах штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ.
Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Республикӑри онкологи диспансерӗнче пӗчӗк ачан пӳрине радиоизотоп меслечӗпе тӗрӗсленӗ. Пирӗн тӑрӑхра ун пекки халиччен пулман.
Тин ҫеҫ ҫуралнӑскере Республикӑри ача-пӑча клиника больницинчен илсе пынӑ. Онкологи диспансерӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ пульницӑри ачасен сывлӑхне урӑхла меслетпе те тӗрӗслеҫҫӗ. Анчах радиоизотоп мелӗпе усӑ курса пӑхман. Ун валли ачасене урӑх кӳршӗллӗ регионсене ӑсатма, унта тӗрӗслеме тивнӗ.
Онкологи дисансерӗнче пӗчӗк ачана тӗрӗсленӗ чухне ачапа юнашар анестезиологсем пулнӑ.
Республикӑн онкологи диспансерӗнче ӗнентернӗ тӑрӑх, радиоизотоп тӗпчевӗ пысӑк тухӑҫлӑ шутланать. Унран та ытларах — пӳре ӗҫ-хӗлне тӗп-тӗрӗс хаклама май парать.
Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта ҫӗкленекен шкул строительствипе паян Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паллашнӑ.
Ҫӗнӗ шкула пӗлтӗр тума пуҫланӑ. Ҫӗнӗ шкул федерацин Атӑлҫи округӗнче чи пысӑккисенчен пӗри пулса тӑрӗ. Унта микрорайонта пурӑнакан 1600 ача вӗренӗ. Проекта ҫӗнӗлӗхсене кӗртсе хӑварнине шута илсен, смета хакӗ 950 миллион ытла тенкӗпе танлашнӑ.
«Старатель» организацин строительство енӗпе ӗҫлекен директорӗ Сергей Суворов ӗнентернӗ тӑрӑх, паян объектра 300 ҫын ӗҫлет. Хальхи вӑхӑтра хутса ӑшӑтмалли тытӑма ӗҫлеттерсе янӑ. Специалистсем шкулта пӳлӗмсене хатӗрлессипе тӑрӑшаҫҫӗ.
«Ҫак шкула ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне хута ямалла. Вӗсен ҫак шкулӑн ырлӑхне туймалла», — тенӗ Олег Николаев.
«Ҫӗнӗ хула» микрорайонти ҫӗнӗ шкул хута кайсан хулари 33-мӗш, 53-мӗш, 2-мӗш шкулсенче ачасене иккӗмӗш сменӑна вӗрентессине пӑрахӑҫлама май парӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |